Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӗпӗ кӑларнӑ чух кӑвакала апата шывпа ҫӑрса памалла мар, ку вар-хырӑм ӗҫне пӑсать.
Нарт-нарт кӑвакал // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№
14. Ӗненекенсене ҫакна астутар, вӗсене Ҫӳлхуҫа умӗнче тархасла: тавлашу ан хускатчӑр — вӑл пачах та усса пымасть, итлесе тӑракансене пӑсать ҫеҫ.
2 Тим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Турӑ сӑмахне нумайӑшӗ пӑсать, эпир ӑна пӑсмастпӑр, ку — Турӑ сӑмахӗ тесе, эпир, Христоспа пӗрлешнӗскерсем, ӑна таса чун-чӗререн, Турӑ умӗнче вӗрентетпӗр.
2 Кор 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ыттисене хӗсӗрлесе ӑсли ухмаха тухать, чӗрене парне те пӑсать.7. Притесняя других, мудрый делается глупым, и подарки портят сердце.
Еккл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫыннӑн ҫулне ӑссӑрлӑхӗ пӑсать, чӗри вара Ҫӳлхуҫана тарӑхать.3. Глупость человека извращает путь его, а сердце его негодует на Господа.
Ытар 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вара Дарий патша Вавилонра кӗнекесем упранакан ҫӗрте шыраса пӑхма хушнӑ, Миди ҫӗрӗнчи Екбатан хулинче асра тытма ҫырса пынӑ кӗнекере пӗр тӗлте ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: 24. «хӑй пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Кир Иерусалимра, сӳнмен вут-ҫулӑм ҫинче парне кӳрекен ҫӗрте, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне туса лартма хушнӑ. 25. Ҫурт ҫӳллӗшӗ утмӑл чике, сарлакӑшӗ утмӑл чике пулмалла, чутласа якатнӑ чулран тунӑ виҫӗ ҫуртран, вырӑнти йывӑҫран тунӑ пӗр ҫӗнӗ ҫуртран тӑмалла, тӑкакне Кир патша килӗнчен парса тӑмалла, 26. Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн таса савӑчӗсене — Навуходоносор Иерусалим Ҫуртӗнчен Вавилона илсе кайнӑ ылтӑн та кӗмӗл савӑтсене — каялла Иерусалимри Ҫурта тавӑрса памалла, вӗсене хӑйсен вырӑнне лартса хумалла. 27. Эпӗ тата Сирипе Финикия аслӑ пуҫлӑхне Сисинние, Сафравузана, Сирипе Финикия пуҫлӑхӗсене лартнӑ вӗсен юлташӗсене ку вырӑнтан аяккарах пулма, Зоровавеле — Ҫӳлхуҫа чурине, Иудея пуҫлӑхне — тата Иудейӑн аслӑ ҫыннисене Ҫӳлхуҫа Ҫуртне хӑйӗн вырӑнӗнчех лартнӑ чухне чӑрмантармасӑр тӑма хушрӑм. 28. Эпӗ ӑна пӗтӗмпех туса пӗтерме, тыткӑнран таврӑннӑ иудейсене Турӑ Ҫуртне пӗтӗмпех туса ҫитерме пулӑшу панине пӑхсах тӑма хушрӑм, 29. Келе-Сирипе Финикийӑна тӳлекен хырҫӑран ҫак ҫынсем валли, Зоровавель пуҫлӑх валли Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн пӑрусем, сурӑхсем, путексем туянма ҫителӗклӗ таранах парса тӑмалла. 30. Кулленхи тӑкака шута илсе, Иерусалимри священниксем каланӑ тӑрӑх, ҫулсерен яланах пӗр хирӗҫлемесӗр тулӑ, тӑвар, эрех, ҫу парса тӑмалла; 31. вӗсем ҫапла патшашӑн, унӑн ачисемшӗн Ҫӳлти Турра парне кӳме, вӗсен пурӑнӑҫӗшӗн кӗлтума пултарччӑр. 32. Ҫакна та пӗлтермелле: кам та кам эпӗ ҫырнинчен пӑрӑнать е ӑна пӑсать, ун харпӑрлӑхӗнчи пӗр йывӑҫа илмелле те ӑна ҫавӑнтан ҫакмалла, ҫав ҫын пурлӑхӗ патша пурлӑхӗ пулса тӑмалла. 33. Иерусалимри ҫак Турӑ Ҫуртне тума чӑрмантарас е ӑна усал тӑвас тесе аллине тӑснӑ кирек мӗнле патшана та, кирек мӗнле халӑха та Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ятне асӑнакан ҫӗрте пӗтерсе пӑрахтӑр. 34. Эпӗ, Дарий патша, ҫакна тӗп-тӗрӗс пурӑнӑҫлама хушатӑп».
2 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ӳт кастарман арҫынна, [саккӑрмӗш кунне] хӗрринчи ӳтне кастарманскере, ҫав чуна ӗнтӗ хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтермелле, мӗншӗн тесессӗн вӑл Манӑн халала пӑсать, тенӗ.
Пулт 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.