Шырав
Шырав ĕçĕ:
87. Ҫиччӗмӗш асапӗ ҫак асӑннӑ мӗнпур асапран хӑрушӑрах пулӗ: кусем — хӑйсем пурӑннӑ чухне Ҫӳлти Турӑ мухтавлӑхӗ умӗнче ҫылӑх тунӑскерсем, юлашки вӑхӑтра Унӑн умӗнче сута тӑрасскерсем — Ҫӳлти Турӑ мухтавлӑхне курсассӑн пӑлханса ӳкӗҫ, нихӑҫта кайса кӗмелле мар намӑсланӗҫ, хӑраса халран кайӗҫ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Пӗтӗм чун-чӗрем пӑлханса кайрӗ те, эпӗ хӑра-хӑрах калама пуҫларӑм та 4. Ҫӳлти Турра ҫапла каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Патша!3. И возмутился дух мой, и я начал со страхом говорить ко Всевышнему, 4. и сказал: Владыко Господи!
3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Сӑваплӑ тумтир тӑхӑннӑ священниксем ӗнтӗ, ҫӗре ӳксе, пире ҫак виҫесӗр инкекре пулӑшсамччӗ, вӑйпах кӗрекен ҫынна тытса чарсамччӗ тесе аслӑ Турра кӗлтунӑ; Турӑ Ҫурчӗ тулли уласа йӗни, куҫҫулӗпе макӑрни илтӗнсе тӑнӑ; хулара юлнисем, халиччен пулманни пулнӑ тесе, пӑлханса чупса ҫитнӗ.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Хулара юлнисенӗн те сахал мар пӑшӑрханма тивнӗ, вӗсем ӗнтӗ хирте пулса иртес ҫапӑҫу пирки пӑлханса шухӑшланӑ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫакӑн ҫинчен пӗлсессӗн, Никанор пӑлханса ӳкнӗ, нимӗнле тӗрӗсмарлӑх та туман ҫынпала иккӗшӗ хушшинче ҫирӗпленнӗ килӗшӗве татмалла пулса тухнӑшӑн пӑшӑрханнӑ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Пӑлханса кайнӑ вӑхӑтра ыттисем те шалта пытанса ларакансем ҫине сиксе ӳкнӗ, пашнесене ҫунтарма пуҫланӑ; йӗри-тавралла кӑвайт чӗртсе, хурласа калаҫакансене чӗрӗллех ҫунтарнӑ; тепӗрисем хапхасене аркатнӑ, ытти ҫара шала кӗртсе ярса хулана туртса илнӗ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ӗмӗтӗме татса пӑшӑрханмастӑп пулин те, чиртен хӑтӑлас ҫирӗп шанчӑкӑм пур пулин те, эпӗ аттемӗм тунӑ пек тӑвас терӗм: 23. аттемӗм тури ҫӗршывсенче вӑрҫӑ вӑрҫнӑ чухне хӑй хыҫҫӑн патшана кам лармаллине пӗлтерсе хунӑ, 24. вӑл ӗнтӗ мӗнле те пулин кӗтмен япала сиксе тухсассӑн е инкек-синкек ҫитсессӗн, ҫӗршыв ҫыннисем ҫӗршыва тытса пыма кама шаннине пӗлччӗр, пӑлханса ан ӳкчӗр тенӗ; 25. ку кӑна мар-ха, таврари тата хамӑр патшалӑхпа кӳршӗллӗ ҫӗршывсен пуҫлӑхӗсем вӑхӑта сӑнаса тӑнине, ӗҫ мӗнле вӗҫленессе кӗтнине асӑрхаса, эпӗ патша пулма хамӑн Антиох ывӑлӑма лартатӑп, тури патшалӑхсенче ҫӳренӗ чухне эпӗ ӑна тӑ-тӑшах сирӗн аллӑра шанса парса хӑварнӑ, сирӗнпе нумайӑшӗпе паллаштарнӑ; эпӗ ун патне уйрӑммӑн ҫырса ятӑм.
2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Малтанах палӑртса хунӑ кун вӑл ҫакна пӑхса ҫаврӑнмашкӑн Турӑ Ҫуртне кӗрсессӗн пӗтӗм хула пӑлханса ӳкнӗ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
61. Израиль халӑхӗ вӑйлах пӑлханса ӳкнӗ, мӗншӗн тесессӗн хӑйсен паттӑрлӑхне кӑтартма ӗмӗтленсе вӗсем Иудӑпа унӑн тӑванӗсем хушса хӑварнине итлемен, 62. Иосифпа Азария ӗнтӗ Израиле хӑтарма пӳрнӗ ҫынсен йӑхӗнчен пулман.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ пӑшӑрханса пытӑм, чӗрем пӑлханса ӳкрӗ; ман ҫинче Ҫӳлхуҫанӑн ҫирӗп алли пулчӗ.И шел я в огорчении, с встревоженным духом; и рука Господня была крепко на мне.
Иез 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ман ирӗкӗмпе вӗсен тӑлӑх арӑмӗсем тинӗсри хӑйӑртан та нумайрах; яш ачасен амӑшӗ ҫине тӑр-кӑнтӑрла ҫаратакана яратӑп — сасартӑках вӑл пӑлханса, сехӗрленсе ӳкӗ.
Иер 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӑлханса ӳкнӗрен нимӗн те илтместӗп, аптӑраса кайнӑран нимӗн те курмастӑп.4. Сердце мое трепещет; дрожь бьет меня; отрадная ночь моя превратилась в ужас для меня.
Ис 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӗнтӗ Ефрем чӗри тата ун халӑхӗн чӗри вӑрманта йывӑҫсем ҫилпе хумханнӑ пек пӑлханса ӳкнӗ.и всколебалось сердце его и сердце народа его, как колеблются от ветра дерева в лесу.
Ис 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Чун савнийӗм тӗнӗ витӗр тӑсрӗ те аллине, пӗтӗм ӑшӑм-чиккӗм пӑлханса кайрӗ.4. Возлюбленный мой протянул руку свою сквозь скважину, и внутренность моя взволновалась от него.
Юрӑ 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ӗнтӗ Иудифь ҫитнӗ, кӗрекере ларнӑ Олофернӑн чӗри хускалнӑ, чунӗ пӑлханса ӳкнӗ: вӑл питех те Иудифьпе ҫывӑхланасшӑн пулнӑ, мӗн курнӑранпах ӑна илӗртсе улталамалли мел шыранӑ.
Иудифь 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Чӗрем те пӑлханса кайрӗ манӑн, аслӑ ҫынсемпе пуҫлӑхсене эпӗ хытах ятласа каларӑм: эсир хӑвӑр тӑванӑрсенчен ытлашши илетӗр, терӗм.
Неем 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Чӗрӗ ывӑллӑ арӑм вара патшана ҫапла хуравланӑ: ах, хуҫамӑм! чӗрӗ ачана ҫак хӗрарӑма парӑр, ан вӗлерӗр ачана, тенӗ: мӗншӗн тесессӗн хӑйӗн ывӑлне хӗрхеннипе унӑн пӗтӗм ӑшчикӗ пӑлханса ӳкнӗ.
3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.