Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑртак сăмах пирĕн базăра пур.
пӑртак (тĕпĕ: пӑртак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кил таврашне пӑртак тирпей кӗртес тетӗп те, пулӑшакансем шыратӑп.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Пурӑнасса унпа тату пурӑнаттӑмӑрччӗ, ӗҫне те вӑл тивӗҫлипех тӑватчӗ, анчах унӑн чӗлхи пӑртак чараксӑртарахчӗ, ҫӑварӗ йӗркеллӗ хупӑнмасӑрах карӑлкалатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Вӑрман хутлӑхне кӗрсен, пӑртак сулхӑн ҫапрӗ, ҫил, таруках пусӑрӑнса, лаш пулса, майӗпен пачах ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Судпа айӑплама ҫул шучӗ пӑртак ҫеҫ ҫитмен иккен.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

— Тольюшпа Ольошка, эсир анкартинчен пӑртак кишӗр кӑкласа, сухан чӗрсе кӗрӗр-ха, — васкатрӗ вӑл шкул ҫулне ҫитмен шӗшлӗ аврисене.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Пӑртак пурччӗ пулас сире мӗн кирли.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Праски кинеми, хашкине ернӗскер, ҫакна асӑрхарӗ пулас: муттикне авринчен пӗр аллипе ярса тытса, пӑртак хал илес тенӗн, тӳрленсе тӑчӗ те упӑшкине сӑнавлӑн куҫлама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ку мучие пӑртак чунне ҫураҫтаракан лӑш та пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Тӑван кил Анукшӑн тӑвӑрланса та тӑвӑрланса, сивӗнсе те сивӗнсе пычӗ — вун ултӑ ҫул тултарсан, пӑртак вӑй пухнӑ, ҫунатти ҫирӗпленнӗ кайӑк чӗппи сулхӑн йӑваран яланлӑхах вӗҫсе тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

— Пур пӑртак йӑнкасси.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ну, пӑртак сӑмахпа хаярланам пекки турӑм, хӑтӑрса-пӑскӑрткаласа та илтӗм, паллах.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Вулаканӑн, тен, Бодров Аркадин вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑнхи кун-ҫулӗ ҫинчен те пӑртак пӗлес килӗ?

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ялта сакӑр ҫул вӗренсе свидетельство илсен, вӑл хӑйне ҫеҫ мар, ашшӗ-амӑшне те укҫа-тенкӗ енчен пӑртак та пулин «тӗкӗ парас» тесе, Шупашкарти промышленноҫ валли тракторсем туса кӑларакан завода ӗҫе вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Этем юнӗн плазмине пӑртак пӑланӑннипе те улӑштарма пулать иккен.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

«Магаев килчӗ, Бодров та кӗҫех ҫитет пулӗ-ха», — хӑйне шалтан пӑртак лӑш парса, сапӑрланса илчӗ Татьяна Николаевна.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

— Ну, кэгэбэшник, — кулкалатӑп эпӗ, — ҫи-пуҫна вара пӑртак тасатмаллах пулать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ӗҫе ӑнӑҫлӑ тӑрланӑ ятпа ӳт-пӗвӗме пӑртак лӑш парас, чун-чӗрене канӑҫлӑх кӳрес килчӗ: хулари хӑш-пӗр паллӑ вырӑнсене ҫитсе куртӑм, пур-ҫук укҫана типӗтсе ҫак хула ҫинчен асӑнмалӑх пӗр-ик алӗҫ япали туянтӑм, пасарта хӗвел ҫинче кӑвӑртнӑ пулӑпа та, ытти анӑш-тӑнӑшпа та тӑкӑнтӑм, вара «киле» таврӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ну, юрӗ, ҫӳрех эппин хӑвӑн ҫулупа, — кӑмӑлӑм пӑртак сулхӑнланнипе ним калама аптӑраса ӑшӑма пушататӑп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Халӗ манӑн чи ҫывӑх тӗллев — зала кӗрсе кута тӗкесси, вунӑ сехетчен, семинар пуҫланиччен, чӗптӗм ыйхӑ йӑкӑртса, пӑртак пуҫа кантарса илесси, унтан килен-каянсен ҫуртне вӑхӑтлӑх пурӑнма вырнаҫасси.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Самолетра пӑртак тӗлӗрсе илнӗрен-ши, мана пӗртте ыйӑх, ӗнтӗркеттерсе, суптӑркаттарса, «мӑйран кире пуканӗ ҫакса ямасть».

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех