Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пукансем (тĕпĕ: пукан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта пукансем лартса тухнӑ, лампӑсем ҫунаҫҫӗ, кӗвӗ калаҫҫӗ, хитре хӗрарӑм йышлӑ.

Там расставлены стулья, зажжены лампы, играет музыка и много хорошеньких женщин.

XXIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Пукансем айккӑн-хӑяккӑн сирпӗнеҫҫӗ; автомобильрен хӑратса кӑшкӑрашни, кулса йӗкӗлтешни илтӗнеҫҫӗ.

Стулья поопрокидывались; с автомобиля отвечали криками угроз и насмешек.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эпӗ хамӑн ҫӗнӗ пӗлӗшӗмсемпе сӗтел патне пырса тӑтӑм, анчах пукансем ҫитместчӗҫ те — Бавс юнашар чупса иртекен арҫын ачана тытса чарчӗ, ӑна хыҫалтан тапрӗ, кӗмӗл укҫа пачӗ, вара парнеллӗ пулнӑскер ресторанран виҫӗ пукан сӗтӗрсе килчӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн лаштах сывласа ячӗ те сӑмсине нӑшлаттарса малалла вӗҫтерчӗ.

Я подошел к столу с новыми своими знакомыми, но так как не хватало стульев, Бавс поймал пробегающего мимо мальчишку, дал ему пинка, серебряную монету, и награжденный притащил из ресторана три стула, после чего, вздохнув, шмыгнул носом и исчез.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Куҫсен йӑлтӑртатӑвӗ, ҫурма маскӑсен чее вӑрттӑнлӑхӗ, ушкӑнра ахӑлтатупа тата ҫухӑрашупа кама та пулин тытнӑ май хӑйсен ҫулне кӗленчесемпе сулкалашса уҫса пыракан матроссен отрячӗсем; пукансем ҫинчи ӳсӗр ораторсем, — вӗсене никам та итлемест е чавсапа ӑнсӑртран чыша-чыша ӳкереҫҫӗ; шӑнкӑравсен тӗнкӗлтетӗвӗ, ӑратлӑ урхамахсен атлас пӗркенчӗкӗсем ҫинче ларакан принцессӑсемпе гризеткӑсен кавалькади; алӑксен тӗлӗнчи ҫынсен кӗпӗрленӗвӗ, — унта тӗтрере тилӗрчӗк сӑнсем, чӑмӑртаса тытнӑ алӑсем мӗлтлетеҫҫӗ; чул ҫул ҫинче тӑсӑлса выртакан ӳсӗрсем; килӗсене шиклене-шиклене таврӑнакан кушаксем; ҫепӗҫ сасӑсемпе хӑрӑлти ҫухӑрашу, юрӑсемпе хӗлӗхсем; чуп тӑву сассипе аякри кӑшкӑру хорӗ, — ҫапларах Гель-Гью кӑмӑл-туйӑмӗ ҫак ҫӗрле.

Блеск глаз, лукавая таинственность полумасок, отряды матросов, прокладывающих дорогу взмахами бутылок, ловя кого-то в толпе с хохотом и визгом; пьяные ораторы на тумбах, которых никто не слушал или сталкивал невзначай локтем; звон колокольчиков, кавалькады принцесс и гризеток, восседающих на атласных попонах породистых скакунов; скопления у дверей, где в тумане мелькали бешеные лица и сжатые кулаки; пьяные врастяжку на мостовой; трусливо пробирающиеся домой кошки; нежные голоса и хриплые возгласы, песни и струны; звук поцелуя и хоры криков вдали, — таково было настроение Гель-Гью этого вечера.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Ҫапла, мӗн тунине пӗлтермеллех! — сӗтел тавра пухӑннисем харӑсах калаҫма пуҫларӗҫ те пукансем ҫине вырнаҫрӗҫ.

— Да, отчет, давайте отчет! — заговорили вокруг стола, усаживаясь на стульях.

III. Никампа нимӗн валли те мар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Урайне кивӗ кавир сарнӑ, стенасен ҫумӗнчи ҫыхнӑ пукансем ҫинче тӑватӑ ҫын ларать; тепӗр иккӗшӗ аллисене хыҫалалла тытнӑ та кӗтесрен кӗтеселле хутлать-кумать; ларакансенчен пӗрин чӗр куҫҫи ҫинче цитра, — водевиль арине калать; унӑн кӳрши урисене тӑсса хунӑ, аллисем кӗсйисенче, арие питех те ӑстан, кӗвӗллӗн шӑхӑрса евӗрлет.

Пол был покрыт старым ковром, у стен, на плетеных стульях, сидели четыре человека; еще двое ходили из угла в угол с руками, заложенными за спину; один из сидевших, держа на коленях цитру, играл водевильную арию; сосед его, вытянув ноги и заложив руки в карманы, подсвистывал весьма искусным, мелодическим свистом.

III. Никампа нимӗн валли те мар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Вӑл пукансем ҫине утланса ларнӑ та эшкер ункинче стаканӗпе сулкалашать.

Он размахивал стаканом в кругу компании, восседающей на стульях верхом.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫӗр урай, пӗрене стенасем — вӗсене ластӑксем-ҫулсем якатнӑ, лакпа витнӗ симӗс веерсем евӗрлӗ типӗ ҫулҫӑсемпе тирпейлӗн капӑрлатнӑ; минтерлӗ, ҫӑм утияллӑ лутра кравать; сӑрламан пысӑк сӗтел; темиҫе кӗнеке, ҫырса тултарнӑ хутламсем, пысӑк икӗ чӳречен улӑм каррисем, хытӑ пукансем, пуҫелӗк тӗлӗнче ҫакса хунӑ икӗ пӑшал, — ҫаксем пурте Блюм ҫине витӗмлӗ, тиркевлӗ ҫыхӑнулӑхпа пӑхаҫҫӗ: тӑпра — чӗнтӗрлӗ минтерпе, пӑшал кӗпҫи — пичет страниципе, пӗренесем — туалет тӗкӗрӗпе, тискерлӗх — шухӑшпа, кӑнттам ансатлӑх — хӗрарӑм пуррилӗхпе.

Земляной пол, бревенчатые стены, отполированные тряпками и годами, убранные сухими листьями, похожими на лакированные зеленые веера; низкая кровать с подушкой и меховым одеялом; большой некрашеный стол; несколько книг, исписанная бумага, соломенные занавеси двух больших окон, жесткие стулья, два ружья, повешенные над изголовьем, — все это смотрело на Блюма убедительным, прихотливым сочетанием земли с кружевной наволочкой, ружейного ствола — с печатной страницей, бревен — с туалетным зеркалом, дикости — с мыслью, грубой простоты — с присутствием женщины.

II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Хӑйӗн палаткинче вӑл сутӑ сӗтелӗ лартнӑ, унтах пукансем, сысна какай касӑкӗсене пӗҫерсе хӗретнӗ кӑвар савӑтӗнчен тӗтӗмпе пӗрле апат шӑрши кӳ! сарӑлнӑ.

В своей палатке он устроил прилавок, наставил табуреты, и дым от его жаровни, подрумянивающей ломти свинины, разносил запах еды.

IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Элли диван ҫине айккӑн сӗвенчӗ, Давенантпа Тортон, Гонзак ҫемҫе пукансем ҫинче.

Элли полулегла на диван, Давенант, Тортон и Гонзак поместились на креслах.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Япалисем чӑматанне кӗмен пирки пукансем хыҫне ҫакса хурать.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Ӗшенсе пӳрте кӗрсен пукансем ҫинче, кравать пуҫӗнче ҫакӑнса тӑракан япаласене курсан чунӗ тӑвӑлса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Салон-вагонра пур ҫӗрте те — пукансем ҫинче, сӗтел ҫинче, урайӗнче — мануфактура, тимӗр тавраш тӗслӗхӗсем, хут папкисем, тырӑ куписем, газетсем, алҫырӑвӗсем выртаҫҫӗ.

В салон-вагоне повсюду — на стульях, на столе, на полу — лежали куски материй, образцы железа, скобяных изделий, папки с бумагами, кучки зерна, газеты, рукописи.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Залра пӑшал сассисем хӑлхана хупласа лартмалла кӗрслетрӗҫ, стенасем ҫинчен ӳкекен лампӑсем чанкӑртатса ҫӗмрӗлчӗҫ, пукансем шатӑртатрӗҫ.

В зале шла борьба, упала со стены лампа, трещали стулья.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Хӗр аллипе пуҫӗнчен ҫавӑрса тытрӗ, унӑн пӳрнисем хушшипе юн юхса анчӗ, вара вӑл пукансем ҫине ӳкрӗ.

Девушка схватилась рукой за голову, между ее пальцами текла кровь, она упала на стулья.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫав шӑтӑксем витӗр чи тӗреклӗ ҫӳҫ пӗрчисене суйласа илсе тиртӗм те пирӗн хӑмӑш пукансем тунӑ чухнехи пек ҫӳҫ пӗрчисене урлӑ-пирлӗ каркаласа тиртӗм.

Сквозь эти дырочки я просустил самые крепкие волосы и переплел их, как это делают у нас с камышовыми стульями.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Кермене курса киленсен, эпӗ ҫав пукансем пулӑшнипех кермен площадьне тухрӑм та киле чиперех ҫитрӗм.

Полюбовавшись дворцом, я при помощи тех же табуретов выбрался на дворцовую площадь и благополучно вернулся домой.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Тата пилӗк минутран стариксем Кречетов кабинетӗнче ҫемҫе пукансем ҫинче ларнӑ, пӗр-пӗрин ҫине кулкаласа пӑхнӑ, анчах пӑхса тӑранайман.

Через пять минут старики сидели в мягких креслах в кабинете Кречетова, улыбались, смотрели друг на друга и не могли насмотреться.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Пусма тумалли материал — простыньсем, алшӑллисем, пукансем, тенкелсем — камерӑсенче; хуралта тӑракан надзирателе ҫывратса ямалли хлорал-гидрат эмеле Мальцманпа ыттисене парса, сӑнаса пӑхнӑ, виҫине тӗрӗс палӑртнӑ, «эмеле» ҫителӗклех хатӗрлесе хунӑ, ӑна вара сӗврӗлсе, хӑйӗн хӑватне ҫухатиччен часрах ӗҫе кӗртмелле.

Материал для лестницы — простыни, полотенца, табуреты, стулья — по камерам; лекарство — хлоралгидрат, которым будут усыплять дежурного надзирателя, — испытано на Мальцмане и других, доза определена точно, запас «лекарства» есть, и его надо расходовать, пока оно не скисло и не потеряло силы.

XXXVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Бауман куҫне пур енчен те пысӑк шкафсемпе комодсем, лапсӑркка пукансем, сӗвенсе лармалли ҫӳллӗ диван, сарлака — пӗр ҫемье вырнаҫмалӑх, унран кая мар — кровать курӑнчӗ.

Со всех сторон пучились на Баумана пузатые какие-то комоды и шкафы, разлапые кресла, высокоспинный диван, огромная — на целую семью, не меньше — кровать.

XXVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех