Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пахчана (тĕпĕ: пахча) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пахчана тухса хунарпа суллаҫҫӗ.

Никого.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсем витрене ик енчен тытрӗҫ те хыҫалти алӑкран пахчана тухрӗҫ, уялла талкӑшрӗҫ.

повторила еще раз и, взявшись за дужку, кивком указала Вазюку: — Берись тоже! — направилась к задней калитке.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман пахчана тухать те Янтул каҫчен каскалать, чутлать, шаккать.

Ни свет ни заря встает Яндул и идет в огород и до самого вечера стучит, пилит, тешет…

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пахчана тухма тӑнӑччӗ кӑна, вӗсен кил картине хаяр Утлас вирхӗнсе пырса кӗчӗ.

Когда Тимеркке надумал пойти в огород, во двор ворвался разъяренный Утлас.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тул ҫутӑлас умӗн Янтул пӗр пахчана ҫитсе кӗчӗ.

На рассвете Яндул вышел на чей-то огород.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пушӑ банка тупса вӗсем пахчана ӑман чавма тухаҫҫӗ.

Они находят пустую жестяную банку и идут в огород — за червями.

Кантурта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Килте урӑх ҫын ҫук чухне Ухтнванран ыйтса-туса тӑмасӑрах пахчана тухса хӑяр татса кӗрет, пӳрте кӗрсе ҫӗҫӗ илсе тухать.

— А сам смачно чавкает сорванным у них в огороде огурцом.

Утарта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗсем калаҫнине алӑк хыҫӗнче итлесе тӑна ҫамрӑк хӗрарӑм пахчана тухать.

Молодайка, стоявшая за калиткой, выслушала весь их разговор и направилась в огород.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ку вӑхӑтра вӑл килте арӑмне яшка пӗҫерме пулӑшаканччӗ, пахчана тухса хӑвӑл суханпа ҫӗр улми ҫеҫки татса кӗрекенччӗ.

В это время он уже помогал бы жене варить яшку, сбегал бы в огород за пучком дикого лука и картофельного цвета.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫийӗнчех хӑваласа кӑлармасан пӗр кӗтӳ сысна пӗтӗм пахчана ҫӗнӗрен сухаласа тухать, хуп-хура лаптак туса хӑварать.

И за каких-нибудь полчаса перепашут всю усадьбу, если никого не окажется дома.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пахча картинче сысна сӑмси кӗмелӗх шӑтӑк пулсанах вӗсем, тимӗр пӑта пек, пӗр самантра пахчана шӑтарса кӗреҫҫӗ.

Случись в изгороди дырка только, кажется, нос просунуть, так они мигом оказываются в огороде.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шӑп кӑна хӑйӗн те пахчана кӗмелле, карта урлӑ ҫеҫ ярса пусмалла чухне Сашок, паҫӑр хавхаланнӑ пекех, пӗтӗм чӗререн ӳкӗнме пуҫлать.

В самый раз и ему бы сейчас оказаться там, рядом с ними, но Сашок начинает так же горячо раскаиваться, как совсем недавно подначивал ребят к набегу.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

…Пӑртакран ӳсӗрӗлсе ним пӗлмиех пулса ҫитнӗ ӑcтаҫа Шахрун пахчана хӗвел питне тухса пӑрахрӗ.

…А когда мастер уже был без чувств, Шахрун отволок его в огород, на солнцепек.

Тепӗр кун ирхине // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пахчана тухса пӑхмаллаччӗ те манӑн.

— В огород бы мне надо.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мултиерпе Ухтиван пахчана тухса улмуҫҫи сулхӑнне выртаҫҫӗ.

Мульдиер и Ухтиван устроились в тени старой яблони.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Атя унччен пахчана кайса выртар».

Айда покуда в огород, в тенечек.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Павӑл Ухтиван ҫине ҫав тери пысӑк япала ҫине пӑхнӑ пек кӑшт ҫӑварне карса та алчӑраса кайса пӑхса тӑнӑ хушӑра Ивук ҫенӗке кӗрсе тухрӗ, пахчана кайса темиҫе тӗп сухан ҫӑлса килчӗ.

Увидев Ухтивана, Павел уставился на него как на невидаль, аж рот раскрыл от удивления, Ивук тем временем успел сбегать в огород и вернулся с пучком лука.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван пахчана тухса вӗлтӗрен пурҫӑнне пуҫтарса кӗрет.

Ухтиван сбегал в огород и вернулся с охапкой молодой крапивы.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пахчана тухса сехечӗ-сехечӗпе пӗр вырӑналла пӑхса тӑнӑ Яриле.

Выйдя в огород, Яриле часами смотрел на дорогу.

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ик ҫамрӑк тухрӗҫ пахчана.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех