Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗшкӗнсе (тĕпĕ: пӗшкӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тват-пилӗк ҫын пӗшкӗнсе умлӑ-хыҫлӑ пӗр пӗрин пилӗкӗнчен тытӑнса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Качакалла // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/244

Лавр вӑл ӳкернӗ хута пӗшкӗнсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Эпӗ унӑн пуҫне ҫӗклесе хамӑн чӗркуҫҫи ҫине хума шутласа, ун умне пӗшкӗнсе лартӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫав самантра Петӗр, тӑрук ҫӗрелле пӗшкӗнсе, алӑ туни пысӑкӑш вакӑ ярса илчӗ…

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Иккӗшӗ васкаса уткалаҫҫӗ, ҫавӑнтах пӗшкӗнсе илеҫҫӗ, вара тем турткалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пӗшкӗнсе ларнӑ чух унӑн медалӗсемпе орденӗсем пӗр-пӗрне перӗнсе чӑнкӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Бригадир урӑх сӑмах чӗнмесӗр рет тӑрӑх утса каять, пӗшкӗнсе ларса ҫулҫӑсене тытса пӑхать, унтан тепӗр рет хушшине куҫса каялла таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Сергей Петрович кӑпкалатнӑ рет хушшине кӗрет, пӗшкӗнсе ларса хӑмла калчине тытса пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Вихтӑр мучи ӳплене пӗшкӗнсе кӗрсе каятчӗ, хутаҫпа табак йӑтса тухса стаканпа виҫсе паратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Тарӑн курӑкпа ешерекен Анаткас ҫырми тӑрӑх сӑрт хӗррине хӑпараттӑмӑр, пӗри ӳплери хуралҫӑна сӑнама тӑрса юлатчӗ, ыттисем, пӗшкӗнсе, пӑрҫа ани ӑшне кӗрсе каяттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Хуралҫӑ туйипе ҫӗре таклаттарма пӑрахрӗ те пуҫне ҫӳлелле каҫӑртрӗ, унтан шыв ҫинелле пӗшкӗнсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Пӗшкӗнсе урапа йӗри-таврашне пӑхса ҫаврӑнчӗ те курӑк хӑмӑлӗ ҫине ӳкнӗ ирхи сывлӑм ҫинче лаша йӗрӗ кайнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗшкӗнсе аллисемпе хыпашласа пӑхрӗ — шӑнкӑрч вӗлли кунтах, урасем хушшинчех.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кил хуҫи карттусне тӑхӑнчӗ, пӗшкӗнсе ҫур ывӑҫа яхӑн хӑмӑл касса илчӗ, ӑна сулахай хулӗ хушшине хӗстерсе, пучахран пӗр шит ытларах аяларахра авса пӗтӗрчӗ, вара, хӑмӑла ҫурмалла уйӑрса, кӗлте ҫыххи турӗ те ӑна каҫалӑк пуҫне ҫӗр ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ ӗнтӗ пӗшкӗнсе хӑлхине ывӑлӗн кӑкӑрӗ ҫине хучӗ, чӗри тапнине итлеме тӑчӗ, анчах ҫак самантра сарӑ хулӑн ҫӳҫӗ тусӑлнӑ, сӑнне те, тӑнне те ҫухатнӑ Тарье чупса ҫитрӗ те, ывӑлӗпе упӑшки умне тӑсӑлса ӳксе, пӗтӗм ҫын чӗрине ыраттармалла хӑрушӑ сасӑпа: — Эй, турӑ! Мӗнпе ҫырлахтараймарӑмӑр-ши сана?! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Алӑкран пӗшкӗнсе кӗчӗ те вӑл тӗлӗнсе кайрӗ — мунчара никам та ҫук, урайӗнче ҫеҫ ыраш улӑмӗ сапаланса выртать.

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах вӑл пӗр ҫынна та касса пӑрахаймарӗ, икӗ пӑлхавҫӑ ӑна пӗр харӑс сӑнӑпа ҫаклатса ҫӗре ӳкерчӗҫ, тепри пӗшкӗнсе хӗҫпе туртса ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл хӑй ват ҫын иккенне манса йӗнӗрен хӗҫ туртса кӑларчӗ, урмӑшнӑ саспа тем кӑшкӑрчӗ те лаша ҫилхи патнерех пӗшкӗнсе малалла вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Е тата пӗшкӗнсе, тем шыранӑн туса, куҫ айӗн тинкерет.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

— Мӗншӗн килнӗ эсӗ? — ман пата пӗшкӗнсе ыйтрӗ Анастасия Александровна.

Куҫарса пулӑш

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех