Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чашлакан вӗри пӑс ӑна пӗтӗмпех ҫавӑрса илет те, ҫав вӑхӑтра шывне ӑҫта сапмаллине вӑл хӑй те курмасть пулас.Горячий пар окутывал его так, что он, наверно, и сам не видел, куда лить воду.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Лашисем пылчӑклӑ, тусанлӑ, сӑмсисенчен пӑс тухать, ҫӑварлӑхӗсенчен кӑпӑк тӑкӑнать.Лошади были покрыты грязью и пылью, из ноздрей их шел пар, удила были сплошь в пене.
X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ку пӳлӗме те мрамортан тунӑ, унӑн урайӗнче шӑтӑксем пур, ҫав шӑтӑксенчен тухакан пӑс сывлӑша вӗрилентерсе тӑрать.
VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Унӑн кустӑрмин виткӗчӗ айӗнчен пӑс персе тухса пристане хупласа илет, татах, татах тухать — пӑрахут хыттӑн хашлатса ҫул ҫине валли вӑй пухать тейӗн.
«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Унтан малтанах тумламсем те пӑс пӗрхӗнсе тухаҫҫӗ, вара хулӑннӑн мӗкӗрнӗ сасӑ пуҫланать.Оттуда сначала вырываются брызги, пар, а потом уже начинается басистое гуденье.
«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Анчах упа ҫакна хирӗҫ урисемпе сулкалама пуҫланӑ, ҫӑварӗнчен сӑрӑ пӑс тухакан пуличченех хӑрӑлтатнӑ.
Гассанпа упа // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.
Ханкӑр кӳлли ҫийӗнчи курпун кӗперпе пӑс пӗлӗчӗ витӗр ыткӑна-ыткӑна чупса каҫсан Лось, унчченхи пекех, лутра колоннӑсен леш енче тусен уйӑх ҫутинчи ӗлкисене курать.
Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Хӑш-пӗр утрав ҫинче авалхи-авалхи кӑнттам пӑс машинисем халӗчченех ӗҫлеҫҫӗ.До сих пор на некоторых островах ещё работают неуклюжие, паровые машины тех времён.
Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Вулкансен ҫӑварӗсенче ҫав тери вӗри пулнӑран эпир унӑн ӑшшипе пӑс тума вӗренсе ҫитнӗ.В жерлах вулканов жар был настолько велик, что мы воспользовались им для добывания пара.
Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Унӑн хура плащӗ тата шӗвӗр калпакӗ кӳлӗ ҫийӗн шӑва-шӑва ӗренкеленеҫҫӗ, самант-самантӑн пӑс пӗлӗчӗсен хыҫӗнче ҫухалаҫҫӗ.Её чёрный плащ и острый колпачок скользили над озером, скрывались иногда за облаками пара.
Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Шалта ҫӑмӑл пӑс капламӗсем ҫӗклене-ҫӗклене сапаланаҫҫӗ.
Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Вӑл бассейна шыв ячӗ те Лосьпа Гусева — кашнине уйрӑммӑн, — ваннӑя илсе кӗчӗ; унта тӗпӗнчен пӑс ҫӑран капламланса ҫӗкленет — ҫав тери ӗшеннӗ ӳтрен кӑпӑкланакан, вӗри, ҫемҫе-ҫепӗҫ шыв перӗнни ытла та пылак.
Кану // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ку Челноков пӗччен пулнӑшӑн ҫеҫ мар, ку тата ҫак пӗтӗм ӗҫ кун ҫав тери кӗске, ҫӗр вӑрӑм пулакан ҫӗрте, вӑрман ҫӑра та салху, шурлӑхсенчен тӗрлӗ пӑс хӑпарнипе сывлӑш нӳрӗ те сиенлӗ, вӑрмансенче тискер кайӑксем вӑйлӑ та хӑраман, ҫын чунсӑр, тискер кайӑк пек ҫӑмламас пулнӑ вырӑнсенче пулса иртнинчен те килнӗ.
1. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Унӑн симӗс пальтовӗнчен ҫавӑнтах пӑс тухма тата шурлӑх курӑкӗ шӑрши кӗме пуҫларӗ.
Пьеро хӑй мулкач ҫине утланса ларса, Ухмахсен Ҫӗршывне мӗнле пырса кӗни ҫинчен каласа кӑтартать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Ҫын пул, ҫынлӑх саккунне ан пӑс.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Аялта ту патӗнче водокачкӑра пӑс кӑларса ямалли труба пӑш-пӑш тутарать, анса ҫӳремелли ҫулпа извозчик пролетки чупать, йӗри-тавра пӗр чун та ҫук.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ машина трюмӗ патӗнче, хам чашкӑ-тиркӗ таврашӗ ҫӑвакан сӗтел ҫинче ҫывӑрса выртаттӑм, эпӗ тем кӗрӗслетсе кисренсе кайнипе вӑранса кайсассӑн, палуба ҫинче шӑпахчӗ, машинӑра вӗри пӑс чашкӑратчӗ, мӑлатуксем час-часах шат та шат! тутаратчӗҫ.
VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Палубӑна тӑруках шурӑ пӗлӗт пек пӑс хупласа илчӗ, вӑл машинӑсен трюмӗнчен ҫӑран мӑкӑрланса хӑпарать, пур ҫурӑксенчен йӑсӑрланса тухать; такам куҫа курӑнманскер хӑлхана ҫурмалла кӑшкӑрать:
VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ун ҫинче шурӑ пӑс пӗлӗчӗ ҫӗкленет…И перед голодными глазами Малиши поднимается облачко белесого пара.
33 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫавӑнпа пӗрлех тата ку вӑрманӑн вӗҫӗ-хӗрри те ҫук, ҫывӑхрах хӑрушӑ йӳҫлӗхсемпе йывӑҫсен айӗнчи кӳленчӗк шывсем пур, унтах темле пысӑк та тискер чӗрчунсем пурӑнаҫҫӗ, текен хыпар сарӑлчӗ; ҫав чӑтлӑхсенче, усал сывлӑш пек, пӑс чӗтренсе тӑрать, халиччен нихҫан курман ҫӗленсем чашкӑраҫҫӗ, куҫа курӑнман сасӑсем: «Ан кил!» — тесе кӑшкӑраҫҫӗ, темле тискер тӗмсем кӗперен ярса илеҫҫӗ те вӗҫертсе ямаҫҫӗ имӗш.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.