Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

программине (тĕпĕ: программа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Унта хутшӑнма Чӑваш Енӗн 34 спортсменӗ хатӗрленет. Ӑмӑрту программине анлӑлатнӑ май вӗсенчен чылайӑшӗ Олимп вӑййисене лекме пултарать», — ҫирӗплетрӗ Сергей Сильвестрович.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи Олимпиадӑна хутшӑнма Чӑваш Енӗн 34 спортсменӗ хатӗрленет // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Хӑйсен программисене пурнӑҫламашкӑн ӑнтӑлакан профессионалсене эпир яланах пулӑшатпӑр. Чӑваш Ен шкул вӗренӗвӗн программине палӑртнӑ тата ку енӗпе ӗҫлемешкӗн хатӗр чухне асӑннӑ пуҫарӑва тулли кӑмӑлпа ырларӑмӑр. Кӑҫал вӑй илекен проект ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе каясса тата ҫывӑх вунӑ ҫуллӑхра ӑна туллин пурнӑҫласса шанатӑп. Регионта пурӑнакан кашни ҫын унӑн уссине туйса илме пултаракан чӑннипех пысӑк та хӑватлӑ программа вӑл», — тенӗ Раҫҫей вице-премьерӗ.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Единая Россия» партин «Садиксем — ачасене!» программине пурнӑҫласа 3 ҫултан иртнисене пӗчӗккисен учрежденийӗсене вырнаҫтарма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Чӑваш Енӗн чӗрӗ урокӗсем» программине кӗнӗ объектсем — Чӑваш наци музейӗ, Трактор историйӗн, Чӑваш тӗррин музейӗсем, Андриян Николаев космонавт Мемориал комплексӗ, Хытӑ каяшсен полигонӗ — ӑсталӑх класӗсем ирттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван ҫӗршыва юратма, аваллӑха пӗлме, халӑхпа мӑнаҫланма // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫав каҫах 50-60 хутчен юрларӑмӑр ӑна, концерт программине те тӳрех кӗртрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Демографи кӑтартӑвӗсем лайӑхланса пынине шута илсе ача амӑшӗн /ҫемье/ капиталӗн федераци программине тата 2 ҫула тӑсма саккун йышӑннӑ - 2018 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен 2 е ытларах ача ҫуратнӑ ҫемьесем пулӑшӑва илӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ача амӑшӗсене - пулӑшу // З.ЯКОВЛЕВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Федерацин ҫак программине 2007 ҫулта пурнӑҫа кӗртме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ача амӑшӗсене - пулӑшу // З.ЯКОВЛЕВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Академин вӗренӳ программине хурт-хӑмӑр ӗҫӗн дисциплинине кӗртмелле.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш пылӗпех чей ӗҫесчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Антивирус программине 2-мӗш пунктра пӑхӑр.

Куҫарса пулӑш

Асӑрханӑр, шкулта вируссем! // Евгения АНИСИМОВА, Анастасия ПЫНЗАРЬ, «Пиллӗкмӗш чӗрӗк» хаҫат журналисчӗсем. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа ял тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ Л.Колсанов ертсе пынипе «Ӗҫ ҫыннине мухтаса юрлар халӗ савӑнса» литературӑпа музыка композицийӗн анлӑ программине хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ӗҫпе илемлӗ // Глафира ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Уяв программине Ҫавалкасри «Ҫеҫпӗл» ача садне ҫӳрекен шӑпӑрлансем, Туҫи Мӑрат шкулӗн вӗренекенӗсем, Карл Маркс ячӗллӗ хуҫалӑхӑн, Кивҫурт Мӑратри пултарулӑх ушкӑнӗсем, вырӑнти культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем йӗркелерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Уяв программине хутшӑнакансене уйрӑмах пысӑк тав сӑмахӗ каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Халӑхӗ клуба ҫав кун йышлӑн пухӑнчӗ, вырӑнти артистсемшӗн вара куракан пулни, концерт программине хак пани тав тунипе танах.

Куҫарса пулӑш

Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Кӑҫалхи культурӑпа спорт фестивалӗн программине ҫӗнӗ конкурссем кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Уяв программине ташӑ флешмобӗ, халӑх вӑййисем, икерчӗ фестивалӗ пуянлатӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Çăварни, Çăварни, килсе çитрĕ уяв эрни! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Сусӑр ҫынна медицинӑпа социаллӑ экспертизӑн тӗрӗслевӗ витӗр кӑларса реабилитацин харпӑр хӑй программине палӑртма май туса памалла.

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Унта пӗлтӗрхи ӗҫ кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетрӗҫ, 2016 ҫулхи аталану программине палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ача сачӗсен строительствин 2015 ҫулта вӗҫленнӗ программине кӑҫалтан шкулсен строительствипе модернизацийӗн программи улӑштарӗ.

Куҫарса пулӑш

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Эпӗ пӗлетӗп: чылай «единорос»-депутат ҫак ҫивӗч ыйтӑва татса парассине хӑйсен суйлав умӗнхи программине кӗртнӗ.

Я знаю, что решение этой проблемы многие депутаты-«единороссы» включили в свои предвыборные программы.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Унсӑр пуҫне, муниципалитетӑн 337 программине йышӑннӑ тата вӗсем вӑйра тӑраҫҫӗ.

Кроме того, приняты и действуют 337 муниципальных программ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех