Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑс сăмах пирĕн базăра пур.
пӑс (тĕпĕ: пӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Катмар «Илья Муромец», хӑватлӑн сывласа, пристань ҫинелле ҫӑра шурӑ пӑс кӑларнӑ, унтан, акӑш пек ярӑнса, юхӑма хирӗҫ шӑвӑннӑ.

Огромный «Илья Муромец» могучим вздохом выпустил в борт пристани густой клуб белого пара и плавно, лебедем, двинулся против течения.

XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Сӗтел ҫинче сӑмавар ларнӑ, вӑл ватӑ кушак аҫи пек мӑрланӑ, сывлӑшалла пӑс пайӑрки мӑкӑрлантарнӑ.

На столе стоял самовар, мурлыкал, как сытый кот, и выбрасывал в воздух струю пара.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Тахӑш тӗлтен хурлӑхлӑ, виле такмакӗ пек чуна ыраттаракан юрӑ аран-аран илтӗннӗ; караван ҫинче хуралҫӑсем кӑшкӑркаланӑ, пӑрахут, пӑс кӑларса, ҫиллессӗн чашӑлтатнӑ…

Откуда-то долетала еле слышная жалобная песня, унывная, как причитание; на караване перекликались сторожа, сердито шипел пароход, разводя пары…

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Мана яланах тӑшмана хирӗҫ сирӗнпе юнашар вӗҫсе ҫапӑҫнӑ пӑс туйӑнӗ.

Мне всегда будет казаться, что крыло к крылу с вами бью врага в воздухе.

30. Каллех Мускава // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ыратакан хӑлхуна чугунран тухакан вӗри пӑс патнелле тыт-ха эсӗ.

Наклонись-ка больным ухом к пару.

23. Сурансене сиплесе тӳрлетесси // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Прошка вӗри пӑс ҫинче пулӑ пек пиҫсе кайнӑ.

Прошка был обварен паром, как рыба.

VIII // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Машинист ун ҫинчен клапанран вӗри пӑс шӑхӑрса сирпӗнсе тухсан тин аса илнӗ, пӗтӗм машина корпусне йӗпе шурӑ тӗтре тулнӑ.

Машинист вспомнил о нем только тогда, когда из клапана вырвалась с оглушительным свистом струя горячего пара и наполнила всю машинную белой сырой мглой.

VIII // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Машинист, кӑмӑлӗ лайӑх чухне, Прошкӑна «свисток пама» та чарман, — мӗн тери савӑнӑҫ ачашӑн крана пӑрса уҫасси: тимӗр пӑрӑх тӑрӑх пӑс шӑхӑрса тухнӑ, пӗтӗм Першин заводӗнче вӑл кашкӑр уланӑ пек кӗрленӗ.

Машинист в хорошем расположении духа иногда позволял Прошке «отдать свисток», и мальчик был в восторге, повертывая кран, пар с хрипом бросался по железной трубке, и медный свисток гудел на весь Першинский завод своим волчьим воем.

VII // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Прошкӑна вӑл чӗрӗ те питӗ усал япала пек туйӑнать: шурӑ пӑс сирпӗнсе тухать те, пӗтӗм завод янӑраса кӑна тӑрать.

Прошке казалось, что это что-то живое и притом очень злое: вырвется белая струйка пара и загудит на весь завод, только стон пойдет…

III // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Алӑкне уҫсанах машинӑсем патӗнчен пӑс тапса тухать.

Пар из машинной так и валит, как двери отворишь!

III // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Эпӗ пӑравус пӑс кӑларса пынине куртӑм, вӑл кӑшкӑртнине те илтрӗм.

Я видел, как паровоз пар пускал и свистел.

Пристань // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Капитан ҫав кантӑрана туртсанах пӑс тухать.

Капитан как потянет верёвку, так из гудка пар пойдёт.

Эпир тапранса кайрӑмӑр // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вӑл шыва тендере тултарать иккен, кайран шывне хурана яран та шывран пӑс пулать.

Это он воду в тендер наливает, чтобы потом её в котёл напускать. Для пара.

Тендере шыв тултарни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Унтан пӑс тухать.

Из неё пар.

Пирӗн пӑравус // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Шывран тухнӑ пӑс тӳрех машина патне пырать.

От воды пар идёт прямо в машину.

Чугун ҫул мӗнле // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

— Мӗншӗн тесен пӑравус ӑшӗнче пӑс пур.

— А потому, что в паровозе пар.

Чугун ҫул мӗнле // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Ҫӗртен пӑс йӑсӑрланса хӑпарчӗ.

От земли поднимался теплый пар.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Кочегарка ҫийӗнче шурӑ пӑс вӑркӑнма тытӑнчӗ.

Белая струя пара билась в воздухе над кочегаркой.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӗри пӑс сирӗлсе кайсан, эпӗ Васька тимӗр плитасем ҫинче выртниие куртӑм.

Когда горячий пар рассеялся, я увидел Ваську лежащим на железных плитах.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Антӑхтаракан, вут пек вӗри пӑс Васькӑна ҫавӑрса илсе курӑнми турӗ, вара эпӗ вӑл хӑш вӑхӑтра ӳкнине те кураймарӑм.

Удушающий огненный пар совершенно скрыл Ваську, и я не заметил, как и когда он упал.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех