Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑтти сăмах пирĕн базăра пур.
пӑтти (тĕпĕ: пӑтти) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Яш-кӗрӗмсем, ятарласа пымалла; Ватти-вӗтти хуран пӑтти сыхлама; Карчӑк-кӗршӗк карсак яшки пӗҫерме!!!

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫыран хӗррипе шыв хӑяхӗпе шапа пӑтти ӳсет; шаларах ӳсекенни — ухӑ курӑкӗ, тепӗр тӗрлӗ ӑна шыв уххи теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Унтан хура-тул пӑтти пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вир пӑтти пӗҫерсе сӗтпе ҫирӗмӗр те ир тӑмалла тесе часах выртрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫул // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Аллисене хатӑррӑн ывӑткаласа, вӗсемпе хӑлаҫланкаласа, пӗрре кӑркка аҫи кӑлтӑртатнӑ пек лахӑлтатаҫҫӗ, тепре илтӗни-илтӗнми «пӑштӑн пӑтти пӗҫеркелеҫҫӗ», хутран-ситрен хире-хирӗҫле «сапӑнкаласа» та илеҫҫӗ тата ҫаксем.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Мӗн пӑтти пӗҫереҫҫӗ-ши вӗсем?

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Фельдшер куҫӗ самант ҫавракаланса, чарӑлса кайрӗ, вара вӑл, йӑплака тунката пек хытса тӑрса, янахне сиксе вӗрекен хура тулӑ пӑтти пек вӗттӗн чӗтрентерсе, чӑхлатса кулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Тутлӑ апат-ҫимӗҫшӗн кил хуҫине тав туса, тутисене ҫемҫе шурӑ хутпа кӑп-кап тӗккелесе илсе, ҫамрӑксем сӗтел хушшинчен тухрӗҫ те ҫавӑнтах пӗр-пӗринпе темӗн ҫинчен пӑшӑл пӑтти пӗҫерме пуҫларӗҫ, пӑтти пиҫсен, Павӑл, тупмалла вӑйӑри палламалла мар пытанчӑк савӑнӑҫпа ҫиҫкелесе, кӗтевлӗ куҫне амӑшӗн куҫӗ ҫине ӑшпиллӗн ӳкерчӗ:

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Полинана, темле вӑрттӑнлӑх пӗлме васкакан ӑшӑ куҫӗсене Ула Тимӗр ҫине те ырӑ сунӑмлӑн, ҫепӗҫ кулӑ витӗр ывӑткаласа, тӗрлӗ платьеллӗ хӗртантӑшӗсем кӑпӑр сӑрса илчӗҫ те унпа тем пӑшӑл пӑтти пӗҫерме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тавралӑх вӑрман ҫине каллех пӗр ҫемӗллӗн лӗс-лӗс алланакан сӑпрам, сивӗ ҫумӑрпа (ахальтен мар пуль ҫурхи ҫанталӑк ҫур ӑслӑ, кӗрхи ҫанталӑк кӗтӗк ӑслӑ, теҫҫӗ) кичем те тунсӑх пӑтти пӗҫерет.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ай-яй, мӗнлерех тӗрекленсе кайнӑ эсӗ, ҫар пӑтти килӗшнӗ пулас сана, ачам.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кунта вӗсене аш пӑтти пӗҫерсе хӑналасшӑн пулчӗҫ, анчах Микулапа Ваҫли улаха тухса курма васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тен, ҫав леш кӗрт ами Хрестукпах таҫта пӑшӑл пӑтти пӗҫерсе ларать пулӗ?

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Аслӑ чӳк, уй чӳкӗ, ҫерҫи чӳкӗ, авӑн пӑтти, авӑн сӑри…

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӑтти темскер мар-ха вӑл, ҫын унсӑрӑн та выҫӑ вилес ҫук, чӑн кӳренмелли ҫимӗк хыҫҫӑнхи тепӗр эрне кун пулса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Унта пире ӗҫлемесӗрех вир пӑтти ҫитереҫҫӗ-им? — йӗплесе илесшӗн пулчӗ Эпселем.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗлӗк витри-витрипе шултра пулӑ сӗрсе кӑларнӑ ҫӗрте халь шапа пӑтти е вӗтӗ ырашпӑтрипе шывҫи ҫеҫ виҫҫӗ-тӑваттӑ тухкалать.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслӑ хӗрӗ Кӗркке каччӑпа ҫӗр каҫиччен пӑшӑл пӑтти пӗҫерчӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Паян тулӑ пӑтти пӗҫернӗ, чей вӗретнӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

— Хура тул пӑтти.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех