Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

раксене (тĕпĕ: рак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Раксене пысӑк савӑтран кашӑкпа е алӑпа кӑларса илеҫҫӗ те турилкке ҫине хураҫҫӗ.

Раков из общей посуды, в которой их подают, вылавливают ложкой либо просто пальцами и кладут на тарелку.

Мӗн тата мӗнле ҫимелле // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Шӑтӑксенчи раксене тытӑпӑр!

Раков по норьям ловить будем!

2 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.

Атмана вӑхӑтран-вӑхӑта ҫӳлелле туртса кӑлараҫҫӗ, раксене пуҫтарса илеҫҫӗ те атмана каллех шыва антараҫҫӗ.

Время от времени сачки за веревки вытаскивают кверху, снимают раков и опять опускают.

Раксем мӗн ҫинчен пӑшӑлтатаҫҫӗ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 109-111 с.

Анчах пуринчен ытла мана ача чухне раксене тытса витрене ярсан, вӗсем пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатни тӗлӗнтеретчӗ.

Но всего более дивило меня в детстве, что когда раков соберут в ведро, то они между собой начинают шептаться.

Раксем мӗн ҫинчен пӑшӑлтатаҫҫӗ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 109-111 с.

Тепӗр тӗлӗшпе вара Ермолая никам та ҫитеймен: ҫуркунне, шыв тулнӑ вӑхӑтра, пулӑ тытас, алӑ вӗҫҫӗнех раксене туртса кӑларас, кайӑк-кӗшӗк тӗлне шыраса тупас, путенесене астарса тытас, хурчкасене ярӑнтарса антарас, шӑпчӑксене «арҫури шӑхличипе» тата «куккукла вӗҫсе» тытас пултарулӑх Ермолайӑн чухлӗ никамӑн та пулман…

Зато никто не мог сравниться с Ермолаем в искусстве ловить весной, в полую воду, рыбу, доставать руками раков, отыскивать по чутью дичь, подманивать перепелов, вынашивать ястребов, добывать соловьев с «дешевой дудкой», с «кукушкиным перелетом»…

Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.

Тасатса пӗтерсен, Кирюхӑпа Вася пулӑсемпе чӗрӗ раксене витрене тултарчӗҫ, чӳхерӗҫ, вара вӗрекен шыва ячӗҫ.

Кончив чистить, Кирюха и Вася собрали рыбу и живых раков в ведро, всполоснули и из ведра вывалили всё в кипевшую воду.

V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Анне манӑн раксене тупнӑ та пӗҫернӗ иккен.

Во—первых, мать нашла раков и сварила их.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ васканипе раксене курӑкпа витме те ӗлкӗреймерӗм, ҫавӑнпа вӗсем киле ҫитиччен ҫурри ытла тӑкӑнса пӗтрӗҫ.

Я не успел прикрыть травой раков я растерял половину, пока добрался до дому.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах: та сенкер раксене вара — кӑна ачасем те лайӑх пӗлсе тӑраҫҫӗ — шӑршланнӑ ашпа ҫеҫ тытма пулать.

Но голубой рак – в этом были твердо убеждены все мальчишки – шел только на гнилое мясо.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех