Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлмесен (тĕпĕ: пӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫавна та пӗлмесен вара!

— Ну еще бы я этого не знала!

Ленӑна ҫав тери йывӑр // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Вӑл хуҫа пулнине пӗлмесен, чӑн-чӑнах та хӑраса ӳкме пулать вӗт…

Ведь если не знать, что это хозяин, можно по-настоящему испугаться…

ХLIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ҫав сывлӑмлӑ курӑка хуллен татса илме пӗлмесен, сывлӑм тумламӗ ҫулҫӑ ҫинчен кусса анать те, курӑк туни ҫумӗнчен анса кайнине курмасӑрах юлатӑн.

Когда неосторожно сорвешь листок с росинкой, то капелька скатится, как шарик светлый, и не увидишь, как проскользнет мимо стебля.

Курӑк ҫинчи сывлӑм шывӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вӑл каланӑ: «Сирӗн кӗнекӗрсем ҫине кирлӗ маррине те нумай ҫыраҫҫӗ. Ҫапла пӗрре машина таврашне нумай вӗреннӗ ҫын хулара пӗр хуҫа валли кӗрпе ҫуракан арман тума тытӑннӑ, анчах вӑл ӑна тума пӗлмесӗр пӑсса пӑрахнӑ. Эпӗ ҫыру пӗлмесен те, машинине кӑшт пӑхнипех, вӑл мӗншӗн ҫӳременнине ӑнланса илтӗм, ҫавӑнтах ӑна тӳрлетсе те ятӑм. Вӑл вара ҫӳре пуҫларӗ», — тенӗ.

Он сказал: «В книгах ваших много дурно пишут. Так-то ученый машинист построил крупорушку купцу в городе, да только испортил; а я хоть неграмотный, да как взглянул, так увидал и переладил рушку — стала работать».

Хӑй тӗллӗн авӑракан арман // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Луиза халь ун ҫинчен пит нумаях пӗлмесен те, ҫапах ӗлӗкхинчен нумайрах пӗлнӗ.

Луиза знала теперь о ней больше, чем прежде, хотя и не так много.

XXVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Караван пуҫлӑхӗсем хӑйсем хушшинче калаҫакан чӗлхене — ку вӑл араб чӗлхипе Африкӑри темле чӗлхен хутӑшӗ — пӗлмесен те, вӑл вӗсем час-часах пӗр сӑмаха — ҫак таврари чура сутакан пысӑк пасар ятне — «Казонде» сӑмаха асӑннине асӑрхарӗ.

Даже не понимая языка, на котором говорили между собой начальники каравана — то была смесь арабского с каким-то из африканских наречий, — он все же заметил, что они часто произносят название одного из важнейших невольничьих рынков этих мест.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Тӑванлашсан, Динипе иккӗш майлӑ пурӑнма пӗлмесен, тепле пӑхмалла пулать-ха ак тата Матвиеене куҫран.

Как теперь Матвею в глаза смотреть, коли породняться, да не смогут вдвоем с Диной ужиться.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Чӗлхе пӗлмесен начар ҫав… мӗн тӑвайрӑн?

— Без языка плохо… что ты сделаешь?

28 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Сӑмахран, географие пӗлмесен

Например, географию если не знать…

3 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Ӑна ҫырма пӗлмесен, пӗлекен ҫынсене ҫыртармалла.

Кто сам не умеет составлять официальные письма, может попросить помочь людей более компетентных.

10. Ҫырусем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Пӗҫерме пӗлмесен, темле лайӑх кофене те юрӑхсӑра кӑларма пулать.

То, что даже самый лучший кофе можно испортить приготовлением, знают все любители кофе.

Ӗҫмеллисем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Иккӗленмелле пулмасть, — Пирӗн ӗҫре ҫавна пӗлмесен юрамасть…

Сомневаться не стоит, — В нашем деле во всем приходится сомневаться…

IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Мӗнле те пулин сӑлтавпа (сӑмахран, ташлама пӗлмесен) ташлама тухма пултараймасан, хӑйӗн сӗтелӗ хушшине ларма сӗнет.

Если случится, что он по какой-либо причине не может принять приглашения (например, не умеет танцевать этот танец), то он просит пригласившую его даму присесть рядом с ним или за его столик.

Ташӑ каҫӗнче // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Мӗнле те пулин ыйтӑва лайӑх пӗлмесен е ӑна тӗплӗ пӗлменни ҫинчен хӑвӑнпа калаҫакана тӳррипе калаҫҫӗ.

Не чувствуя себя уверенно в каком-либо вопросе, сознаются в этом, а не пытаются строить хорошую мину при плохой игре.

3. Калаҫу культури // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫын ятне пӗлмесен те сӑпайлӑ: «Березин юлташ, ҫак гражданин (ҫак юлташ) сирӗнпе калаҫасшӑн», — теҫҫӗ.

Если не знают имени человека, вежливо говорят: «Товарищ Березин, этот гражданин (этот товарищ) хочет с вами поговорить».

3. Калаҫу культури // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Хитре пит-куҫлӑ, тӑп-тӑп кӗлеткеллӗ ҫын, ҫав тери чаплӑ тум тӑхӑннӑ пулсан та, хӑйне хӑй тытма пӗлмесен, ытти ҫынсене килӗшме пултараймасть.

Самое прекрасное и холеное лицо, безупречные пропорции тела или красивая и изящная одежда не оставят никакого впечатления, если они не соответствуют манере держаться.

2. Ҫыннӑн хӑйне хӑй тытас йӑли // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Тӗтӗмсӗр вут тухмасть, теҫҫӗ ав, ял ҫинче темле сӑмах-юмах илтес пур, сыхлана пӗлмесен, ырӑ ят кайма пултарать.

Ведь дыма без огня не бывает, тут уж гляди в оба — деревня в один миг опозорит твое честное имя.

XXVIII. Таптанми йӗр // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Ну, акӑ мӗн, сире епле килӗшӗ: эхер те тепӗр эрнерен эсир ыттисем халиччен мӗн вӗреннине пурне те пӗлмесен, эсир ыттисене хӑваласа ҫитичченех сире «пӗрресем» лартса пыратӑп.

— Ну, так вот что, как вам угодно: если чрез неделю вы не будете знать всего пройденного, я вам начну ставить единицы до тех пор, пока вы не нагоните.

Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Аҫу пӗлмесен пырӗччӗ! — терӗ Мазин йӗрӗнсе.

Как бы отец не узнал! — с презрением сказал Мазин.

26 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Пӗлсен — сана, пӗлмесен — мана, савнӑ тусӑм Майине…

Отгадаешь — тебе, не отгадаешь — мне, дойогая моя подйуга Майине…

Пӗрремӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех