Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗрӗ пикенсех итлерӗ.
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пурте пикенсех ун калавне итлеме хатӗрленчӗҫ.
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл чӗрнисене хуҫса, пӳрнисене юнласа пӗтерчӗ, ҫапах та кинжалӗпе пикенсех ӗҫлерӗ.Он обломал ногти, окровавил пальцы, но орудовал ножом и ногтями все упрямее.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Виҫӗ арҫын — Санькка, Петӗр, Тарас — пикенсех ӗҫлеҫҫӗ: Саньккапа Петӗр наҫилккепе хӑйӑр йӑтаҫҫӗ, Тарас витресемпе шыв сӗтӗрет.
Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Ҫак панулмие курсан, Томӑн ӑна питех ҫиес килсе кайрӗ, анчах вӑл каллех пикенсех ӗҫлеме тытӑнчӗ.Том проглотил слюну — так ему захотелось яблока, но упорно работал.
2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫуркунне никӗсе хывнӑ пӗрчӗллӗ культурӑсем чӑшӑл ҫеҫ шӑтса тухнӑ та пикенсех хӗвел патнелле кармашаҫҫӗ.
Симӗсленеҫҫӗ хирсем, куҫа илӗртеҫҫӗ вӗсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.06.07
Халӗ, акӑ, ял тӑрӑхӗсенче хытӑ каяша тирпейлӗн пуҫтарса пымалли платформӑсем тӑвассипе пикенсех ӗҫ пырать.
Пӗрле тунӑ ӗҫ сумне ҫухатмасть // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.07
Вӗсем курса тӑруҫӑн пӗтсе пыракан япалапа пикенсех аппаланаҫҫӗ…Они старательно возятся глядя на исчезающую в последнее время вещь...
Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12
Каникулта вулама панӑ кӗнекесемпе пикенсех паллашаҫҫӗ, ялти библиотекӑсене ҫӳреме те вӑхӑт тупаҫҫӗ.
Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // З.ГРИГОРЬЕВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15
2. Вара Иисус пӗтӗм халӑха каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри акӑ ҫапла калать: «Авал сирӗн аҫӑрсем — Фарра, Авраампа Нахор ашшӗ — юханшыв леш енче пурӑннӑ, урӑх турӑсене пуҫҫапнӑ. 3. Эпӗ сирӗн аҫӑра Авраама юханшыв леш енчен куҫарса килтӗм те пӗтӗм Ханаан ҫӗрӗ тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗм, унӑн вӑрлӑхне ӗрчетсе ятӑм, ӑна Исаак ятлӑ ывӑл патӑм. 4. Исаака Эпӗ ывӑлсем — Иаковпа Исава — патӑм. Исава еткерлӗхе Сеир тӑвне патӑм; Иаковпа унӑн ывӑлӗсем вара Египет ҫӗрне куҫса кайрӗҫ, [унта аслӑ, вӑйлӑ, йышлӑ халӑх пулса тӑчӗҫ, анчах вӗсене Египет ҫыннисем хӗстере пуҫларӗҫ]. 5. Вара Эпӗ вӗсем патне Моисейпе Аарона ятӑм, Египет ҫыннисене хӗн-суран ярса асаплантартӑм, кайран сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм. 6. Эпӗ сирӗн аҫӑрсене Египетран илсе тухрӑм, эсир [Хӗрлӗ] тинӗс хӗррине ҫитрӗр. Ҫавӑн чухне Египет ҫыннисем сирӗн аҫӑрсем хыҫҫӑн ҫар ураписемпе, утлӑ ҫарпа Хӗрлӗ тинӗс патне ҫитичченех хӑваларӗҫ; 7. вӗсем, сирӗн аҫӑрсем, Турра тилмӗрсе тархасларӗҫ те, Вӑл вара сирӗнпе Египет ҫыннисем хушшине [пӗлӗтпе] сӗмлӗх антарчӗ, тинӗсе Египет ҫыннисем ҫине ячӗ, вӗсене тинӗс хупларӗ. Эпӗ Египетра мӗн тунине эсир хӑвӑр куҫӑрпа куртӑр. Кайран эсир нумай вӑхӑт хушши пушхирте ҫӳрерӗр. 8. Эпӗ сире Иордан леш енче пурӑнакан аморрейсен ҫӗрне илсе ҫитертӗм; вӗсем сире хирӗҫ вӑрҫӑпа тӑчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм, ҫапла эсир вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе илтӗр, Эпӗ вӗсене сирӗн умӑрта ҫӗмӗрсе тӑкрӑм. 9. Валак — Сепфор ывӑлӗ, Моав патши — пикенсех Израиле хирӗҫ вӑрҫа тухрӗ, сире ылханма Веор ывӑлне Валаама чӗнтерсе пычӗ; 10. анчах Эпӗ Валаама итлесшӗн пулмарӑм, вара вӑл сире пиллӗх пачӗ, Эпӗ сире унӑн аллинчен ҫӑлса хӑвартӑм. 11. Эсир Иордан урлӑ каҫса Иерихон патне ҫитрӗр. Иерихон ҫыннисем, аморрейсем, ферезейсем, ханаансем, хетсем, гергесейсем, евейсем, иевусейсем сирӗнпе вӑрҫӑ вӑрҫма тытӑнчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм. 12. Эпӗ сирӗн умӑртан сӑвӑслан ятӑм, ҫавсем вӗсене, аморрейсен икӗ патшине, сирӗн патӑртан хӑваласа ячӗҫ, санӑн хӗҫӳпе, санӑн уххупа туман ку ӗҫе. 13. Эпӗ сире хӑвӑр тар тӑкса ӗҫлесе курман ҫӗре-шыва патӑм, хӑвӑр туса лартман хуласем патӑм, халӗ эсир ҫавӑнта пурӑнатӑр; эсир хӑвӑр лартса чӗртмен иҫӗм ҫырли пахчисен, ҫу йывӑҫӗ пахчисен ҫимӗҫне ҫиетӗр» тет Турӑ.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Центр ӗҫӗпе ачасем хӑйсем кӑна мар, вӗсен ашшӗ-амӑшӗ те пикенсех кӑсӑкланаҫҫӗ, ҫакӑ вӗренӳ ӗҫӗнче техника ҫул-йӗрне малалла аталантарма кирлине палӑртать.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945