Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗшкӗнчӗ (тĕпĕ: пӗшкӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Телейлӗ сӑнчӑр, — терӗ Дигэ; пӗшкӗнчӗ те трос вӗҫне ҫӗклеме хӑтланчӗ, — анчах ӑна кӑштах ҫеҫ хускатайрӗ.

— Счастливая цепь, — сказала Дигэ, нагибаясь и пробуя приподнять конец троса, но едва пошевелила его.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ганувер пӗшкӗнчӗ те Дигэ аллине чуп турӗ — хӗрӳ киленӗҫпех мар, анчах чӑн-чӑнласах, унтан хушса хучӗ:

Потом Ганувер нагнулся и поцеловал руку Дигэ — без особого увлечения, но очень серьезно, сказав:

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Тинг пӗшкӗнчӗ те аллипе перӗнсенех Ассунта выртнине ӑнланчӗ.

Тинг наклонился и первым прикосновением рук узнал Ассунту.

VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Вӑл пӳрнисемпе шаклаттарчӗ, анчах куҫӗсем арӑмӗ ҫинче чарӑннӑ, тата темӗскер ыйтаҫҫӗ; Тинг пӗшкӗнчӗ, Ассунтӑна ачашшӑн та шухӑшлӑн чуп турӗ, ҫакӑ ӑна малаш тӗллевӗсенчи хӑюлӑхпа хавхалантарать ахӑр.

Он щелкнул пальцами, но взгляд его, останавливаясь на жене, еще что-то спрашивал, Ассунта улыбнулась, закрыв глаза; Тинг наклонился и поцеловал ее задумчивым поцелуем, что прибавило ему решительности в намерениях.

V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

— Пурнӑҫ мар, хӑрушӑ тӗлӗк! — терӗ те Мери выртакан патне пӗшкӗнчӗ, йӗрсе ярас мар йӳтӗмпе тутине ҫыртса лартрӗ.

— Не жизнь, а кошмар! — сказала Мери, нагибаясь к лежащему и закусывая губу, чтобы не плакать.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 356–361 с.

Брелок умӗнче тӑнӑран Матиа Линзӑна курмасть; лешӗ хӑй тӗллӗн темӗн мӑкӑртатма, стенана тӗпчеме тӑруках чарӑнчӗ те питӗ хӑвӑрт пӗшкӗнчӗ, креслӑн малтанах пӑрса хунӑ йывӑр юман урине ҫӗклесе тарҫа тӑнлавӗнчен шаплаттарчӗ.

Матиа, стоя лицом к Брелоку, не видел, как Линза, потеряв вдруг охоту бормотать что-то про себя, разглядывая стену, быстро нагнулся, поднял тяжелую дубовую ножку от кресла, вывернутую заранее, размахнулся и ударил слугу по темени.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 305–313 с.

Акӑш-макӑш кускаласа тата кӑшкӑрашса Анна упӑшки умне пӗшкӗнчӗ.

Анна, беспорядочно суетясь и вскрикивая, склонилась над мужем.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 282–286 с.

Тунсӑхлӑ ҫак шӳтӗн пархатарлӑ сӗмне пула кӑмӑлӗ ҫемҫелнӗскер — Консуэло хӑйне харкам кулянӑвӗнчен хӑпма хистерӗ, выртмӑш патне пырса пӗшкӗнчӗ те аллине Тиррей кӑкӑрӗ ҫине хучӗ.

Тронутая благородным тоном этой тоскливой шутки, Консуэло заставила себя отрешиться от собственного страдания и, став у койки, склонилась, положив руку на грудь Тиррея.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Стомадор урисене сарчӗ, пӗшкӗнчӗ те вӑйсӑрланнӑ чавуҫӑсене картише тухма пулӑшрӗ.

Стомадор расставил ноги пошире, нагнулся и начал помогать обессилевшим труженикам выходить на двор.

ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ван-Конета курсан вӑтанса кайрӗ, пӗшкӗнчӗ те чӑлхине тӳрлетме пикенчӗ, унтан Сногден ҫине темӗн каласшӑн пек тинкерчӗ те — калаҫма пуҫламашкӑн аптӑраса тӑрса тутине пӳрнипе сӑтӑрать.

Увидев Ван-Конета, он смутился и, нагнувшись, стал поправлять чулок; затем бросил на Сногдена выразительный взгляд и принялся водить пальцем по губам, не решаясь заговорить.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Унтан ун патнелле пӗшкӗнчӗ.

Потом наклонился к ней.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Зитор ун пуҫӗ патне пӗшкӗнчӗ, темӗн тума пикенчӗ — Зитор тӳрленсе тӑнӑ тӗле Тилли Кассан патне янӑ ҫыру пирки яланлӑхах манса кайрӗ.

Зитор наклонился над ним и стал что-то делать, а когда выпрямился, Тилли успел забыть о письме к Зитору навсегда.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 375–381 с.

Халӗ вӑл салхуланчӗ, Джессин туйӑмсӑр аллисене ярса тытрӗ те пӗшкӗнчӗ, вӗсен таса сулхӑнӗнчен вӗри ҫамкипе перӗнчӗ.

Он затосковал, взял неподатливую руку Джесси и склонился к ее чистой прохладе горячим лбом.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.

— Халех тыт, — Нэф пӗшкӗнчӗ те лапсака пуҫне кӑтартрӗ.

— Бери сейчас, — Нэф нагнулся, подставив лохматую голову.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.

Салтак картлашка енне ҫурӑмӗпе тӑрса уҫӑ патне аллине тӑсрӗ, ӑна илме пӗшкӗнчӗ, мӗншӗн тесен Рене ҫыхха панӑ чухне урайне ӳкерчӗ.

Часовой, став спиной к лестнице, протянул руку за ключами и нагнулся поднять их, потому что Рене, передавая, уронила связку.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Рене ӑна та малтанхи салтака каланинех пӗлтерчӗ; ӑнӑҫтарчӗ — хуралҫӑ пӗшкӗнчӗ те 23-мӗш номер ҫӑринче уҫӑпа кӗмсӗртетме пикенчӗ.

Она сказала ему то же, что и первому, и с тем же успехом. Солдат, нагнувшись, загремел ключами в замке 23-го номера.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Эстамп чӗлӗмне ҫӗклеме пӗшкӗнчӗ, ҫапла вара сыв пуллашу самантне нихӑшӗ те сиссе юлаймарӗ.

Эстамп нагнулся поднять трубку, и никто, таким образом, не уловил момента прощания.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Ҫинҫе, ҫӳллӗ хӗр унӑн кӗпине чуп тӑвакан ҫын патне пӗшкӗнчӗ.

Тоненькая, высокая девушка нагнулась к целующему ее платье человеку.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Унӑн пичӗ Гноршӑн ытла та кӗретӗн курӑнать, вун-вун хут пысӑкрах пек; Гнор ӑна хул пуҫҫинчен тытрӗ, хӑйне пачах туймасӑр темӗн калать, калать… мӗн — тӳрех манчӗ; хӑйӗн сӑмахӗсен сасси ӑна тискеррӗн те вӑйсӑррӑн туйӑнать; вара вӑл тахҫантанпах кӗтекен телейӗ килсе ҫитнипе кӑшкӑрса ячӗ, ҫак телейӗн туйӑнми, суккӑрла, ӗсӗклекен ачашлӑхӗнче Кармен урисем патне пӗшкӗнчӗ те вӗсене чӗтрекен, асапланса ҫитнӗ аллисемпе кӗвӗҫӳллӗн, ункӑ туса ытамларӗ.

Ее лицо выделилось и удесятерилось Гнору; он взял ее за плечи, не помня себя, забыв, что сказал; звук собственного голоса казался ему диким и слабым, и с криком, с невыразимым отчаянием счастья, берущего глухо и слепо первую, еще тягостную от рыданий ласку, он склонился к ногам Кармен, обнимая их ревнивым кольцом вздрагивающих измученных рук.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Энниок Гнор ҫине ҫӳлтен пӑхать, акӑ пӗшкӗнчӗ те пысӑках мар чул муклашкине ярса тытрӗ.

— Энниок взглянул сверху на Гнора и наклонился, подымая небольшой камень.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех