Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пултарайман (тĕпĕ: пултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ну, сэр, ӑнлантарса парӑр-ха, мӗншӗн эсӗр сӑмахлама пултарайман чӗрчуна ҫав тери асаплантаратӑр?

— Ну, сударь, для чего вам понадобилось мучить бедное животное?

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах вӑл, ачасем мӗн хӑтланине пӗлме тӑрӑшнӑ пулсан та, вӗсен ашкӑнӑвӗсем ҫине темӗнле сӑнаса пӑхсан та, ҫак айванла вӑйӑра нимӗн те ӑнланма пултарайман.

Он довольно долго смотрел на представление, прежде чем внести в него некоторую долю разнообразия.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эпир сутӑнчӑксене тӳсме пултарайман.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Вӗсем пурте ҫӗнӗ правилӑсемпе диктант ҫырма епле ансат иккенни ҫинчен кӗрлерӗҫ: ӗлӗкхи правилӑсене урокра епле тӑрӑшса вӗренсен те тӗрӗс диктант ҫырма пултарайман; ҫӗнӗ правилӑсемпе вӗренме ансат, тӑрӑшмасӑрах, вылямаллах вӗренеҫҫӗ, диктант тӗрӗс ҫыраҫҫӗ.

Они все шумели о том, как просто с новыми правилами писать диктант: как ни старались на уроках выучить старые правила не могли правильно написать диктант; с новыми правилами учиться легко, без старания, играючи научаться, диктант правильно напишут.

Тӳнтерле орфографи пирки тӳр сӑмах // Л.Е. Андреев-Лесник. https://chuvash.org/content/4820-%D0%A2% ... D1%85.html

Ҫапла вара А.Тарасов пьесипе В.Яковлев режиссер лартнӑ «Туя туй пек тӑвар-и?» спектакль Хусанта та аншлагпа иртнине ҫирӗплетсех калама пултаратпӑр, тепӗр тесен, урӑхла пулма та пултарайман.

Вот так можно уверенно сказать, что спектакль "Свадьбу как свадьбу сыграем?" поставленный режиссером В.Яковлевым по пьесе А.Тарасова и в Казани прошел с аншлагом, с другой стороны, иначе и быть не могло.

Хусанта та аншлаг // Ирина Кузьмина. http://suvargazeta.ru/news/tema-dnya/khu ... ta-anshlag

Астӑватӑр пуль, чӑваш сӑмахӗсем авалхи пурнӑҫра ытти чӗлхесене питӗ нумай кӗнӗ тесе ҫырнӑ «Воскресение шумеров» кӗнекен авторне — Геннадий Егорова чылайӑшӗ шанмарӗ: тӗрӗс мар ҫырать, чӑваш сӑмахӗсем ытти чӗлхесене кӗме пултарайман, нумай япалана вӑл «ученый» мар пуҫӗпе шухӑшласа кӑларнӑ, терӗҫ.

Наверное, помните, автора книги "Воскресение шумеров", который писал, что чувашские слова в древней жизни очень много вошли в другие языки — многие не доверяли Геннадию Егорову: не правильно пишет, чувашские слова не могли входит в другие языки, сказали, многие вещи он придумал не головой "ученого".

Чӑваш сӑмахӗсем ытти чӗлхесенче ма нумай? // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4803-%D0%A7% ... C%D0%B0%D0

Кивелнӗ тавар туса кӑларни тупӑшлӑ пулма пултарайман тата ҫӗнӗ йышши таварсене кӑлармасӑр тӑма май ҫук условисем йӗркеленеҫҫӗ.

Создаются условия, когда производить устаревшую продукцию и не осваивать новую становится просто невыгодно.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Ӑна ырма пӗлмесӗр: «тӗнче шайӗнче» ҫырать, «никампа танлаштармалла мар тарӑн сухалать», «вилӗмсӗр ҫӗнуҫавсем тӑвать» тесе чыслакан холопсем шухӑша та илме пултарайман пуль часах ҫӗнӗ хуҫа ячӗпе мухтав юрри шӑрантармалли вӑхӑт ҫитессе.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Ҫав самантсенче унра яланах хамшӑн кӑсӑк енсем-пулӑмсем асӑрханӑ ҫеҫ мар, час-часах ниепле те пуҫа шӑнӑҫма пултарайман мыскаралла япаласем курса шалтах тӗлӗнни асӑмран тухмасть.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

«Нивушлӗ пӗр енне те пулин чӑвашла ҫырма пултарайман?

Куҫарса пулӑш

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

Шел те, ҫав вӑхӑтра вӗсене тӗрлӗ сӑлтава пула халӑхӑн пысӑк пайӗ пачах итлеме пултарайман.

Куҫарса пулӑш

Республика чапне ҫӗклекен коллектив // Хыпар. «Хыпар», 2013.04.02

ПК комитечӗн председателӗ Петр Краснов хайхи воспитательсене пырса тивекен ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарнӑ май ҫак ӗҫе кӳлӗнекенсен тивӗҫлӗ программа пулмалли ҫинчен каларӗ, ҫавӑн пекех воспитатель пулма пултарайман ҫынсен категорийӗсене ҫирӗплетнӗ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Чечняна тухса кайиччен предпринимательсем кунашкалли пирки ӗмӗтленме те пултарайман.

До выезда предпринимателей в Чечню о таком даже и не мечтали.

Прокат Грознӑя та илсе ҫитерет // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ҫак юхӑмра, паллах, ӑслӑ та хутла чылай вӗреннӗ Илларион Титович аякра тӑма пултарайман.

В этом движении, умный и достаточно образованный Илларион Титович не мог стоять в сторонке.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Эпӗ ҫырма та, ӳкерчӗксем тума та юрататӑп, — терӗ виҫҫӗмӗш класс ачи ҫитӗннисен ӑс-тӑнне кӗме пултарайман кӑмӑл-туйӑмӗпе.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Кунсӑр пуҫне ҫак теори наукӑри тӗлӗнтермӗшсене, «пулма пултарайман» япаласене ӑнланма пулӑшать имӗш.

Будто бы, это теория, кроме этого, должна объяснить странности, "небылицы" в науке.

Хӳме витӗр тухма пултаракан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

- шӑрпӑкпа зажигалкӑсене ачасем илме пултарайман вырӑнсенче упрамалла; - электричество е газ приборӗсемпе аслисемсӗр усӑ курма юрамасть; - хӑвӑрт тивсе илме пултаракан япаласем (ацетон, бензин, спирт тата ытти те) те ачасем илеймен вырӑнта пулмалла; - хлопушкӑсемпе, ҫуртасемпе те аслисемпе ҫеҫ усӑ курмаллине асра тытмалла.

- спички, зажигалки нужно хранить в недоступном для детей месте; - без взрослых нельзя пользоваться электрическими и газовыми приборами; - легковоспламеняющиеся жидкости (ацетон. бензин, спирт и т.д.) должны быть в недоступном для детей месте; - нужно помнить, что хлопушками, свечами тоже пользоваться только со взрослыми вместе.

Пурнӑҫ - чи хакли // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.05

Тӳлевсӗр путевкӑсемпе тӑлӑхсене (вӗрентӳ уйрӑмӗсем урлӑ), патшалӑх хӳтлӗхӗ кирлӗ ачасене (социаллӑ хӳтлӗх уйрӑмӗ) путевкӑн тулли хакне тӳлеме пултарайман организацисенче ӗҫлекен ашшӗ-амӑшӗсен ачисене (РФ ФСС Тутарстанри филиалӗ урлӑ) тивӗҫтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсен ярӑмӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

«Чӑвашкино» та ҫав пулӑмран аякра тӑма пултарайман ӗнтӗ.

И "Чувашкино" не мог, конечно, оставаться в стороне.

Малтанхи чӑваш фильмӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Ун ҫинчен эпӗ шухӑшлама та пултарайман.

Про него я и думать не мог.

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех