Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫӗсем (тĕпĕ: пуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урисем айӗнченех шӑрчӑксем сирпӗнеҫҫӗ, пуҫӗсем ҫийӗнче, юпа пек, вӗтӗ шӑна сӗрлет.

Из-под ног брызжут кузнечики, над головами вьются столбики мошкары.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Хӗрачасем, унта хыҫлӑ саксем лартса, пӗр кӗтесе пулнӑ, хӑшпӗрисем пуҫӗсем айне ҫыхӑсем хурса выртнӑ, ыттисем учительница каласа панине итлеҫҫӗ.

Школьницы отгородили там диванчиками угол, кое-кто уже улегся, подложив под голову узелок, остальные слушают учительницу.

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Часах пӳлӗме шурӑ тогӑсем тӑхӑннӑ, пуҫӗсем ҫине роза чечекӗсенчен тунӑ кӑшӑлсем тӑхӑнса икӗ хӑна кӗчӗҫ.

Гости скоро вошли в сопровождении раба, одетые в обеденные белые тоги, в венках из роз на головах.

V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Чӗннӗ ҫынсем пурте вӗтӗ ҫӑмран ҫӗлетнӗ юр пек шурӑ апатланмалли тумтирсемпе, пуҫӗсем ҫине плющран та лавртан, розӑсенчен тунӑ пуҫ кӑшӑлӗсем тӑхӑннӑ.

Все приглашенные были в обеденных одеждах из тончайшей белоснежной шерсти и в венках из плюща, лавра и роз.

V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Фракиецсем кукӑр вӗҫлӗ кӗске хӗҫсемпе, хӑйсене вӗсем тӑват кӗтеслӗ питлӗхсемпе сыхлаҫҫӗ; пуҫӗсем ҫинче пӗркенчӗксӗр пысӑк шлемсем.

Гордые фракийцы были вооружены короткими, кривыми мечами; в руках они держали небольшие квадратные щиты с выпуклой поверхностью, головы защищены шлемами без забрала.

I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Вӗсен шӑллӑ, лаптак сӑмсиллӗ ҫавра пуҫӗсем чӳрече еннелле ӑнтӑлнӑ.

Круглые головы их с плоским, зубастым клювом были повёрнуты к окошкам.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аэлита тӑна кӗчӗ, кӗрӗкне хывма пикенчӗ, анчах унӑн пӳрнисем мӑн тӳмесен кайӑкла пуҫӗсем ҫийӗн шӑваҫҫӗ.

Аэлита очнулась, стала расстёгивать шубку, но пальцы её скользили по птичьим головкам на больших пуговицах.

Ӑрӑм-сурӑм (тухату) // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Учкурсем, сарӑ питлисен ҫул пуҫӗсем, ҫар пуҫӗсенчен чи ӑсли-тӑнлине суйлаҫҫӗ те пӑхӑнтарнӑ ҫӗр-шыв пуҫне ӑна лартаҫҫӗ.

Учкуры, вожди желтолицых, избрали мудрейшего из военачальников и поставили его правителем покорённой страны.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫул пуҫӗсем вӗсене хуравлаҫҫӗ: «Эпир сире эсир тахҫанах ӗмӗтленнӗ ҫӗр-шыва ертсе килтӗмӗр, тӗпленӗр те тӑнӑҫлӑн пурӑнӑр».

Вожди говорили им: «Мы привели вас в обетованную страну, селитесь и живите мирно».

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Учкурсем тӳрем-сӑртлӑхран анаҫҫӗ те сарӑ питлӗ Шумирсен куҫса ҫӳрекен, нумай йышлӑ йӑхӗсене тапӑнаҫҫӗ, вӗсене пӑхӑнтараҫҫӗ, вӗсен хушшинче ҫар пуҫӗсем пулса тӑраҫҫӗ.

Учкуры спустились с плоскогорья и напали на многочисленные, кочевые племена желтолицых Шумиров, — покорили их, и стали среди них военачальниками.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Уру династийӗн ҫар пуҫӗсем хӑйсен ҫӗрне сарнӑҫемӗн сараҫҫӗ: хӗвел анӑҫӗнче вӗсем куҫса ҫӳрекенсене вӗлерсе пӗтереҫҫӗ, Лӑпкӑ океан хӗрринче ҫӗрпе чулран пирамидӑсем ҫӗкле-ҫӗкле лартаҫҫӗ.

Военачальники династии Уру расширили владения: на западе они истребили кочевников и на рубежах Тихого океана навалили пирамиды из земли и камней.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Земзе ҫул пуҫӗсем пуҫӗсене тӗкпе капӑрлатаҫҫӗ, хӑйсене вӑл е ку кайӑк ятне параҫҫӗ.

Вожди Земзе украшали головы перьями и давали себе имена птиц.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тинӗс хӗрринчи ханкӑрсенче пурӑнакансем те унӑн сӑнне — улла калаканскере — чул хысакӗсенче каса-каса кӑлараҫҫӗ, ҫав хушӑрах хӑш-пӗр йӑх ҫул пуҫӗсем кӗтӳҫе пуҫ ҫапакансене вӗлерни те сайра мар, мӗншӗн тесен унӑн вӗрентӗвне ӑссӑрла та хӑрушла тесе пӗтӗмлетеҫҫӗ.

Даже обитатели поморских пещер высекали в скалах изображение его, играющего на улла, но было так же, что вожди иных племён казнили смертью поклоняющихся пастуху, потому что учение его считали безумным и опасным.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫакна кура хуласен аслӑ пуҫӗсем калаҫса татӑлаҫҫӗ те кӗтӳҫе ярса тытаҫҫӗ, чакӑл ту ҫине сӗтӗрсе каяҫҫӗ, кӳлле пӑрахаҫҫӗ.

Тогда старшины городов, сговорившись, взяли пастуха, повели на скалу и бросили его в озеро.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Шкапсенчен, сентресенчен, библиотекӑсен тӗттӗм кӗтесӗсенчен ӑсчах марсиансен пӗркеленчӗк, кукша пуҫӗсем чул куҫсемпе тинкерсе пӑхаҫҫӗ.

Со шкафов, с полок, из тёмных углов библиотеки глядели каменными глазами морщинистые, лысые головы учёных марсиан.

Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Анчах вӗсене хӑйсен пуҫӗсем ҫине тӑхӑнса янӑ михӗсем кансӗрлеҫҫӗ.

Но им мешали мешки на головах.

Буратино ҫине вӑрӑ-хурахсем тапӑнаҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Унӑн хыҫҫӑн иккӗн ӑна хӑваласа пыраҫҫӗ, хӑйсем пуҫӗсем ҫине михӗсем тӑхӑнса янӑ, куҫӗсем валли касса шӑтӑк хӑварнӑ.

Его догоняли двое — на головах у них были надеты мешки с прорезанными дырками для глаз.

Буратино ҫине вӑрӑ-хурахсем тапӑнаҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Мастерсен пуҫӗсем тӗлӗнче ҫунтарнӑ махоркӑн кӑвак тӗтӗмӗ явӑнса тӑрать, олифа, лак тата пӑсӑлнӑ ҫӑмарта шӑрши кӗрет.

Над головами мастеров простерта сизая пелена сожженной махорки, стоит густой запах олифы, лака, тухлых яиц.

XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Сидоров та пирӗн хыҫҫӑн утса темскер кӑшкӑрса пыратчӗ, чӳречесенчен тӗрлӗ ҫынсен пуҫӗсем курӑнса карӗҫ; канлӗн пирус туртса, Королева Маргон амӑшӗ пӑхатчӗ.

Сидоров шёл за нами и тоже что-то кричал, из окон высунулись головы разных людей; спокойно покуривая, смотрела мать Королевы Марго.

X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ҫырма тӗлӗнче, куршанаксем хушшинче, шакӑлчисем кӑшкӑраҫҫӗ, сӳсленнӗ, кӑвак тӗслӗ шултра хытӑ курӑк ӑшӗнче эпӗ вӑр-вар тапранкалакан кайӑк пуҫӗсем ҫинче хӗрлӗ калпаксем куратӑп.

На дне, в репьях, кричат щеглята, я вижу в серых отрепьях бурьяна алые чепчики на бойких головках птиц.

VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех