Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑртак сăмах пирĕн базăра пур.
пӑртак (тĕпĕ: пӑртак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр хура кӗркунне Таранов ашшӗ-амӑш килне килсен урамра ӑна Сулагаев хирӗҫ пулчӗ, яланхи пекех пӑртак хӗрӗнкӗскер, сывлӑх та сунмарӗ, куҫ айӗн сӑнсӑррӑн пӑхса илсе иртсе кайма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ҫӗр кисретсех тиркешме пӑртак тӑхтӑр-ха, малтан редакци таврашӗнчи лару-тӑрӑва ӑнланма тӑрӑшӑр, — лайӑхмарланса йӑвашшӑн хирӗҫлерӗ Таранов.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Унта эп укҫа илмелли ведомость ҫине алӑ пуснӑ чух ҫеҫ пӑртак тарланӑ», — ҫапларах та каланӑччӗ Маринэ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Икӗ-виҫӗ черккерен мала ӗҫес ҫук-ха ку пике», — шухӑшланӑччӗ вӑл, анчах лешӗ эрех тенине тиркесех каймасть иккен, ҫӳҫенерех ӗҫет пулин те черккесене ҫӑмӑллӑнах пушатать, йӳҫӗ шӗвек ҫӑвар ӑш-чикне ҫунтарнине пӑртак сивӗ шыв сыпса лӑплантарать.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Ах, мӗншӗн пӑртак васкамарӑм-ши?»

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пирӗн колхоз чапӗ вӑл! — председатель Таранова алӑ тытсах сывлӑх сунчӗ, унпа литература пирки те пӑртак сӑмахласа илчӗ, анчах хайхискер часах кил хуҫи еннелле ҫаврӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавна май поэтсене эп пӑртак кӗвӗҫетӗп, вӗсем ҫырнине пӗр сиктермесӗр тенӗ пек вулатӑп.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Халь те вӑл автобусра хӑй тӗлӗнчи чӳречене пӑртак уҫса пуҫне тулалла чалӑштарнӑ: капла уҫӑ сывлӑша кӑкӑр туллиех сывлатӑн.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗррехинче Аксанов хӑйне те шеллемен имӗш: «Ҫӗркаҫ хӑнара пултӑм, паян ман пӑртак мухмӑр пур», — тесе колхоз кассине вунӑ тенкӗ шӑнкӑрт! кӑна кӑларса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Врачсем хушмаҫҫӗ — пӗвер пӑртак уксахлать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Кофе умӗн ҫакна пӑртак сыпӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӑртак калаҫса ларӑпӑр, ӑшӑнмалӑх чей ӗҫӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Настя пӑртак типтерсӗр.

Настя немного неряха.

Килька // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/574

Пирӗн патра та ҫав пӑртак ҫав ҫутине ҫухатнӑ пулсассӑн та вӑл таврӑнӗ тесе шанса тӑратӑп эпӗ».

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Папа Барон ятлӑ йыттине те пӗрле илчӗ: лешӗ вӑрманти шӑршӑсене уйӑрма вӗрентӗр, сунара каяс умӗн пӑртак уҫӑлтӑр тесе.

Папа взял с собой еще и пса Барона, чтобы тот принюхался к лесу, подготовился к сезону охоты.

Мӑйӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/570

Пӑртак ҫитӗнсен хӑйсем тӗллӗнех пайсем илсе тырӑ вырнӑ, улӑм купалама ҫӳренӗ, ӗҫ-пуҫ вӑхӑтӗнчех тӑван ялӗнчи Илья Прохоров комбайнера тӗл пулать.

Куҫарса пулӑш

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

Пӑртак чӑрмаланӑ пекки ҫеҫ, куҫҫулӗ вара!

Куҫарса пулӑш

Шарик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/558

Эпӗ пӗр кӗтессинчен пӑртак курса юлтӑм…

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

— Тӑр-ха, шӑллӑм, пӑртак калаҫмалли пур, — тенӗ ӑна Демахин.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ҫак кубока ытла йывӑрах пулмарӗ илме, анчах пӑртак тӑрӑшмалла пулчӗ».

Куҫарса пулӑш

Пограничниксен ҫамрӑк тусӗсем - слётра // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех