Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

программине (тĕпĕ: программа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен XV физкультурӑпа спорт спартакиадин ҫуллахи тапхӑрӗн программине триатлон /шывра ирӗклӗ майпа ишесси, велосипедпа чупасси тата кросс/ кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Спорт кулленхи ӗҫре вӑй парать // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ҫак тапхӑрта, сӑмахран, пурӗ 4 лару йӗркеленӗ, вӗсенче район экономикипе тата социаллӑ пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ 33 ыйту пӑхса тухнӑ, муниципалитетӑн тӗллевлӗ виҫӗ программине йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21

Парти проекчӗ шӑпах ҫав ҫул-йӗре суйласа илнӗ те, вӑл партин суйлав умӗнхи программине ылмаштармасӑр унӑн хушӑмӗ пулса кӗрет.

Куҫарса пулӑш

"Единая Россия" аталанӑвӑн тӗп ҫул-йӗрсене палӑртрӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Иртнӗ кунсенче Чӑваш Республикинчи икӗ проект квалификаци суйлавӗ витӗр тухса «2016-2020 ҫулсенче спорта аталантарасси» федерацин тӗллевлӗ программине кӗни паллӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Элӗк салинче бассейн пулӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.29

Мероприяти программине юратнӑ фильмсене халалласа хатӗрленӗ куравсем, презентацисем, вӑйӑсем, конкурссемпе викторинӑсем кӗртӗҫ.

В программу мероприятия будут включены выставки, презентации, игры, конкурсы и викторины, посвященные любимым фильмам.

"Кино каҫӗ" акци иртет // Пирӗн пурнӑҫ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.07.29

Юлашки ҫитӗнӳсенчен А.В.Даниловӑн «Моя малая Родина – Большая Акса» программине палӑртас килет.

Куҫарса пулӑш

Тутар чӗлхине те юратса вӗренеҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Ҫак кун «хӗлхем-ҫӗсем» сывпуллашу каҫне тӗплӗн хатӗр-ленчӗҫ: концерт программине ҫырчӗҫ, кӑвайт валли вут-шанкӑ пуҫтарчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Смена программине пуян та интереслӗ тӑвас опыт пур аслисен.

Куҫарса пулӑш

«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Ҫапла палӑртас: Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин 2016 ҫулхи республика бюджечӗ ҫинчен» 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи 78 №-лӗ саккунне Чӑваш Республикин патшалӑх программине укҫа-тенкӗпе тивӗҫтермелли калӑпӑшсене пырса тивекен улшӑнусем кӗртсен Чӑваш Республикин патшалӑх программине ҫав улшӑнусем вӑя кӗнӗ кунран пуҫласа виҫӗ уйӑхран кая юлмасӑр асӑннӑ улшӑнусемпе килӗшӳллӗн улӑштармалла.

Установить, что в случае внесения в Закон Чувашской Республики от 8 декабря 2015 года № 78 "О республиканском бюджете Чувашской Республики на 2016 год" изменений, касающихся объемов финансирования государственной программы Чувашской Республики, государственная программа Чувашской Республики подлежит приведению в соответствие с указанными изменениями не позднее трех месяцев со дня вступления их в силу.

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче бюджет правин хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/laws.aspx?gov_id=49&id ... BD&size=20

Уяв программине ЧР вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ Галина Николаева ертсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкартан – Пенза тӑрӑхне // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Чӑваш Ен федерацин ҫак программине виҫӗ хут лекнӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

2016 ҫулхи апрелӗн 28-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви «Развитие образования на 2013-2020 годы» патшалӑх программине тӗпе хурса хушу кӑларнӑ.

28-го апреля 2016 года Правительство Российской Федерации основываясь на государственной программе "Развитие образования на 2013-2020 годы" издало приказ.

Ҫӗнӗ спортзал - пысӑк ҫитӗнӳсем // Н.БЕЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.01

Владимир Путин «Единая Россия» парти тӑрӑшнипе стратегилле аталану ыйтӑвӗпе общество килӗшӳлӗхне кирлӗ шая ҫитернине, ҫавна май экономика тата социаллӑ ыйтусене, приоритетлӑ наци проекчӗсене, сӑмахран, демографи программине, пурнӑҫа кӗртме май панине каланӑ.

Владимир Путин рассказал о том, что благодаря партии "Единая Россия" по вопросам стратегического развития общественное согласие довели до нужного уровня, при этом стало возможным осуществление социально-экономических вопросов, приоритетных национальных программ, например, программу по демографии.

Дмитрий Медведев: "Тума пултарайманнине шантармалла мар, шантарнине пурнӑҫламалла" // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.01

Уяв программине канат туртса вӑй виҫесси‚ чӳлмексене ватасси‚ кӗвентесем ҫакса, михӗсем тӑхӑнса чупасси тата ытти вӑйӑсем пуянлатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑм // Валентина ЖУКОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Уяв программине ертсе пыракансем ытти хӑнасемпе те паллаштарчӗҫ‚ сӑмах пачӗҫ.

Ведущие праздничной программы познакомили и с другими гостями, дали слово.

Ярмулай ялне — 250 ҫул // Рудольф ПАВЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Уява ертсе пыракансем, Лидия Маркеловапа Ирина Васильева, концерт программине малалла тӑсрӗҫ‚ килнӗ хӑнасене сӑмах пама та манмарӗҫ.

Ведущие праздника - Лидия Маркелова и Ирина Васильева - продолжили концертную программу, и не забывали предоставлять слово приехавшим гостям.

Ярмулай ялне — 250 ҫул // Рудольф ПАВЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Телекуравпа радио программине хатӗрлеттӗм.

Готовила программы для радио и телевидения.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Телекуравпа радио программине хатӗрлеттӗм.

Готовила теле- и радиопередачи.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

1991 ҫулхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ЧАП уставне, пӗчӗк программине йышӑнтӑмӑр.

23 марта 1991 года приняли устав ЧАП, маленькую программу.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Шкул программине кӗрекен чӑваш драматургӗсен пьесисем тӑрӑх спектакль лартса атте-анне чӗлхи вӗренекенсен чӗри варне ӗмӗрлӗхе кӗрсе вырнаҫтӑр тесе чунтан парӑнса ӗҫлетчӗ.

Ставила спектакли по пьесам чувашских драматургов, которые входили в школьную программу, от всей души хотела, чтобы язык наших матерей и отцов на века вошел в сердца своих учеников.

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех