Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫпа (тĕпĕ: пуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл йӗри-тавра пӑхса илчӗ те, ӳсӗр пуҫпа ӑҫта килсе ҫакланнине тавҫӑрса, хӑйне тата анчахрах пулса иртнӗ инкек ҫине чӑтма ҫук тарӑхса кайрӗ.

Он огляделся, — сообразил, куда попал пьяным невзначаем, и затрясся от злости на самого себя, на случившееся.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пантелей Прокофьевич, хӗрӗнкӗ пуҫпа, ҫав тери мӗскӗнленсе тархаслама тытӑнчӗ те хӑти ҫавӑнтах ӑна пӳлсе хучӗ:

Пантелей Прокофьевич просил с размашистой пьяной униженностью, сват перебил его:

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав вӑхӑтран Степанида пуҫпа аптӑрама, арпашма тытӑннӑ — кашни ачанах Ванюк вырӑнне хунӑ.

С той поры и впала Степанида в головную болезнь — всех детей за Ванечку принимала.

Вавилӑпа ыттисем // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Салтакра чухне Сашка (Богучар енчи ҫын пулнӑ вӑл) ӳсӗр пуҫпа эрех вырӑнне кӗленче тутинчен питӗ хаяр крепки водки янклаттарнӑ та, ҫунтаракан япала, унӑн аялти тутине янахӗ ҫумнех тавӑрса какӑртса лартнӑ.

Под пьянку в солдатчину (родом Сашка был из богучарских москалей) вместо простой водки хватил он из косухи «царской водки»: огненная струйка и пришила ему нижнюю губу к подбородку.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Юрать-ха, телей пулчӗ, пуҫпа тимӗр ҫеклӗ ҫине пырса тӑрӑнмарӑм.

Счастье, что не ударилась головою об железный крюк.

IV. Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ-тӗр хӗрӗнкӗ пуҫпа?

Чего не выдумают навеселе!

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Шухӑшӑрпа тавҫӑрса илӗр, карасне илсе кӗрсенех — пӗтӗм пӳлӗме шӑршӑ сарӑлать, вӑл мӗн тери ырӑ шӑршӑ иккенне пуҫпа та шухӑшласа кӑлараймӑн: тап-таса, куҫҫуль пек, е хӑлха алкине эрешленӗ хаклӑ йышши хрусталь пек.

Представьте себе, что как внесешь сот — дух пойдет по всей комнате, вообразить нельзя какой: чист, как слеза или хрусталь дорогой, что бывает в серьгах.

Умӗнхи сӑмах // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Разведчиксене мӗнле каймалли йӗркене ӑнлантарса парсан, тата хӑйӗн заместителӗ пулма Аниканова уйӑрни ҫинчен пӗлтернӗ хыҫҫӑн, Травкин траншейӑра юлакан офицерсене ним чӗнмесӗр пуҫпа сулнӑ та, бруствер урлӑ каҫса, пӗр сас-чӳсӗр ҫыран хӗрринелле шутарнӑ.

Объяснив разведчикам порядок движения и сообщив им, что заместителем своим он назначает Аниканова, Травкин молча кивнул остающимся в траншее офицерам, перелез через бруствер и бесшумно двинулся к берегу реки.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Анчах унта хӑв арӑмна шырама мӗнле пуҫпа пырса кӗретӗн?

Но это глупо приехать спрашивать.

XX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

— Эпӗ финанс пайӗшӗн хам пуҫпа ответлетӗп пулсан, ҫав справка ҫине алӑ пусма пултараймастӑп, — терӗ Тимошин, сӗтел ҫине тӑрӑшсах цифра хыҫҫӑн цифра ҫырса.

— Такую справку я, как отвечающий головой за финансовую часть, подписать не смогу, — сказал Тимошин, старательно выводя на столе цифру за цифрой.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Эсӗ мӗн мана ун пек кӑтартатӑн! — ӳсӗр пуҫпа ҫухӑрса ячӗ Чернявкин.

— Ты мне что ее показываешь? — пьяно заорал Чернявкин.

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пуҫпа шухӑшлакаласа пӑхас пулать.

— Головой надо подумать!

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пуҫпа шутласа ӑнланас пулать ӑна.

Это надо понимать головой.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Мӗншӗн тесен, — тет Яша пичче, — пурте ирӗклӗн иртнӗ ҫӗрте, эпӗ, хамӑн вӑрӑм пӗвӗме пула, пӑрӑнса кайнӑ чух кашнинчех пуҫпа чул тӗреклӗхне тӗрӗслетӗп.

— Да очень просто, — отвечал дядя Яша, — там, где все проходят вполне свободно, я через мой выдающийся рост на каждом повороте определяю собственной головой прочность камня.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ман ҫав йӑнӑшшӑн хамӑн пуҫпа ответ тытма тивет.

И я отвечаю за это своей собственной головой.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫырса хурар: сакӑр хут перӗнтӗм, кашнинчех ҫак вырӑнтах, пуҫпа.

Отметим: восьмой раз и тем же местом.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Акӑ, эпӗ хам казак пулма, Лукашка пулма, лаша кӗтӗвӗсене ҫаратма, чихирь кӳпсе тултарма, юрӑсем шӑрантарма, ҫынсене вӗлерме тата ӳсӗр пуҫпа, эпӗ хам кам-ха тата мӗн-ха тесе шутласа тӑмасӑр, хӗр патне ҫӗр каҫма чӳречерен кӗме пултарсанччӗ!

Вот ежели бы я мог сделаться казаком, Лукашкой, красть табуны, напиваться чихирю, заливаться песнями, убивать людей и пьяным влезать к ней в окно на ночку, без мысли о том, кто я? и зачем я?

XXXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Тӗтреленнӗ пуҫпа, шавласа янлакан хӑлхапалан, хыттӑн ҫыпӑҫса ларчӗ сасартӑк Ромашов шӑлӗсемпе ҫак чӗрӗ, пиҫӗ, чӑлха витӗр пулнӑран, сиввӗн туйӑнакан ӳт ҫумне.

С отуманенной головой, с шумом в ушах, Ромашов вдруг крепко прижался зубами к этому живому, упругому, холодному, сквозь чулок, телу.

XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Пуҫпа ӗҫлени ӗненӳпе килӗшсе пырсан, яланах турра тивӗҫлӗ ҫимӗҫ парать.

Умственность, воспринимаемая с верой, дает плоды, богу угодные.

I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Кунта пӗлни те кирлӗ пулнӑ вӗт, — старик ҫапла хӑйне чылайччен мухтаса ларчӗ, — тарпа, юнпа, анчах пуринчен ытларах, ӑспа, пуҫпа тупаттӑм вӑл мула, — тесе пӗтерчӗ вӑл хӑй сӑмахне; вара хӑй малтан ҫакӑн пек инкеке тӳссе ирттерме йывӑр пулни, уншӑн Катя та куляннӑ пулсан, вӑл ҫакӑнпа ухмаха тухма пултарни, анчах Катя пӗтнӗ пурлӑха хӑй шеллеменнисӗр пуҫне тата ӑна та лӑпланма ӳкӗтлени ҫинчен тата тепӗр хут каласа пачӗ.

И уменье какое нужно было, — старик долго рассуждал в этом самопохвальном тоне, — потом и кровью, а главное, умом было нажито, — заключил он и повторил в заключение предисловие, что такой удар тяжело перенести и что если б еще да Катя этим убивалась, то он бы, кажется, с ума сошел, но что Катя не только сама не жалеет, а еще и его, старика, поддерживает.

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех