Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑтти сăмах пирĕн базăра пур.
пӑтти (тĕпĕ: пӑтти) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав хушӑрах Огняновӑн ӗҫес-ҫиес апачӗ кунсерен лайӑхланса пырать: ӑшаланӑ автан киле-киле параҫҫӗ ӑна, ҫу та ҫӑмарта, сӗтпе пӗҫернӗ рис пӑтти, кукӑль тавраш, хушӑран кайӑк-кӑвакал та мулкач та пулкалать: эрехне те тӗрлӗ йышшине иле-иле килеҫҫӗ.

Между тем раненый с удивлением замечал, что с каждым днем стол его становится богаче: ему подавали жареных цыплят, масло и яйца, молочную рисовую кашу, пироги, а нередко даже диких уток и зайцев; появлялись на его столе и вина разных сортов.

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Уйрӑмах кашӑкра ют ҫын пӑтти пулсан…

— Особенно если в ложке — чужая каша…

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ирхи апата Разметновӑн ватӑ амӑшӗ Давыдова тахҫанах йӑлӑхтарнӑ, чухӑннине пула вӗтетнӗ ӑш ҫуне те кӑшт ҫеҫ янӑ шӗвӗ кӗрпе пӑтти лартса пачӗ.

На завтрак старушка мать Размётнова подала все ту же, приевшуюся Давыдову жидкую пшенную кашу, по-бедняцки лишь слегка заправленную толченым салом.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Рис пӑтти пӗҫертӗр-им?

— Вареный рис поджариваете?

II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Генералсем юратса ҫинӗскере, тен, эпӗ те юриех сире, ухмахсене, пӑтти ҫуллӑрах та тутлӑрах пултӑр тесе, хурана ярса пӗҫерсе панӑ пулӗ.

Генералы одобряли, и я, может, нарошно для навару вам, дуракам, положил ее, для скусу…

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӑтти калама ҫук тутлӑ пулнӑ.

Каша удалась на славу.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унӑн ҫӳҫне ҫумӑр йӗпетсе ҫӑтах ҫыпӑҫтарса вырттарнӑ, йӗп-йӗпе пӗчӗк сухалӗпе куҫхаршисене йӑлтах вир пӑтти ҫыпҫӑнса тулнӑ.

Волосы на обнаженной голове его были плотно прибиты дождем, в мокрой бороденке, в бровях густо торчало разваренное пшено.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗрре эпӗ, лагерьте чух, вӑл апат ҫинине сӑнарӑм: пӑтти ҫине малтан Марс ҫинчи пек шыв ҫулӗсем туса тухрӗ, унтан вӗсене чылайччен тишкерсе ларчӗ, вара тин, пӑтта, тӑваткӑл-тӑваткӑл касса, ҫие пуҫларӗ.

Когда он в лагере завтракал, я видела, что он сперва делает в каше какие-то каналы, как на Марсе, потом исследует их или ест кашу по квадратам либо кругам.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех