Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑртак сăмах пирĕн базăра пур.
пӑртак (тĕпĕ: пӑртак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хӑвӑр ялсемехчӗ-и вӗсем? — ыйтрӗ Изамбаев пӑртак вӑрахӑнтарах утса.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

«Яла ҫитиччен магазинсене хупӗҫ. Тантӑш патне нимсӗр пырса кӗме аван мар. Ачи-пӑчи пур тата унӑн. Кучченеҫсӗр юрамасть. Пӑртак тӑкакланма тивет», — шухӑшларӗ Изамбаев.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Сан Анюта аппуна эп килӗшмерӗм пулас, — терӗ Илюш пӑртак пӑшӑрханса.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Лариса Куславккари бухгалтерсен шкулне вӗренме кӗнӗ-мӗн, ӑна унтан: «Кӑҫал вӗренӳ занятийӗсем пирӗн патра октябрӗн 1-мӗшӗнче мар, ноябрӗн 1-мӗшӗнче пуҫланаҫҫӗ», — тесе пӗлтернӗ те, вӑл инҫе ҫула пуҫтарӑннӑ: уйӑх ҫурӑ пек ӗҫлесен те алла пӑртак укҫа лекет-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

— Эсир унтан, эпир кунтан асӑрхаттарса тӑрсан пӑртак ҫивӗчленӗ тен.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Тӑхта пӑртак, малтан ӗҫ пирки калаҫӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Вӑл ҫинҫерех кӗлеткеллӗ, вӑтам пӳллӗ каччӑ, ҫавна май хӗрарӑм халачӗ ӑна лӑп та шӑп юрарӗ темелле — хул хушши тӗлӗнче кӑна пӑртак хӗскелерӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Вутӑ тиенӗ грузовик пӑртак хӑвӑртлӑхне чакарса, чӑн та, Шӑмат ҫулӗ ҫинелле пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Вӑл аллинчи шап-шурӑ тутӑра пӑртак уҫӑ варкӑш пултӑр тесе пӗрмаях пит-куҫӗ умӗнче сулкалать.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Пӑртак канса тӑнӑ, уҫӑлнӑ хыҫҫӑн перекет кассине вӑл сулмаклӑн утса кӗчӗ, кантӑк хыҫӗнчи сӗтел хушшинче ларакан икӗ хӗрарӑма йӑл кулса кӑмӑллӑн сывлӑх сунсан чӳрече умне хӑйӗн докуменчӗсене кӑларса хучӗ:

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Пӑртак хурланса илнӗшӗн ӑна тиркеме кирлӗ мар: хӑй ҫуралса ӳснӗ тӑван яла юлашки хут вӑл вунӑ ҫул каялла килсе кайнӑ, инҫетри Ҫӗпӗр ҫӗрӗнче вара ҫирӗм ҫула яхӑн пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Калаҫар пӑртак.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Улӑхра ҫеҫ пӑртак утӑ тӗсӗ пулчӗ, Анчах ҫулса пуҫтарсан сапаланса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Унтан, пӑртак лӑплансан, чӗнтерет Мулентее — Пӗрле асап курна шӑпӑрӑҫ мучие…

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пурлака — тарҫӑна тӗкӗнмеҫҫӗ ахаль, Хуҫашӑн улпутшӑн хатӗр вилӗм амаль, Патша ҫарӗ пулсан именеҫҫӗ тапӑнма, Ҫапах та вӑрттӑн хӑрамаҫҫӗ юнама: «Вӑйсем-тӗрексем пухӑнччӑр-ха пӑртак, Пырса ҫыпӑҫ вара пирӗн ҫума салтак!»

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫӑвар типе пуҫласан Пӑртак сыпам-и?

Куҫарса пулӑш

Юрӑ умӗнхи // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Акӑ пӑртак тӑрсан полицейски килсе тухать.

Куҫарса пулӑш

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Халь ҫуркуннехи нӳрӗ пур-ха пӑртак тӑпрара.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Анӑҫ еннерех, пӗр тӗлте, пӗлӗт пӑртак ҫуталса тӑрать — ҫавӑнта ӗнтӗ халӗ кӑнтӑр чикки урлӑ ярӑнса каҫнӑ хӗвел.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Ҫисе тӑрансан, пӗр ҫемьеленсе, ҫемӗҫнӗ чӗлхисене пӑртак ирӗке ячӗҫ, пӗр авӑк кушак юмахне яркаласа ларчӗҫ, хаваллӑ кӑмӑлпа сӑмах вылятрӗҫ, ҫӑвара мӗн килнине печӗҫ, анекдотсен арчине те уҫса пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех