Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пуҫне хулпуҫҫийӗ ҫине тайнӑ, сылтӑм аллине — пистолет, сулахай аллине халь ҫутман пӗчӗкҫӗ электричество хунарӗ тытнӑ Кларк крыльца ҫинче пӗр хускалмасӑр тӑчӗ, шухӑшӗпе вара тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр: ҫӗмӗрӗлчӗк пукансем, ҫӗрме пуҫланӑ карҫинккасем, хура бутылкӑсем, ҫурӑлнӑ чӳлмексем лартса тултарнӑ коридор тӑрӑх ҫӳрерӗ.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӗсем пушӑ пукансем ҫине ларчӗҫ те эрех, сӑра, кӑштах апат-ҫимӗҫ пама ыйтрӗҫ.Они сели за свободный столик, заказали водки, пива, закуску.
8 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пукансем ҫине хурса тухнӑ тумтир, шпага тата шлепке еннелле пӑхкаласа, — эпӗ пӳлӗм тӑрӑх ҫӳрерӗм, тухса кайма шут тытнӑччӗ ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтра ман патӑма саламлас шутпа Грап старик хӑйӗн ывӑлӗпе Илинькӑпа пӗрле килсе кӗчӗ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пур ҫӗрте те кавирсем, картинӑсем, чӳрече каррисем, чӑпар шпалер, авса тунӑ пукансем, Вольтер креслисем, стенасем ҫумӗнче пӑшалсем, пистолетсем, енчӗксем, темле тискер кайӑксен картонран касса тунӑ пуҫӗсем.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Гаврило унӑн кресли патне ыткӑнать, пукансем тӑкӑртатаҫҫӗ, ҫурӑм тӑрӑх темле сивӗ — ҫиес килнине систерекен хыпарҫӑ чупса иртнине туйса, крахмалланӑ нӳрлӗ салфеткӑна тытатӑн, ҫӑкӑр хыттине ҫисе яратӑн, сӗтел айӗнче алӑсемпе сӑтӑра-сӑтӑра, пӑсланакан яшка турилккисем ҫине чӑтӑмсӑррӑн та хаваслӑн пӑхатӑн, вӗсене чина, миҫе ҫултине, кукамай мӗнле хисепе хунине кура дворецки тултара-тултара лартать.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анне ҫук ӗнтӗ, ҫапах пирӗн пурнӑҫ хӑй майӗпех пырать: эпир ҫав сехетсенчех, ҫав пӳлӗмсенчех ҫывӑрма выртатпӑр, ҫывӑрса тӑратпӑр; ирхи тата каҫхи чей, кӑнтӑрлахи тата каҫхи апат — ҫаксем пурте хальчченхи вӑхӑтрах пулса пыраҫҫӗ: сӗтелсем, пукансем ҫав вырӑнсенчех лараҫҫӗ; кил-ҫуртра, пирӗн пурнӑҫ йӗркинче нимӗн те улшӑнмарӗ; анне ҫеҫ ҫук…
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унашкал шутлас пулсан, пукансем ҫинче те ниҫта та кайма ҫук; хамӑр хӗллехи вӑрӑм каҫсенче кресло ҫине тутарсем витнине, унтан кӳмеллӗ урапа тунине, пери лавҫӑ, тепри тарҫӑ пулнине, хӗрсем варрине ларнине, виҫе пукана виҫ лаша вырӑнне шутланине, вара эпир ҫула тухса кайнине, ман шутпа, Володя хӑй те астӑвать.
VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Акӑ пирӗн ҫуртра ӗҫлекен хӗрарӑм мунчала тытса турилккесем ҫума каять, акӑ буфетра савӑт-сапана шӑкӑртаттарни илтӗнет, сӗтеле вырнаҫтараҫҫӗ, пукансем майлаштарса лартаҫҫӗ, Мими те акӑ Любочкӑпа Катенькӑна (Катенька — Мимин вуникӗ ҫулхи хӗрӗ) садран илсе килет, анчах апат хатӗрри ҫинчен килсе пӗлтерекен дворецки Фока курӑнмасть-ха.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫурӑм хыҫӗнче — пукансем.
«Чи кирли ҫинчен ан манса кай!» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Ачасем, хӗсӗнкелесе, диван ҫине ларчӗҫ, иккӗшӗ пукансем ҫинче вырнаҫрӗҫ.Ребята сели, потеснившись, на диван, по двое примостились на стульях.
49 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Кӳршӗсенчен кивӗ пукансем илсе пыраҫҫӗ — шкул хатӗр те.Раздобыли у соседей старенькие табуретки и стулья — и школа открыта.
Лонжюмо ялӗнче // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Курмалли залра пӗрремӗш ретсенче кӑна пукансем тӑраҫҫӗ, ытти вырӑнта пур ҫӗрте те хыҫлӑ вӑрӑм тенкелсем, нимӗҫ танкӗсенни евӗрлӗ тӗспе сӑрланӑскерсене лартса тухнӑ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Эпир темиҫе пӳлӗм урлӑ каҫса пысӑк та ҫутӑ хӑна пӳлӗмне кӗтӗмӗр, унта туллиех пукансем лартса тултарнӑ.
Пан Тюхинпа пан Телеев // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 230–248 с.
Нумай пурнӑҫ ванчӑкӗсене юхтаратчӗ ун чухне Атӑл: ҫуннӑ хӑмасемпе ҫӗр мамӑкӗсем; целлулоидран тунӑ пукансем; е тата сасартӑк урисене ҫӳлелле тӑратнӑ тенкел сиксе тухать, ҫавӑнтах пӗр-пӗр ещӗк е тем пысӑкӑш эрех пички евӗр, кӳпӗнсе кайнӑ ӗне вилли ӑна хыҫалтан хӑваласа ҫитет; хумсем ҫинче красноармеец пилотки, политрук ҫӑлтӑрлӗ шинель ҫанни татӑкӗ е пичӗпе тарӑн шыв тӗпнелле ӳпӗннӗ нимӗҫ гренадерӗн вилли вӗлтлетсе илет.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пур ҫӗрте те дивансем, лутра та ҫемҫе пукансем лараҫҫӗ.
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Пукансем ҫине военно-полевой суд председателе обер-лейтенант фон-Вирхов, докладчикӗ прокурор Беренс господин тата защитник, агрономически офицер Румпель лейтенант вырнаҫса ларчӗҫ.
XXIX сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Ларӑр пукансем ҫине, — терӗ Ткаченко хӑйӗн ҫинҫе сассипе.
XVIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
— Айӑп ан тӑвӑр та, ларсамӑр пукансем ҫине, — терӗ Ткаченко.
XV сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Чертеж тумалли хӑмасем лартса тухнӑ сӗтелсем хушшинче, ҫӳлӗ пукансем ҫинче инженерсемпе техниксем лараҫҫӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Кунта пысӑк сӗтел, сӑран тыттарнӑ хуҫлатмалли пукансем пӗр вунӑ пукан лартнӑ.Здесь поставили большой стол, десяток складных стульев, обтянутых кожей.
LХХХVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.