Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

речӗсем (тĕпĕ: рет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗвелтухӑҫ енчен, Донӑн сылтӑм ҫыранӗ тӑрӑх, шуҫӑм киличченех беженецсен лавӗсен кукӑр-макӑр речӗсем Вешенски еннелле тӑсӑлчӗҫ.

Еще до зари с востока по правой стороне Дона потянулись к Вешенской валки беженских обозов.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлӗармеецсен речӗсем тӑрӑх хуллен пӑшӑлтатнӑ сасӑсем чӳхенсе ҫӳрерӗҫ, анчах нихӑшӗ те пӗр сӑмах ҫӑвар туллин каламарӗ, пӗри те строй умне тухакан пулмарӗ…

По красноармейским рядам рябью прошел тихий шепот, но никто не сказал полным голосом ни одного слова протеста, ни один не изломал рядов…

LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӑнран ӳкнӗ комиссар, хыҫалтан салтаксем чышкаласа пыраканскер, строя тӑратман хӗрлӗармеецсен ҫӑра речӗсем варрине кӗрсе ҫухалчӗ.

Бледный комиссар, подталкиваемый сзади, вошел в гущу непостроенных красноармейских рядов.

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тепӗр ҫур сехетрен, утлӑ ҫарӑн ҫӑра речӗсем урамсемпе вӗҫӗ-хӗррисӗр иртме пуҫласан, Григорий чӗрине мӑнаҫлӑ савӑнӑҫ ытамласа ҫупӑрларӗ: вӑл халиччен нихҫан та ҫакӑн чухлӗ ҫынпа ертсе пырса курманччӗ-ха.

Через полчаса, когда густые лавы конницы нескончаемо потекли по улицам, Григорий остро ощутил горделивую радость: такой массой людей он еще никогда не командовал.

XXXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлисен каялла чакакан речӗсем ҫине каллех пеме тапратрӗҫ.

Стрельба по отступавшим красным цепям возобновилась.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Петро вӗсене казаксен речӗсем патне пӑшалпа персе тивертес ҫывӑха та пыртармарӗ.

Петро не велел им подходить даже на выстрел к казачьей цепи.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӑрахмастпӑр, — кулса илчӗ те Петро, майӗпен сӑрт тӳпинелле куҫакан хӗрлисен речӗсем ҫине тинкерсе пӑхса, аллинчи чӑпӑрккине канӑҫсӑррӑн вылятма пуҫларӗ.

Не покинем, — улыбался Петро и, посматривая на медленно подвигавшиеся к бугру цепи красных, начал нервно поигрывать плеткой.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мишка хырсем ҫинелле пӑхкаласа илчӗ, анчах вӑл енчен пехота речӗсем курӑнмарӗҫ, утлӑ ҫар та ыткӑнса килмерӗ.

Мишка посматривал на сосны, но оттуда не показывались цепи пехоты, не шла лавой конница.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Татарски хуторӗ витӗр Кӑнтӑр фронтӑн 8-мӗшпе 9-мӗш Хӗрлӗ ҫарӗсем валли апат-ҫимӗҫпе ҫар хатӗрӗсем тиенӗ обозсен сайра речӗсем тӑсӑлчӗҫ.

Через Татарский редкими валками тянулись обозы, питавшие продовольствием и боевыми припасами 8-ю и 9-ю красные армии Южного фронта.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Краснов хускалмасӑр хытса тӑнӑ казаксен речӗсем умӗнчен хӑнасене тарават хуҫа пек вокзал патнелле ертсе каять.

Краснов радушным хозяином вел гостей к вокзалу мимо застывших шпалер казаков.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Батарейӑран ҫур ҫухрӑмра сӑнавҫӑпа аслӑ офицер учӗсем ҫинчен анса тӑнӑ та сӑрт тӳпинчен каялла чакакан тӑшман речӗсем ҫинелле бинокльсемпе пӑхаҫҫӗ.

Наблюдатель со старшим офицером в полуверсте от батареи, спешившись, с кургашка глядели в бинокль на отходившие цепи противника.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лутра ӳснӗ вӑрман улмуҫҫийӗ айӗпе Григорий тӑшманӑн инҫетри речӗсем ҫине бинокльпе пӑхрӗ.

Из-под приземистой дикой яблоньки Григорий глядел в бинокль на далекие цепи противника.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӗҫех хӗрлисен сайра речӗсем курӑнчӗҫ.

Вскоре показались редкие цепи красных.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Делегатсен речӗсем тӑрӑх ниҫта кайса кӗрейми савӑнӑҫ хумӗ куҫса ҫӳрет.

Буря восторга гуляла по рядам делегатов.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Подтелков ҫавӑнтах пӗр утӑм мала тухса тӑрать те халӑх ушкӑнӗн малти речӗсем ҫине ӗшенчӗклӗн пӑхкаласа илет: умра ытларахӑшӗ кӑвак е кӑвакара пуҫланӑ сухаллӑ ватӑсем тӑраҫҫӗ.

И сейчас же Подтелков делает шаг вперед, устало обводит глазами передние ряды народа: всё больше седые и с проседью бороды.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӗрлӗ гвардеецсен речӗсем тӑрӑх ӳпкелешсе пӑшӑрханнӑ сасӑсем шӑвӑнса иртрӗҫ.

Ропот прокатился по рядам красногвардейцев.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Аслӑ ҫул тӑрӑх хӑмӑр тусан мӑкӑрланса йӑванать, ун хыҫӗнченех ҫуран ҫар речӗсем, обоз, юлан утлӑ ҫынсем ҫывхарса килеҫҫӗ.

По шляху багровым шаром катилась пыль, за ней двигались ряды пехоты, обоз, конные.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан вӑл казаксен речӗсем хушшинчен шуса тухрӗ те, ыратнине тӳсеймесӗр ури ҫине тӑрса, пуля анкӑ-минкӗлентерсе янӑ пуҫне чӑтӑмсӑррӑн ывӑтса илчӗ.

Выполз из цепи казаков, сгоряча вскочил, резко мотнул головой, контуженной пулей.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсем, вӗренмелле пенӗ чухнехи пек, ним васкамасӑр утса кӗрсе кайнӑччӗ, анчах «максимкӑпа» ӗҫлекен темле харсӑр чернецовец пулемечӗпе казаксен речӗсем тӑрӑх шӑлтарса илчӗ те, казаксем хӑйсен стройӗнчен виҫӗ ҫынна ҫухатса, йӑпӑр-япӑр ҫӗр ҫумне йӑпшӑнса выртрӗҫ.

Пошли было, как на учебную стрельбу, — не ложась, но какой-то ловкач-чернецовец, работавший на «максимке», так здорово полоснул по цепи, что казаки с большой охотой легли, трех потеряв из строя.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Катаранах асӑрхарӗ вӑл: Анна пулемет патӗнче чӗркуҫленсе тӑнӑ та, ҫамки ҫинелле усӑннӑ ҫӳҫ пайӑркине майласа чикнӗ май, куҫне аллипе картласа, тӑшман речӗсем ҫине пӑхать.

Еще издали увидел: Анна на коленях стоит возле пулемета, из-под ладони, отводя нависающую прядь волос, смотрит на вражескую цепь.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех