Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

правленийӗпе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ял Совет пӳлӗмӗнчен тухсанах вӑрӑм коридорпа иртнӗ чух колхоз правленийӗпе ял Совет пӳлӗмӗсене тирпейлесе пурӑнакан Сӑпанипе тӗл пулчӗ Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унта малтанхи хут пухӑнсан, асра юлмалли мӗнле ӗҫ ирттерӗпӗр?» — тесе шутлаттӑмӑр колхоз правленийӗпе парткомра.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Малалла, ял вӗҫне ҫити тата кӗпер урлӑ каҫсан колхоз правленийӗпе лавкка таран, Павел Петрович Медведевпа Василий Петрович Якимов сарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Кӗркунне мана колхоз правленийӗпе комсомол организацийӗ трактористсен курсне вӗренме ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Зоя каҫхине тепре килсе тӗрӗслетӗп терӗ те бригада ӗҫӗ пирки колхоз правленийӗпе калаҫма ялалла утрӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Колхоз правленийӗпе пӗтӗмпех калаҫса татӑлнине, хам вырӑна ҫын хатӗрлесе хӑварнине эсӗ пӗлетӗн вӗт.

— Ты ведь знаешь, что я с колхозным правлением все обговорил, заместителя подготовил.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Вӑл кантура кӗчӗ те, колхоз правленийӗпе ҫыхӑнма тӑрӑшса, пӗр сехет телефон ҫавӑрчӗ.

Вошел в конторку и добрый час пытался вызвать по телефону правление колхоза.

Председатель юлташ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

— Эсӗ Черемшанкӑна кай та тӑванусене кӗтсе ил, эпӗ, колхоз правленийӗпе ҫыхӑнса, вӗсем сире чи малтан мӗнпе пулӑшма пултарнине ыйтса пӗлме тӑрӑшӑп.

— Ты иди в Черемшанку, встречай там своих, а я попытаюсь связаться с правлением колхоза и выяснить, чем они смогут помочь вам в первую очередь.

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Акӑ паян та, кабинета кӗнӗ-кӗменех, вӑл пӳрнескеллӗ алсишне сӗтел ҫине пӑрахрӗ те хывӑнмасӑрах телефон трубкине ярса тытрӗ, хӑйне «Хӗрлӗ маяк» колхоз правленийӗпе васкавлӑн ҫыхӑнтарма ыйтрӗ.

Вот и сегодня, едва войдя в кабинет, он кинул на стол перчатки и, не раздеваясь, схватил трубку телефона, попросил срочно соединить его с правлением колхоза «Красный маяк».

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Асатте — Петро Богатырева чи малтан кӗтсе илнӗскер — сехри хӑпнипе тӑнсӑр пулса ӳкнӗ карчӑкӗ выртакан тӑкӑрлӑка чупрӗ, округ правленийӗпе пӗрле декабрь уйӑхӗнче чакса кайнӑ ывӑлӗ пирки хыпар пӗлтерсе савӑнтарасшӑн пулчӗ.

Дед — первый встретивший Петра Богатырева — побежал в проулок, где лежала его поваленная ужасом старуха, хотел обрадовать ее сведениями о сыне Тихоне, отступившем в декабре с окружным правлением.

LIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Агент хӑйне ҫапла пӑхассинчен пӑрӑннӑ, апатланма кайма вӑрахчен килӗшмен; анчах пӗррехинче, общество правленийӗпе питӗ вӑрахчен калаҫса ларнӑ хыҫҫӑн, ывӑннӑскер, выҫса ҫитнӗскер, вӑл ҫав пусмаранах кӗрсе ҫӳрекен Полозов патне апатланма кайма килӗшнӗ.

Агент сторонился от ухаживаний и долго отказывался от обедов; но однажды, слишком долго засидевшись в переговорах с правлением общества, уставши и проголодавшись, согласился пойти обедать к Полозову, жившему на той же лестнице.

IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӑл та Тубянскине кайма хатӗрленнӗ, унта унӑн колхоз правленийӗпе триер пирки калаҫса татӑлмалла.

Он тоже готовился к поездке в Тубянской, где должен был договориться с тамошним правлением колхоза насчет триера.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Каяс текенсен ял хӗрринчи пӳрте, пулӑҫӑсен артелӗн правленийӗпе пулӑ склачӗ вырнаҫса тӑракан ҫӗре пуҫтарӑнмалла, килтен пӗр мӑшӑр кӗпе-йӗм, кашӑк, вилка, ҫӗҫӗ тата вунӑ кунлӑх ҫимелли илес пулать, тесе пӗлтернӗ.

Добровольцам явиться к крайней избе, где помещались артельный рыбный склад и правление, иметь с собой смену белья, ложку, вилку, нож и продуктов на десять дней.

14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех