Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫӗсем (тĕпĕ: пуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Камай князь, Хусантан тин ҫеҫ килсе ҫитнӗскер, тутарсен вӑрҫӑ планне те лайӑх пӗлет, аслӑ княҫа вӑл хулара миҫе пин воин тӑнине тата крепость тулашӗнче ҫӳрекен утлӑ ҫарсен йышӗ мӗн чухлӗ пулнине, вӗсене мӗнле ҫар пуҫӗсем ертсе пынине каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗнле чухламаҫҫӗ-ха ҫавна манӑн ҫар пуҫӗсем?

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗҫ ҫав тери хӑвӑрт пулса иртнӗрен-тӗр, ҫар пуҫӗсем хӑйсене утланма хатӗрленнӗ урхамахӗсем кӗтмен ҫӗртен вӗҫерӗнсе тарнӑран тӑна кӗрсе ҫитеймен ҫынсем пекех тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫар пуҫӗсем Семен Иванович Микулинские «урра» йӑтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепӗр кунне ҫар пуҫӗсем ҫакна курчӗҫ: Адашев кунта патша сӑмахне ҫитерме ҫеҫ килмен, вӑл мӗн пур ӗҫе йӗркелесе яма, ертсе пыма, Хусанта вырӑссене кирлӗ пек улшӑну тума килнӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫар пуҫӗсем пӗлчӗҫ: вӗсем хушшинче Хусан хулин пулас воеводи ларать.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав каҫах воевода палатинче ҫар пуҫӗсем «аслӑ князь каласа янӑ сӑмаха» итлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мухтав унӑн казначейне Алексей Адашева! — кӑшкӑрчӗҫ савӑннӑ ҫар пуҫӗсем.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вара ҫӗнӗ хулари ҫар пуҫӗсем Шигалейпе тата Хусан хулипе мӗн тумаллине пӗлӗччӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Турпаспа пӗрене пуҫӗсем пирӗн унта сахалтан та виҫ-тӑват лавлӑх.

Их там воза три-четыре будет, не меньше.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Лешӗ ӗнтӗ кок-сагыз ҫинчен калаҫма чарӑннӑ, вир пирки ӳпкелешет — вӑл та вӑйлӑ пулман, шӑтасса та начар шӑтнӑ, пуҫӗсем те вӗтӗ тухнӑ, вутпуҫҫи те ернӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗр ҫухрӑмра, сӑртлӑ вырӑнта, ҫурлапа выракансен пуҫӗсем мӗкӗлтетни курӑнать.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ывӑлӗсене хан каялла илсе пыма хушмарӗ — вӗсен тем тесен те Крымра е Турцире ӳсмелле, унта пурӑнса чаплӑ ҫар пуҫӗсем пулса ҫитӗнмелле.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗншӗн-ха Хусан ханӗсем вӑрҫӑсенче час-часах ҫар пуҫӗсем пулма вӗҫкӗн те айван ҫынсене лартаҫҫӗ?

Куҫарса пулӑш

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӑлхарсен пуҫӗсем касӑлчӗҫ, ҫамрӑк хӗрсене чура туса илсе кайрӗҫ, пӗчӗк ачасене вӗлерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1236 ҫ. Пӑлхар шӑпи камра? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Хӑйсен ҫӗрӗ ҫинчи хула православи патши аллине куҫнине курса ту енчи ҫынсем пӗрин хыҫҫӑн тепри патшапа ҫар пуҫӗсем патне пыраҫҫӗ, тархасласа пуҫ ҫапаҫҫӗ: патша вӗсене хӗрхентӗр, ҫилленме пӑрахтӑр, Сӗве хули патне пуҫтарӑнма хуштӑр, хирӗҫ тухса ҫапӑҫма чартӑр.

Куҫарса пулӑш

Сӗве Атӑла Юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнеке // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав вӑхӑтрах ылтӑн ҫивӗтлӗ вир пуҫӗсем те хуллен-хуллен тайӑлаҫҫӗ — ахӑртнех, килнӗ хӑнасене хапӑллаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Купӑста пуҫӗсем пӗчӗк ҫӑмха пек ҫеҫ лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пуҫӗсем те тӗрӗс-тӗкелех, ҫемйисем те савӑнӗҫ, кӗтсе илӗҫ тӑванӗсене вӑрҫӑ пӗтсен, — текелесе чӗлӗм чӗртсе ячӗ Карпов.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Унӑн икӗ чӑматанӗ ун хыҫӗнчи кӗре йӑтуҫӑсен пуҫӗсем ҫинче ишсе пыраҫҫӗ.

Ее два чемодана плыли за ней на головах смуглых носильщиков.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех