Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пахчана (тĕпĕ: пахча) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак вӑхӑтра пахчана анне тухрӗ те, хаш сывласа янӑ Елен ҫаврака хулпуҫҫийӗпе улмуҫҫи турачӗсене ҫапӑнаҫапӑна анне патнелле ярӑнтарчӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Пӗр вунпилӗк-ҫирӗм минутран поселок Совечӗн хыҫӗнчи пахчана пырса та тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук шӑллӗне каялла пахчана тухма паллӑ турӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Эпӗ ирхине сывлӑм типиччен пахчана килме юрататӑп.

Куҫарса пулӑш

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ачасем валли ҫӑнӑх-кӗрпе хуракан кӗлет хыҫӗпе ҫав пахчана тухать.

Куҫарса пулӑш

Тилли Куҫми // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫӗнӗрен картишне тухса алӑкран хыҫалти пахчана илсе тухса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Васканипе хыҫалти пахчана тухакан пӗчӗк алӑк ҫинчен маннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫатюк амӑшӗ пӳрте кӗрсе кайсан, эпӗ вӗрлӗк хушшипе пахчана кӗтӗм те пӗр сухан ҫулҫи татса илсе папка ӑшне хутӑм.

Куҫарса пулӑш

Сухан ҫулҫи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Упӑшкине вӑл хӑй пахчана мӗншӗн тухни, унта мӗн пулса иртни ҫинчен йӑлтах каласа пачӗ, чунтан ӗнентерме тӑрӑшрӗ, анчах Ваҫҫа итлесшӗн те пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Анчах шикленесси пур, ҫывӑрас чух мӗн-ма тухрӑн пахчана?

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Вӑл, иртсе каякан мӑшӑра курас тесе, чӳречерен пӳрт умӗнчи пахчана сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Апатланнӑ хыҫҫӑн Ваня пахчана тухса кӗчӗ, килкартине пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ирех пахчана тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Унччен вӑл пӗчӗк пахчана хӑяр акаканччӗ, анчах та пӗлтӗр чӑхсем хӑяра шӑтарса-ҫисе пӗтерчӗҫ те — кӑҫал Маюк инке чеерех пулчӗ: чылай ҫимӗҫе ҫӗрулми пахчи варрине акрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Кирук пӗр илемлӗ ҫурхи ир пахчана тухрӗ те, шӑпчӑк юррине итленӗ май хӑй те тӳсеймерӗ — юрласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Килте хирӗҫӳ-мӗн тухать-и е чун тӑвӑнса килет-и — Лавр тӳрех пахчана тухса уттарать.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Лавр антоновкӑпа анис йывӑҫҫисем лартрӗ, Макар ячӗшӗн ҫеҫ виҫ-тӑват улмуҫҫи чикрӗ, пахчана йӑлтах декоративлӑ йывӑҫсем лартса тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Поля, пӗр май пилӗкӗ ыратнипе аптраканскер, пахчана ӗҫлеме пымарӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тахӑш хушӑра Михаил Кондратыч патне сада, Хветле инке патне пахчана кӗрсе тухма ӗлкӗрет.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпир, хӑвӑрт тӑрса, лаҫ умӗнчи кӑмканран сив шывпа ҫӑвӑнтӑмӑр та пахчана тухрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех