Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пымалла (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ещӗксене пӗр-пӗрин ҫине сывлӑш ҫӳремелӗх хушӑ хӑварса лартса пымалла.

Куҫарса пулӑш

Панулми упрама // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№

Вӗсене — вакрах халӑхсене — ҫапса аркатас вырӑнне пулӑшса пымалла тесе каласшӑн пулнӑ эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Тепри — шӑвармалли лаптӑка пысӑклатсах пымалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев тӳррӗнех ыйтрӗ: «Саккунпа килӗшӳллӗн бюллетеньсене 10 кун маларах суйлав участокӗсене илсе пымалла. Ҫав тапхӑрта полици хуралпа тивӗҫтерейӗ-и?»

Ведущий главы администрации ЧР Юрий Васильев спросил сразу: "По закону бюллетени должны быть доставлены в участки за 10 дней до голосования. Может ли полиция обеспечить охраной?"

Суйлав йӗркеллӗ ирттӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Чи малтанах пахалӑхлӑ апат ытларах янтӑламалла, ӑратлӑха лайӑхлатса пымалла, паниҫкесене тулӑх рационпа тӑрантармалла тата витесенче тивӗҫлӗ микроклимат туса хумалла.

Куҫарса пулӑш

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Мӑкланнӑ тымарлӑ тӗпсен тӗлӗсене извеҫ е кӗл сапса пымалла.

Куҫарса пулӑш

Нематодaран хaтaлмаллах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫӗнӗ вӑй илме донор-йывӑҫ патне пымалла, 10 минут ун ҫумӗнче тӑмалла.

После этого для подпитки новой энергией надо подойти к дереву-донору, постоять рядом минут 10.

Пурнӑҫ йывӑҫӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Малтан хӑват илекен йывӑҫ патне пымалла.

Сначала надо подойти к дереву, который забирает энергию.

Пурнӑҫ йывӑҫӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ӑшӑ вӑхӑтра йывӑҫ патне ҫарран, ҫӳхе тумтир тӑхӑнса пымалла – сиплев ӑнӑҫлӑрах иртӗ.

В теплое время подходите к дереву босиком, с тонкой одеждой - лечение пройдет удачней.

Пурнӑҫ йывӑҫӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Кунсӑр пуҫне вӑл – амӑшӗ тата мӑшӑр, хӗрарӑмӑн кил-хуҫалӑхра та ӗлкӗрсе пымалла.

Куҫарса пулӑш

Автанран та иртерех тӑрать // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

— Ӗлкӗрсе пымалла.

— Надо успевать.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Савӑтсене тӑпра тултарса пымалла, чечек лартма аякӗсенче шӑтӑксем тумалла.

В посуду нужно положить землю, а в боках проделывать дырки для высадки цветов.

Ҫӳлелле кармашнӑ чечексем // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Пластик савӑтсене касса ҫирӗп авӑк арматура ҫине тӑхӑнтартса пымалла, ӑшне шӑвармашкӑн шӑтӑклӑ пӑрӑх хумалла, вӗҫӗ ҫӳлте юлмалла.

Обрезая пластиковую посуду, надо продевать его на железную арматуру, внутри проложить шланг с дыркой для полива, а конец вывести вверх.

Ҫӳлелле кармашнӑ чечексем // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Извеҫлессине йӗркипе, тӗрӗслевсем ирттерсе, туса пымалла.

Куҫарса пулӑш

Тӑпрана мӗншӗн извеҫлемелле? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Унччен сусӑр пепкепе ларса курманскер малтанах шикленнӗ те: мӗнле тыткаламалла ӑна, хӑш енчен пымалла?

Раньше за больным ребенком не ухаживала, поэтому испугалась: как обращаться с ней, с какой стороны подходить.

Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Сасӑлава, паллах, паспортпа пымалла (сентябрӗн 18-мӗшӗ тӗлне 18 ҫул тултаракан ҫамрӑксем малтанхи сасӑлава хутшӑнма пултараҫҫӗ).

Куҫарса пулӑш

Н.Малов: «Кашни сасӑ пӗлтерӗшлӗ, ҫакӑ тӗрӗс ҫул-йӗр суйлама пулӑшать» // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Хам хыҫҫӑн ыттисене ертсе пымалла! Ҫак принципсем паян та Юрий Зорин пурнӑҫӗнче, ӗҫӗ-хӗлӗнче тӗпре.

Куҫарса пулӑш

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Хамӑр туса кӑларакан ял хуҫалӑх продукцийӗн производствине малалла та ӳстерсе пымалла.

Необходимо продолжать наращивать собственное производство сельхозпродукции.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Пирӗн пысӑк тухӑҫлӑ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелемелле, экономикӑн малашлӑхлӑ енӗсене аталантармалла, ӗҫ тухӑҫлӑхне тӗллевлӗн ӳстерсе пымалла тата ӑна кура – ӗҫ укҫи шайне те.

Нам необходимо создавать высокоэффективные рабочие места, развивать перспективные направления экономики, планомерно увеличивать производительность труда и, как следствие, – заработную плату.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Пирӗн критика паянхи пурнӑҫпа таччӑн ҫыхӑнса, хӑйӗн ӗҫне социализм строительствин куллен кунхи ыйтӑвӗсене пӑхӑнтарса пымалла.

Куҫарса пулӑш

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех