Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Павел аяла анчӗ те, ун ҫийӗн пӗшкӗнсе, ӑна ыталаса илчӗ, унтан: ан пӑшӑрханӑр, чунӗ — ӑшӗнчех, терӗ.10. Павел, сойдя, пал на него и, обняв его, сказал: не тревожьтесь, ибо душа его в нем.
Ап ӗҫс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫавах та Петр тупӑклӑх патне чупса кайнӑ; пӗшкӗнсе шалалла пӑхсассӑн, вӑл унта выртакан пирсене ҫеҫ курнӑ; вара мӗн пулнинчен тӗлӗнсе каялла таврӑннӑ.
Лк 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл ҫапла каласа вӗрентнӗ: ман хыҫҫӑн манран Хӑватли килет, эпӗ, пӗшкӗнсе, Унӑн ури сыррин чӗнне салтма та тивӗҫлӗ мар; 8. эпӗ сире шывпа тӗне кӗртрӗм, Вӑл сире Таса Сывлӑшпа тӗне кӗртӗ, тенӗ.
Мк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ун патнелле пӗшкӗнсе, хаяррӑн асаплантараканран кулса, вӑл ашшӗсен чӗлхипе ҫапла каланӑ: «ывӑлӑм! хӗрхенсем мана, эпӗ сана тӑхӑр уйӑх варӑмра йӑтса ҫӳрерӗм, виҫӗ ҫул кӑкӑр сӗчӗпе тӑрантартӑм, сана тутӑ усрарӑм, ҫитӗнтертӗм, вӗрентрӗм. 28. Тархаслатӑп сана, ачамҫӑм, тӳпепе ҫӗр ҫине пӑхса ил, унта мӗн пуррине курса, ҫакна йӑлтах Турӑ нимӗн ҫукран пултарнине, этем йӑхӗ те ҫапла пулса кайнине пӗлсем эсӗ. 29. Ан хӑра ҫак ҫынвӗлеренрен, хӑвӑн пиччӳсене тивӗҫлӗ пул та йышӑн вилӗме, ҫапла эпӗ Турӑ ырӑлӑхӗпе сана пиччӳсемпе пӗрле ҫӗнӗрен тупам» тенӗ.
2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫакӑн ҫинчен килес ӑру валли ҫырса хурӗҫ, вара пулас ӑрусем Ҫӳлхуҫана мухтавлӗҫ: 20-21. касмӑкрисем йынӑшнине илтесшӗн, вӗлерес ывӑлсене хӑтарасшӑн Вӑл Хӑйӗн ҫӳлти сӑваплӑ вырӑнӗнчен пӗшкӗнсе пӑхрӗ, Ҫӳлхуҫа тӳперен ҫӗр ҫине хӗрхенсе пӑхрӗ: 22-23. халӑхсемпе патшалӑхсем Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлеме пӗрле пухӑнсассӑн, вӗсем Сион ҫинче Ҫӳлхуҫа ятне, Иерусалимра Унӑн мухтавлӑхне пӗлтерччӗр терӗ.
Пс 101 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗшкӗнсе пӑхсамччӗ, ҫу сӗрнӗ ҫынну ҫине хӗрхенсе пӑхсамччӗ.
Пс 83 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вӑл, ача тӗлӗнче пӗшкӗнсе, виҫӗ хутчен ун ҫумне пӗтӗм тӑлпӑвӗпе чӑмӑртаннӑ, каллех Ҫӳлхуҫана тархасланӑ: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! ҫак ачан чунӗ каялла таврӑнтӑрччӗ! тенӗ.
3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.