Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑртак сăмах пирĕн базăра пур.
пӑртак (тĕпĕ: пӑртак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
– Сирӗн патра пӑртак ӗҫлесе пӑхма юрать-и?

– Можно я у вас немного поработаю?

Канӑҫ ҫухатрӑм // Александра Сергеевна. https://author.today/reader/191157/1617412

Хӑй шутлать: «Шыв ӗҫсе тултарӑп хырӑма пӑртак».

А сама думает: «Хоть немного заглушу голод водой».

Кил тени мӗн тени // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/386

– Эх, Галя, виҫелӗхе пӗл-ха пӑртак.

– Ой, Галенька, знай меру!

Виҫелӗхе пӗл // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/382

– Надя аппи, санӑн виҫелӗх туйӑмӗ пур пулсан пар-ха мана, тархасшӑн, пӑртак.

– Тетя Надя, если у тебя есть, поделись, пожалуйста, мерой.

Виҫелӗхе пӗл // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/382

Пӗрисене стройтрест управляющийӗ е партком секретарӗ: «Тӑхтӑр пӑртак, часах пушанатпӑр», — тесе, юнашар пӳлӗмре кӗтме сӗнчӗҫ, теприсем, пуҫлӑхсем пушӑ маррине курса, апла калаттаричченех тухса кайма васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӑртак.

Чуть-чуть.

Дискотека // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/641

Ӗҫ-пуҫ ҫапла пулса тухнишӗн кӑшт каҫару пекки те ыйтрӗ, анчах ку вӑхӑталла Мӗтри пӑртак ӑсланса ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, унӑн сӑмахне ӗненсех каймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Хӑратать пӑртак, анчах тепӗр енчен ҫитӗннӗ ҫын пулни – пысӑк телей те.

Было немного страшно, но быть взрослым – это и счастье тоже.

Кивӗ Тутайкасси // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/632

Эсир халӗ пӑртак ҫитӗнтӗр, ӑслантӑр.

Вы теперь достаточно взрослые и умные.

Укҫа // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/610

Сирӗн сассисем пӑртак расна, калаҫасса та хӑвӑр майлӑ калаҫатӑр.

У вас голос немного разный, говорите тоже по-своему.

Биркӑсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/594

— Таранов, чӗрине пӑртак лӑплантарас тенӗ пек, кӑкӑрне сӑтӑркаларӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чӗрине эмел ӗҫсе пӑртак лӑплантарсан каллех вырӑн ҫине кӗрсе выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ну, ҫавӑ пултӑр, мӗнех вара? — темшӗн пӑртак хӗрелсе илчӗ Инесса.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чашӑк-тирӗк ҫунӑ чух Таранов пӑртак лӑпланчӗ:

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавна май этемлӗхӗн историллӗ ҫул-йӗрне пӑртак чухлатӑп-тӑр.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Электрик ӗҫне те пӑртак чухлатӑп.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑш-пӗрисем ӑна пӑртак выртса канма сӗннӗ, анчах ӳсӗр ҫын хӑлхине ырӑ сӑмах хӑш енчен те пулин пырса ҫапӑнать-им?

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сулагаев хуларан килнӗ юлташӗн сӑмахне сӗтел хушшинче тӑп ларса канлӗн тӑнлама тӳсӗмлӗх ҫитереймерӗ, ура ҫине тӑнӑскер, пӳлӗмре каллӗ-маллӗ кумрӗ, хӗрлӗ кӗреҫе сухалне хӑйпӑтса илеслех кӑрт та карт турткаларӗ, типсе ларнӑ пыр шӑтӑкне йӗпетмелӗх тенӗ пек пӑртак сӑмакун сыпса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Самана пӑртак улшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пурӑна киле хайхискер пӑртак хӑюлланнӑ темелле-ши — тепӗр чух председательпе те урлӑ-пирлӗ перкелешнӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех