Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑлханса (тĕпĕ: пӑлхан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сирӗнпе пулса иртекен кирек мӗнле пӑтӑрмахра та пӑлханса ӳкмелле мар, вӗсен сӑлтавне тупмалла.

В любых неудачах, которые могут приключиться с вами сейчас, важно не паниковать, а найти их причину.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Туйӑнӗ ҫеҫ, пӑлханса ан ӳкӗр!

Это только видимость, не паникуйте!

34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юлашки вӑхӑтра Мускавра пӗлнӗ хыпарсенчен чи усалли ҫакӑ пулчӗ: тӑванӗсем хӑйне хирӗҫ пӑлханса илнӗ хыҫҫӑн Саадет-Гирей Хусан ханӗпе Сахиб-Гирейпе союз тунӑ, ӑна вӑл хӑйӗн хыҫҫӑн Крымра хан пулмалли ҫын шутланатӑн тесе пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Юратнӑ шӑллӑм! — пӑлханса вуларӗ Павӑл пиччӗшӗ ун валли хӑварнӑ ҫырӑва.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Мӗн пулнӑ унта, Тимуш? — пӑлханса ыйтрӗ унран Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эп ашшӗ-ҫке-ха… — пӗтӗм чунтан пӑлханса каларӗ Иштерек.

Куҫарса пулӑш

9. Ял хӗрринчи пӳрт // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ваня, мӗне пӗлтерет ку? — пӑлханса ыйтрӗ Эльгеев Ундрицовран.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Костя Васильев, Максимовпа пӗрле нумай ҫул хушши пӗрле хура-шур курса пурӑннӑ пулсан та, юлташӗпе калаҫма сӑмах тупаймарӗ: — Сывлӑх сунатӑп, Иоаким Степанович, — терӗ, пӑлханса кайса.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗр пӑлханса, пӗр шухӑша кайса вуларӗ вӑл пиччӗшӗн ҫырӑвне:

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мӗн тӑвӑпӑр-ха ӗнтӗ, Яков Иванович? — пӑлханса ыйтрӗ Федоров.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Хӗветӗр кум, ӑнлантарса парсам, — пӑлханса ӳкрӗ Марье.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Зинаида Степановна?! пӑлханса кайрӗ Соня.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Пӗлеҫҫӗ, ҫӑвӑнаҫҫӗ, кашни шӑматкун мунча хутса кӗреҫҫӗ, — пӑлханса каларӗ Павӑл.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Марине ку сӑмахсем хыҫҫӑн ҫав тери пӑлханса ӳкрӗ, хирӗҫ пӗр сӑмах та калаймарӗ — макӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӑлханса пӑхрӗ халӑх — нимӗн те улшӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Телефонпа калаҫма кӗтсе ларакансем пӑлханса ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Пӑлханса ӳкнӗ хӗрарӑм йӗри-тавралла хӑраса пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Вӗсен тымарӗсем веҫех пӑлханса пӗтнӗ ӗнтӗ, халӑх ҫак пулӑма ӑнланса лӑпкӑ йышӑнать.

Куҫарса пулӑш

Атав ялӗнче клуб уҫрӗҫ // Елена Хлынова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 3 стр.

Сентресен айӗнче куллен кирлӗ хӑш-пӗр савӑт-сапапа пӗрле пӑшалсемпе капкӑнсем, йӗлтӗрпе танатасем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, вунӑ-вун икӗ читлӗхре кайӑксем хӑйсен ансат партийӗсене хумханса та пӑлханса кӑшкӑраҫҫӗ.

Под полками с небольшим количеством необходимой посуды висели ружья, капканы, лыжи, сетки и штук пятнадцать клеток с певчими птицами, возбужденно голосившими свои нехитрые партии.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

«Аркату пуҫламӑшӗ», чӗри тӗпӗчченех пӑлханса ӳкнӗскер, ҫинҫе куҫ харшисене ҫӗклерӗ, тӗлӗнсех кайса Нок ҫине минута яхӑн ӳпкевпе тата хатӑрлавпа пӑхса тӑчӗ.

Разрушительное начало, взбудораженное до глубины сердца, с минуту, изумленно подняв тонкие брови, смотрело на Нока с упреком и вызовом.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех