Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пушара (тĕпĕ: пушар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Революципе парти ӑна пӗр пушартан тепӗр пушара кӗрте-кӗрте янӑ.

Бросали его революция и партия из одного пожара в другой.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пушара сӳнтернӗ, хӑшпӗр тӗлте ҫеҫ тӗтӗм тухни курӑнкалать.

Огонь потушен, и только кое-где подымается дымок.

Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.

Пысӑк пушара стакансемпе шыв ҫӗклесе сӳнтерме хӑтланаҫҫӗ.

Большой пожар пытались затушить, поднося воду в стаканах.

LVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пушара каймастпӑр!

Не на пожар едем!

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пушара сӳнтерме пултартӑмӑр — шыва та ҫӗнтерӗпӗр.

С огнем справились — и воду одолеем.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫӗр айӗнчи пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн самайлансан, Володьӑпа ытти пионерсем задани илнӗ: вӗсене ҫапӑҫу пыракан постсенчи партизансене апат, патронсем леҫме, пулеметсен дискӗсене улӑштарма хушнӑ.

Оправившийся Володя вместе с другими пионерами после ликвидации пожара под землей получил задание: разносить на боевые посты еду, а потом снабжать партизан патронами, менять диски пулеметов.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫумӑр пушара сӳнтернӗ, унта-кунта кӑна ҫурт тӑрри айӗсене, чӳречесем витӗр вут ялкӑшни палӑркалать те, тӗттӗм хула тӗллӗн-тӗллӗн хӗрелсе ҫуталса каять…

Дождь погасил пожар; только там и сям еще рдели притаившиеся под крышами огоньки, меча сквозь окна красноватые снопы света на потемневший город…

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пушара пичке турттарма ман йышши ҫынсене ямаҫҫӗ…

— На пожар таких, как я, с бочками не посылают…

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пушара васкатӑн-им? — илтрӗ кӗтмен ҫӗртен арӑмӗн сассине.

— На пожар торопишься, что ли? — неожиданно услышал он голос супруги.

Ванчӑк чӳрече // Денис Гордеев. «Халӑх шкулӗ – Народная школа» №5/2019 стр. 56-60

Ӑшӑ вырӑн ҫинче ачашланса выртас йали ҫук: сиксе тӑрать те («Пушара васкатӑн-им?» — тесе миҫе ятламан арӑмӗ) хӑпӑл-хапӑл тумланса малти пӳлӗме тухать.

Не привык нежиться в теплой постели: вскакивает как на пожар, наспех накинув одежду, выходит в коридор: сколько бы жена не выговаривала ему за это, толку нет.

Ванчӑк чӳрече // Денис Гордеев. «Халӑх шкулӗ – Народная школа» №5/2019 стр. 56-60

Хӑнӑхнӑ-и эсӗ ҫакӑн пек чухне — пӑр кайнине, шыв тулнине, пӑрлӑ ҫумӑр ҫунине, вӑрманти вӑйлӑ ҫил-тӑвӑла е ялти пушара курмасӑр ирттерсе яма?»

Разве это в твоих привычках — пропускать такие события, как ледоход или половодье, дождь с градом или первый снег, бурелом в лесу или пожар в селе!»

5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пушара хирӗҫ кӗрешмелли меслетсем: ҫурт шилӗкӗсемпе ытти йывӑҫ пайсене сӑрласси пирки.

— Противопожарное мероприятие: окраска чердаков и других деревянных верхних частей строений.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хисеплӗ район ҫыннисем, республикӑра, ҫавӑн пекех пирӗн районта та ятарлӑ пушара хирӗҫле режим ҫирӗплетнине асра тытӑр.

Куҫарса пулӑш

Типӗ курӑка чӗртни кил-ҫуртсӑр та хӑварать // Пирӗн пурнӑҫ. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

Район территорийӗнче вара апрелӗн 24-мӗшӗнчен тытӑнса кун пек ятарлӑ пушара хирӗҫле режим туса хунӑ, ӑна район администрацийӗн пуҫлӑхӗн А.Башкировӑн кӑҫалхи апрелӗн 22-мӗшӗнчи 205 номерлӗ хушӑвӗпе ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ курӑка чӗртни кил-ҫуртсӑр та хӑварать // Пирӗн пурнӑҫ. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн председатель тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пыракан С.Енилинан апрелӗн 19-мӗшӗнчи 117 номерлӗ йышӑнӑвӗпе республика территорийӗнче майӑн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ятарлӑ пушара хирӗҫле режим ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ курӑка чӗртни кил-ҫуртсӑр та хӑварать // Пирӗн пурнӑҫ. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

Ан манӑр: пушара сӳнтерме мар, асӑрхаттарма тата сыхӑ пулсан инкекрен пӑрӑнма ҫӑмӑлрах!

Куҫарса пулӑш

Типӗ курӑка чӗртни кил-ҫуртсӑр та хӑварать // Пирӗн пурнӑҫ. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

Салтак пек тӳрӗ тӑракан хӗрачасемпе арҫын ачасем пушара хирӗҫ хастар кӗрешме, ыттисене хӑрушсӑрлӑх правилисене вӗрентме, ҫынсене хӳтӗлеме тантӑшӗсен умӗнче тупа турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кирек хӑҫан та пулӑшма хатӗр // Нина Царыгина. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсен, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен депутачӗсен тата ял старостисен кунпа пӗрлех ҫывӑх вӑхӑтрах граждансен пухӑвӗсенче ҫуркуннехи-ҫуллахи тапӑхрта пушар тухасран асӑрхаттарас, кӑнтӑрла та, каҫпа та ял ҫыннисенчен хурал тӑрассине йӗркелес, пӗвесем патне пыракан ҫулсене тирпейлӗ пӑхса тӑрас ыйтусене пӑхса тухмалла, пушара хирӗҫ кӗрешекен служба ӗҫченӗсемпе пӗрле ӗҫ коллективӗсенче, граждансем хушшинче типӗ курӑкпа ҫӳп-ҫапа ҫунтарма, кӑвайтсем чӗртме юраманни пирки калаҫусем ирттермелле, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине пӑхӑнманнисенчен ҫирӗп ыйтмалла, халӑха ялсене санитарипе экологи тӗлӗшӗнчен тасатса тирпей-илем кӗртмелли мероприятисене активлӑ явӑҫтармалла, апрелӗн 26-мӗшӗнчен тытӑнса майӑн 6-мӗшӗччен урамсемпе картишсене, парксене, масарсене, ҫул хӗррисене ҫӳп-ҫапран тасатас, чечексемпе йывӑҫ-тӗм лартас, Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑксене, обелисксемпе стеллӑсене йӗркене кӗртес тӗллевпе вунӑ кунлӑх йӗркелемелле, ял тӑрӑхӗсен гербӗсемпе ялавӗсене хатӗрлесе йышӑнассине вӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30

Алексей Горшков вилӗмрен хӑрамасӑр пушара сӳнтерме ыткӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Орден-медальне ҫакса ҫӳреместчӗ // Роза Скворцова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Пушарнӑйсем оперативлӑ майпа ӗҫлени пушара хӑвӑрт сӳнтерме май панӑ.

Куҫарса пулӑш

Мисчӗре катастрофа пулнӑранпа — 20 ҫул // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/12354.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех