Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патшара (тĕпĕ: патша) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
6. Осия тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Ассири патши Самарие ҫӗнсе илнӗ, вара Израиль ҫыннисене Ассирие куҫарса кайнӑ, вӗсене Хавор юханшывӗ ҫывӑхне — Халах ҫӗрне, Гозан ҫӗрне — тата Миди хулисене вырӑнаҫтарнӑ.

6. В девятый год Осии взял царь Ассирийский Самарию, и переселил Израильтян в Ассирию, и поселил их в Халахе и в Хаворе, при реке Гозан, и в городах Мидийских.

4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ахаз — Иудея патши — вуниккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Израиль патшине Самарире Осия, Ила ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл тӑхӑр ҫул хушши патша пулнӑ.

1. В двенадцатый год Ахаза, царя Иудейского, воцарился Осия, сын Илы, в Самарии над Израилем и царствовал девять лет.

4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Патшана ларнӑ чухне Ахаз ҫирӗмре пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунултӑ ҫул хушши патшара ларнӑ, хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнчи ӗҫсене вӑл хӑйӗн ашшӗ пек, Давид пек, туса пыман, 3. Израиль патшисенӗн ҫулӗпех ҫӳренӗ, Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем хушшинчен хӑваласа янӑ халӑхсен ирсӗр йӑли-йӗркине йышӑнса, хӑй ывӑлне те вут-ҫулӑм витӗр кӑларнӑ, 4. тӳпем вырӑнсемпе сӑртсем ҫинче, кашни лаштра йывӑҫ айӗнче чӳк тунӑ, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ.

2. Двадцати лет был Ахаз, когда воцарился, и шестнадцать лет царствовал в Иерусалиме, и не делал угодного в очах Господа Бога своего, как Давид, отец его, 3. но ходил путем царей Израильских, и даже сына своего провел чрез огонь, подражая мерзостям народов, которых прогнал Господь от лица сынов Израилевых, 4. и совершал жертвы и курения на высотах и на холмах и под всяким тенистым деревом.

4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Факей, Ремалия ывӑлӗ, вунҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Ахаз, Иоафам ывӑлӗ, Иудея патшине ларнӑ.

1. В семнадцатый год Факея, сына Ремалиина, воцарился Ахаз, сын Иоафама, царя Иудейского.

4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Патшана ларнӑ чухне вӑл ҫирӗм пиллӗкре пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунултӑ ҫул хушши патшара ларнӑ.

33. Двадцати пяти лет был он, когда воцарился, и шестнадцать лет царствовал в Иерусалиме.

4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Факей — Ремалия ывӑлӗ, Израиль патши — иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иудея патшине Иоафам, Озия ывӑлӗ, ларнӑ.

32. Во второй год Факея, сына Ремалиина, царя Израильского, воцарился Иоафам, сын Озии, царя Иудейского.

4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Осия, Ила ывӑлӗ, Ремалия ывӑлне Факее хирӗҫ кавар тунӑ; ӑна тапӑннӑ та вӗлернӗ, вара Иоафам, Озия ывӑлӗ, ҫирӗммӗш ҫул патшара ларнӑ чухне вӑл Факей вырӑнне патшана ларнӑ.

30. И составил заговор Осия, сын Илы, против Факея, сына Ремалиина, и поразил его, и умертвил его, и воцарился вместо него в двадцатый год Иоафама, сына Озиина.

4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Азария — Иудея патши — аллӑ иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Самарире Израиль патшине Факей, Ремалия ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл ҫирӗм ҫул хушши патша пулнӑ; 28. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ: Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпайман.

27. В пятьдесят второй год Азарии, царя Иудейского, воцарился Факей, сын Ремалии, над Израилем в Самарии и царствовал двадцать лет; 28. и делал он неугодное в очах Господних: не отставал от грехов Иеровоама, сына Наватова, который ввел Израиля в грех.

4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Азария — Иудея патши — аллӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Самарире Израиль патшине Факия, Менаим ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл икӗ ҫул хушши патша пулнӑ; 24. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ: Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпайман.

23. В пятидесятый год Азарии, царя Иудейского, воцарился Факия, сын Менаима, над Израилем в Самарии и царствовал два года; 24. и делал он неугодное в очах Господних; не отставал от грехов Иеровоама, сына Наватова, который ввел Израиля в грех.

4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Азария — Иудея патши — вӑтӑр тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Израиль патшине Менаим, Гадий ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл Самарире вунӑ ҫул хушши патша пулнӑ; 18. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ: Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен ӗмӗрӗ тӑршшӗпе те хӑпайман.

17. В тридцать девятом году Азарии, царя Иудейского, воцарился Менаим, сын Гадия, над Израилем и царствовал десять лет в Самарии; 18. и делал он неугодное в очах Господних; не отставал от грехов Иеровоама, сына Наватова, который ввел Израиля в грех, во все дни свои.

4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Селлум, Иавис ывалӗ, Иудея патши Азария вӑтӑр тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне патша пулса тӑнӑ, Самарире вӑл пӗр уйӑх хушши патша пулнӑ.

13. Селлум, сын Иависа, воцарился в тридцать девятый год Азарии, царя Иудейского, и царствовал один месяц в Самарии.

4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Иеровоам, Израиль патши, ҫирӗм ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Азария, Амасия ывӑлӗ, Иудея патшине ларнӑ; 2. патшана ларнӑ чухне вӑл вунулттӑра пулнӑ, Иерусалимра аллӑ икӗ ҫул хушши патша пулнӑ.

1. В двадцать седьмой год Иеровоама, царя Израильского, воцарился Азария, сын Амасии, царь Иудейский: 2. шестнадцати лет был он, когда воцарился, и пятьдесят два года царствовал в Иерусалиме.

4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Амасия — Иоас ывӑлӗ, Иудея патши — вунпиллӗкмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Самарире Израиль патшине Иеровоам, Иоас ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл хӗрӗх пӗр ҫул хушши патша пулнӑ, 24. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ: Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпман.

23. В пятнадцатый год Амасии, сына Иоасова, царя Иудейского, воцарился Иеровоам, сын Иоасов, царь Израильский, в Самарии, и царствовал сорок один год, 24. и делал он неугодное в очах Господних: не отступал от всех грехов Иеровоама, сына Наватова, который ввел Израиля в грех.

4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Иоас — Иоахаз ывӑлӗ, Израиль патши — иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Амасия, Иоас ывӑлӗ, Иудея патшине ларнӑ: 2. патшана ларнӑ чухне вӑл ҫирӗм пиллӗкре пулнӑ, вӑл ҫирӗм тӑхӑр ҫул Иерусалимра патшара ларнӑ.

1. Во второй год Иоаса, сына Иоахазова, царя Израильского, воцарился Амасия, сын Иоаса, царь Иудейский: 2. двадцати пяти лет был он, когда воцарился, и двадцать девять лет царствовал в Иерусалиме.

4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Иоас — Иудея патши — вӑтӑр ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иоас, Иоахаз ывӑлӗ, Самарире Израиль патшине ларнӑ, вӑл вунултӑ ҫул патша пулнӑ, 11. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ; Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпман, ҫавсемпех чӑлханса пурӑннӑ.

10. В тридцать седьмой год Иоаса, царя Иудейского, воцарился Иоас, сын Иоахазов, над Израилем в Самарии, и царствовал шестнадцать лет, 11. и делал неугодное в очах Господних; не отставал от всех грехов Иеровоама, сына Наватова, который ввел Израиля в грех, но ходил в них.

4 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Иоас — Охозия ывӑлӗ, Иудея патши — ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иоахаз, Ииуй ывӑлӗ, Самарире Израиль патшине ларнӑ, вӑл вунҫичӗ ҫул патша пулнӑ, 2. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ, Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпман, вӗсенчен пӑрӑнман.

1. В двадцать третий год Иоаса, сына Охозиина, царя Иудейского, воцарился Иоахаз, сын Ииуя, над Израилем в Самарии, и царствовал семнадцать лет, 2. и делал неугодное в очах Господних, и ходил в грехах Иеровоама, сына Наватова, который ввел Израиля в грех, и не отставал от них.

4 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Иоас ӗнтӗ ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ, священниксем ҫаплах Турӑ Ҫуртне юсаса пӗтереймен-ха, 7. вара Иоас патша Иодай священника тата ытти священниксене чӗнсе илнӗ те каланӑ: эсир Ҫуртри юхӑннӑ вырӑнсене мӗншӗн юсамастӑр?

6. Но как до двадцать третьего года царя Иоаса священники не исправляли повреждений в храме, 7. то царь Иоас позвал священника Иодая и священников и сказал им: почему вы не исправляете повреждений в храме?

4 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Иоас вӑл Ииуй ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне патша пулса тӑнӑ, Иерусалимра вӑл хӗрӗх ҫул хушши патша пулнӑ.

1. В седьмой год Ииуя воцарился Иоас и сорок лет царствовал в Иерусалиме.

4 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Гофолия патшара ларнӑ вӑхатра Иоаспа ӑна пӑхакан хӗрарӑм ултӑ ҫул хушши Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче пытанса пурӑннӑ.

3. И был он с нею скрываем в доме Господнем шесть лет, между тем как Гофолия царствовала над землею.

4 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Охозия вӑл Ахав ывӑлӗ Иорам вунпӗрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иудея патши пулса тӑнӑ.

29. В одиннадцатый год Иорама, сына Ахавова, воцарился Охозия в Иудее.

4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех