Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пахчана (тĕпĕ: пахча) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан виллине пахчана кӑларса пӑрахрӗҫ-тӗр.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗкӗрҫӗ хапхаран каялла кӗчӗ, хӑй пин хут кумнӑ картиш урлӑ каҫса пахчана тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗлӗкхи евӗр, мӑйран ал шӑлли ҫакса ял тӑрӑх юрласа ҫӳремерӗҫ вӗсем, тӑвансенчен парне таврашӗ илмерӗҫ, пахчана тухса йӗтем юпине те сыв пуллашмарӗҫ иҫмасса.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку чечексене вӑл пахчана тухсах татнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Енчен йытӑ хуҫине ҫыртма пуҫларӗ пулсан ӑна пахчана илсе тухса персе кӑна пӑрахаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пахчана тухатӑп.

Куҫарса пулӑш

Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.

Пӳрт хыҫӗнчи пахчана шӗтернек карта тытса ҫавӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Унта ҫаврӑнкаласа ҫӳрерӗ те анса пахчана тухрӗ, шӑршла-шӑршла мунча еннелле сулӑнчӗ, унта кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Эпӗ пахчана тухса кӑшт уткаласа ҫӳрерӗм, вара карта хӗрринчи курӑк ҫине лартӑм.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Эпӗ, курас мар тесе, юри пахчана тухрӑм…

Куҫарса пулӑш

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пахчана тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ, ҫӑкӑр татӑкне ҫисе ярсан, пахчана тухрӑм, унтан, карта урлӑ каҫрӑм та ыраш хӗррипе пырса хурал пӳрчӗн ун енне ҫитсе те тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пичче кӗчӗ, кӗлет умӗнче ларакан шывлӑ витрене йӑтрӗ те ҫӑвӑнма пахчана тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл мунча хутма хыҫалти калинккерен пахчана тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Атя Энӗш хӗрринчи пахчана, купӑста йӑранӗ хушшинчи ҫумкурӑкӗсене касма, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫӑкӑра суханпа ҫиес тесе, эпӗ пахчана тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Никам та илеме кивҫен памасть, вӑл ҫавӑнпа типсе ҫухалнӑ мар-и кӑмӑлӗпе — никам та шӑвармасть ҫак маннӑ «пахчана» — турри хушмарӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ҫунса пӑхаҫҫӗ куҫусем ҫаплах...» // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 46 с.

Халӗ ҫывӑраймасӑр пахчана тухса ларчӗ-ха.

хотя, думаю, не спит…

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Арӑмӗпе урлӑ-пирлӗ перкелешнине ашшӗ илтрӗ пуль тесе вӑтанса ҫамрӑк Михапар пахчана тухса уткаласа ҫӳрерӗ.

И Михабар поспешил скрыться с глаз отца в огороде.

Ҫухалнӑ ҫынна тупни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр енчен, ҫӗрулмине, хальхи пек, тислӗк тӑкса ҫемҫетнӗ пахчана мар, хирти хӑр анасем ҫине акма хушнӑ.

К тому же землю под картошку использовали не в унавоженных и взрыхленных огородах, а в открытом поле.

Малтан калани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех