Шырав
Шырав ĕçĕ:
ПК спикерӗ Юрий Попов ӑна шӳтлесе «Игорь Юрьевич, эсир манӑн тус пекех вӗт» тесех трибуна патӗнчен хӑйӗн вырӑнне ӑсатрӗ.
«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№
Марко бай ҫурчӗ умӗнче тухтӑр Диамандиевсем патӗнчен хӑнаран таврӑнакан Стефчовпа куҫа-куҫӑн тӗл пулчӗ.У дома Марко доктор столкнулся со Стефчовым, который шел от Диамандиевых.
IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тухтӑр хӑй патне таврӑнма ӗлкӗрчӗ ҫеҫ, Маркона ҫитсе курасшӑн пулса, урама тухрӗ, Ганко кофейнӑйӗ патӗнчен иртсе пынӑ чух унта куллен ларакансем ӑна чӗнсе чарчӗҫ те ирӗке тухнӑ ятпа ҫине-ҫине сывлӑх сунма тытӑнчӗҫ, хуҫи тесен, пуринчен ытла юрама тӑрӑшрӗ.
IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ӑна вӑл астумасть, вӑл Александр патне чупса пынине, ӑна чуптунине кӑна астӑвать, анчах пӳлӗм витӗр мӗнле тухнине астумасть, ӑна Александр та астумасть; вӗсем креслӑсем ҫумӗпе сӗтел патӗнчен иртнине ҫеҫ астӑваҫҫӗ, алӑк патӗнчен мӗнле кайнине вара…
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мӗншӗн-ха, сӑмахран, вӗсем Мерцаловсем патӗнчен таврӑннӑ чухне, ыран «Пуритан» опера курма каятпӑр тесе калаҫса татӑлнӑ вӑхӑтра, Вера Павловна упӑшкине: «Савнӑ тусӑм, эсӗ вӑл оперӑна юратмастӑн, сана кичем пулӗ, эпӗ Александр Матвеичпа каятӑп; вӑл кашни оперӑпа савӑнать вӗт; эсӗ е эпӗ опера ҫырас пулсан та, Кирсанов ӑна итленӗ пулӗччӗ» тенӗ чухне, — мӗншӗн Кирсанов Вера Павловна майлӑ пулмарӗ, «чӑнах та, Дмитрий, эпӗ сан валли билет илместӗп, темерӗ, — мӗншӗн-ха вӑл?
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Акӑ мӗн тӑватӑп: эпӗ сире вӑл хӗрарӑм патӗнчен кайнӑ чухне урамра кӗтсе тӑрӑп.Я сделаю вот что: я буду ждать вас на улице, когда вы пойдете от этой дамы.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эсир ун патӗнчен тӳрех пирӗн пата килетӗр-и?
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пуля тӑнлав патӗнчен иртсе кайнӑ, тирне ҫунтарса илнӗ, урӑх ним те туман.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл сӗтел патӗнчен вунӑ метр кайма та ӗлкерчӗ, анчах айккинелле сиксе ӳкрӗ, пӑрӑнса юлчӗ, ун тӗлӗнчен, енчен енне турӑх сирпӗтсе, тӑхлан чашӑк кӗрлесе иртсе кайрӗ, сывлӑшра явӑнса илсе, хире инҫете кайса ӳкрӗ.
VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Чуптума парччӗ мана хӑв аллусене, хамран юлашки сывлӑш вӗҫсе тухса каймасӑр та ан илччӗ вара вӗсене ман ҫӑвар патӗнчен.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Хайсен ҫурчӗ патӗнчен иртнӗ чух вӑл хӑй халь кӑна тухнӑ алӑк, шурӑ стена питтинче хура тӑваткӗтеслӗх пек карӑлнӑскер, ҫаплах уҫӑ тӑнине курать.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Тислӗк хапхи патӗнчен стена ҫумӗнче ҫӗрле хула тавра ҫаврӑннӑ ик хуралҫӑ ир сулхӑнӗнче тӗлӗрсе ларать.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.