Шырав
Шырав ĕçĕ:
Картишӗнчи хуралҫӑ палламан ҫынна хан керменӗнчи аскер аллине пачӗ, халӗ ӗнтӗ Мухамедьяр йышлӑ пӳлӗмсен хушшипе ун хыҫҫӑн утрӗ.
7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫӗнӗ поликлиникӑра ҫакӑн пек подразделенисем тума палӑртнӑ: малтан йышӑнмалли тата пӑхса тухмалли пӳлӗмсен ушкӑнӗ, луч (рентген) диагностика пӳлӗмӗсен блокӗ, педиатри тата терапи уйрӑмӗсем, клиникӑпа диагностика лабораторийӗ, сиплевпе диагностика кабинечӗсен блокӗ, тухтӑр-инфекционист йышӑнакан пӳлӗм, хирурги кабинечӗсен блокӗ.
Районта ҫӗнӗ поликлиника пулӗ // Екатерина Чертынова. http://kanashen.ru/2022/09/16/%d1%80%d0% ... 83%d0%bbe/
Пирвайхи ҫӗрех ҫамрӑксем унӑн ҫӳлти хутлӑмри пӳлӗмсен кантӑкӗсене чулпа пере-пере ҫӗмӗрнӗ, хурт вӗллисене те сада кӗрсе аркатнӑ — ним тума аптранӑ тыр хуҫи.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Виҫҫӗмӗш хутра, юмана хирӗҫле, Галуэй вырнаҫнӑ пӳлӗмсен чӳречисем курӑнаҫҫӗ, унран сулахайра тата сылтӑмра, ҫав хутрах, Томсонпа Дигэ пӳлӗмӗсем.
XII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Стена хыҫӗнче темӗскер ҫемҫен кӗмсӗртетрӗ, ҫак ҫын пурӑнман пӳлӗмсен хушшинче кӗтмен ҫӗртен илтӗннӗ сасӑ пире шартах сиктерчӗ.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫав тери шӑп тӑнӑран — телефонӑн вӑрах шӑнкӑравӗ пӳлӗмсен чӗмсӗрлӗхне ӗҫлӗ чӗтревпе касса ҫурчӗ, кантӑк умӗнчи саланкӑр Шамполиона вырӑнтан кӑмӑлсӑррӑн хускатрӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Юнлӑ ҫутӑпа, — пӗрре кӑвакарса, тепре алмаз евӗр, — вылять те ҫиҫет Марс: ҫывӑракан Петербург ҫийӗн ҫӳлте-ҫӳлте, шӑтӑк-хушӑклӑ ҫи виттисем ҫийӗн, сивӗ пӑрӑхсен, пысӑк пӳлӗмсемпе пӗчӗк пӳлӗмсен, пӑрахса хӑварнӑ залсен, пушӑ керменсен хӑрӑмланса хуралнӑ маччисем ҫийӗн, ӗшенчӗк ҫынсен сис-чӳллӗ пуҫелӗкӗсем ҫийӗн.
Ыйхӑсӑр ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Параднӑй пӳлӗмсене ытла та ҫап-ҫутӑ ҫутатни тата хысна ҫурчӗсенчен нимпе те уйрӑм мар капӑрлатни малтанхи вӑхӑтра ҫамрӑксене хӑюсӑрлатнӑран, Дерпт студенчӗпе темиҫе ҫӑмӑхҫахсӑр пуҫне, пурте стена ҫумне ларса тухрӗҫ, Дерпт студенчӗ вара, жилетне йӳле янӑскер, кашни пӳлӗмрех тата мӗнпур пӳлӗмсен кашни кӗтесӗнче пӗр вӑхӑтра пулма ӗлкӗрнӗн, пӳлӗмре унӑн янӑравлӑ, ырӑ, шӑплана пӗлми тенорӗ кӑна илтӗнсе тӑнӑн туйӑнчӗ.
XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эсир ҫак пӳлӗмпе ытти пӳлӗмсен урайне ҫӑвассинчен тытӑнатӑр.Ты начнешь с того, что хорошенько его вымоешь, и в других комнатах тоже.
I // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Ку пӳлӗмсен сывлӑшӗ вара ҫиҫӗм ҫурса аҫа шартлатнине курман пулас.
2 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Пӳлӗмсен алӑкӗсем пурте коридор еннелле.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Кабинетсемпе пӳлӗмсен алӑкӗсем уҫах, пур ҫӗрте те — ҫӳлти хутсене хӑпармалли картлашкасем ҫинче те, коридорсенче те — хӗрачасемпе йӗкӗтсем.Открытые двери кабинетов и комнат, забитые парнями и девушками лестницы и коридоры.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
— Унччен, — терӗ Гленарван, — паркри аллейӑсенчи хӑйӑра, е суднӑн палубине, е пӳлӗмсен паркетне сывлӑшри ҫак ҫуртӑмӑртан ытларах хисеплеме ирӗк парӑр мана, хаклӑ тусӑм.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Пӳлӗмсен ӑшчиккине пуҫтарса тирпейленӗ чух эпӗ сасартӑк ҫыру сӗтелӗн сылтӑм енчи ҫӳлти ещӗкӗ питӗрӗнсе тӑнине асӑрхарӑм.Прибирая комнаты, я неожиданно обнаружил, что правый верхний ящик письменного стола заперт.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Вӑл утнӑ ҫӗртех китель тӳмисене вӗҫертсе ячӗ, кӑсӑрук айӗнчи тарне шӑлса илчӗ, пӳлӗмсен нӳрӗрех сулхӑнне туйнипе хавасланнӑскер, хура картлашкасем тӑрӑх ҫӳлелле улӑхса, хӑй пӳлӗмне кӗрсе кайрӗ.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫутӑ та ытлашши тасах мар коридор тӑрӑх, йӗпе ура йӗрӗсем хӑварса, Кондратьев кунта хуҫа пулнӑ пек, васкамасӑр та ирӗклӗн утса иртрӗ; кашни алӑках уҫа-уҫа пӳлӗмсен ӑшнелле пӑхкаласа илчӗ, ҫынсене тӗл пулсан, вӗсене сывлӑх сунса, малалла утрӗ; хуралҫӑна, сӑнӗпе ҫамрӑк курӑнакан старике, куҫлӑхсӑрах хаҫат вулаканскере, алӑ парса хаҫатра мӗнле ҫӗнӗ хыпарсем пурри ҫинчен ыйтрӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫак икӗ пай пӗр-пӗринпе темле аташтармалла пеклӗрех тӑвӑр та кукӑркаланчӑк коридорпа ҫыхӑннӑ; кашни кукӑр тепринпе алӑкпала пӗрлешет, ҫапла майпа вара пӗчӗк-пӗчӗк пӳлӗмсен речӗ пулса каять, вӗсем буфет, бильярднӑй, карточнӑй, малти пӳлӗмпе хӗрарӑмсен тирпейленмелли пӳлӗмӗ шутланаҫҫӗ.
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пушӑ вырӑн еннелле писарьсем пурӑнакан пӳлӗмсен чӳречисем тухаҫҫӗ.
XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
пӗрремӗш абзацра «эконом-класс йышши пурӑнмалли ҫурт-йӗр» сӑмахсене «пурӑнмалли стандартлӑ ҫурт-йӗр» сӑмахсемпе улӑштарас, «эконом-класс йышши пурӑнмалли пӳлӗмсен» сӑмахсене «пурӑнмалли стандартлӑ ҫурт-йӗр шутланакан пурӑнмалли пӳлӗмсен» сӑмахсемпе улӑштарас;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене патшалӑхӑн уйрӑм полномочийӗсене парасси ҫинчен" саккунӗн 1 тата 17 статйисене тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин территорийӗнче федерацин "пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствине аталантарма пулӑшасси ҫинчен" саккунӗн уйрӑм положенийӗсене пурнӑҫласси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №30 от 28 апреля 2018 г.
3. Нумай хваттерлӗ ҫуртри пӳлӗмсен хуҫисене Раҫҫей Федерацийӗн Ҫурт-йӗр кодексӗн 1901 статйин 5-мӗш пайӗпе пӑхса хӑварнӑ положенисем ҫинчен пӗлтермелли йӗркене Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ палӑртать.».
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин территорийӗнче вырнаҫнӑ нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи пӗрлехи пурлӑха тӗпрен юсас ӗҫе йӗркелес енӗпе правӑн уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №27 от 28 апреля 2018 г.