Шырав
Шырав ĕçĕ:
13. Соломон ӗнтӗ Гаваонри сӑрт тӳпемӗнчен, пӗрле пухӑнса кӗлтумалли кӗлӗ чатӑрӗ патӗнчен, патшара ларса Израиле тытса тӑма каялла Иерусалима таврӑннӑ, 14. Соломон ҫар ураписемпе юланутсем пухса тултарнӑ; ҫапла унӑн пин те тӑватҫӗр ҫар урапи, вуникӗ пин юланут пулнӑ; вӗсене вӑл ҫар ураписен хулисенче вырӑнаҫтарса тухнӑ, Иерусалимра патша ҫумӗнче те тытнӑ.
2 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вӑл Израильре хӗрӗх ҫул хушши патша пулнӑ: Хевронра вӑл ҫичӗ ҫул, Иерусалимра вӑтӑр виҫӗ ҫул патшара ларнӑ.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Давид хӗрӗхмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне вӗсене шута илсе тухнӑ, вӗсем хушшинче Галаад ҫӗрӗнчи Иазер хулинче хӑюллӑ ҫынсем тупӑннӑ.
1 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ҫӳлхуҫа умӗнче тӳпе савӑнтӑр, ҫӗр хӗпӗртентӗр, халӑхсем: Ҫӳлхуҫа патшара ларать! тетчӗр.31. Да веселятся небеса, да торжествует земля, и да скажут в народах: Господь царствует!
1 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Давидӑн Хевронра ҫуралнӑ ывӑлӗсем ҫаксем пулнӑ: малтанхи ывӑлӗ Амнон, унӑн амӑшӗ — Изреельрен тухнӑ Ахиноама; иккӗмӗшӗ — Далуия, унӑн амӑшӗ — Кармил тӑвӗ ҫинчен тухнӑ Авигея; 2. виҫҫӗмӗшӗ — Авессалом, унӑн амӑшӗ — Мааха, Гессур патшийӗн Фалмайӑн хӗрӗ; тӑваттӑмӗшӗ — Адония, Аггифа ывӑлӗ; 3. пиллӗкӗмӗшӗ — Сафатия, Авитала ывӑлӗ; улттӑмӗшӗ — Ифреам, унӑн амӑшӗ — Аглая, Давид арӑмӗ, — 4. ҫаксем унӑн Хевронра ҫуралнӑ ултӑ ывӑлӗ; унта Давид ҫичӗ ҫул та ултӑ уйӑх хушши патша пулнӑ; Иерусалимра вӑл вӑтӑр виҫӗ ҫул патшара ларнӑ.
1 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Иехонияна, Иудея патшине, тыткӑна илсе кайнӑ хыҫҫӑн вӑтӑр ҫичӗ ҫултан, ҫав ҫулӑн вуниккӗмӗш уйӑхӗнче, ҫав уйӑхӑн ҫирӗм ҫиччӗмӗш кунӗнче, Вавилон патши Евилмеродах хӑй пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иудея патшине Иехонияна тӗрме ҫуртӗнчен кӑларнӑ, 28. вӑл унпа кӑмӑллӑн калаҫнӑ, вӑл ӑна хӑй патӗнчи Вавилонри патшасенчен мала хунӑ; 29. унӑн тӗрме тумтирне улӑштарнӑ, вӑл ӗнтӗ ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Вавилон патши патӗнче апатланса пурӑннӑ.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пиллӗкӗмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн ҫиччӗмӗш кунӗнче, Вавилон патши Навуходоносор вунтӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, Иерусалима Навузардан — сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ, Вавилон патшийӗн тарҫи — пырса ҫитнӗ, 9. вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртне те, патша керменне те, Иерусалимри мӗнпур кил-ҫурта та ҫунтарса янӑ, чи пысӑк ҫуртсене аркатнӑ; 10. сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗпе пӗрле ҫитнӗ халдейсен ҫарӗ Иерусалим тавра хӑпартнӑ хӳмене йӑлтах ишсе тӑкнӑ.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Хулана вӑл Седекия патшара вунпӗрмӗш ҫул ларичченех хупӑрласа тӑнӑ.2. И находился город в осаде до одиннадцатого года царя Седекии.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Седекия тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, вуннӑмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнче, Вавилон патши Навуходоносор хӑйӗн ҫарӗпе Иерусалим патнех ҫитнӗ те хула тавра тӑпрас купаласа тухнӑ.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Патшана ларнӑ чухне Седекия ҫирӗм пӗррере пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунпӗр ҫул хушши патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Хамуталь, вӑл Ливна хулинчи Иеремия хӗрӗ пулнӑ.
4 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иудея патши Иехония ӗнтӗ Вавилон патши патне хӑй тухнӑ; унпа пӗрле амӑшӗ те, тарҫисем те, аслӑ улпучӗсем те, хайранӗсем те тухнӑ, — Вавилон патши ӑна тыткӑна илнӗ, ку ӗҫ Навуходоносор саккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне пулса иртнӗ.
4 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вӑл Иерусалимра текех патшара ан лартӑр тесе, Нехао фараон ӑна Емаф ҫӗрӗ ҫинче, Ривла хулинче, тӗрмене лартнӑ, Иудея ҫине хырҫӑ — ҫӗр талант кӗмӗл тата [ҫӗр] талант ылтӑн — хунӑ.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вара патша пӗтӗм халӑха чӗнсе каланӑ: ҫак халал кӗнекинче ҫырнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр ячӗпе Пасха ирттерӗр, тенӗ, 22. Израиль халӑхне тӳресем тытса тӑнӑранпа та Пасхӑна ҫакӑн пек ирттермен, Израиль патшисемпе Иудея патшисем те пӗри те Пасхӑна унашкал чаплӑ уявламан; 23. ҫак Пасхӑна Иосия вунсаккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Ҫӳлхуҫана чысласа Иерусалимра ирттернӗ.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иосия хӑй вунсаккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Шафан ҫыруҫӑна — Мешуллам ывӑлӗн Ацалийӑн ывӑлне — Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫапла каласа янӑ: 4. аслӑ священник Хелкия патне кай, вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи кӗмӗле, алӑк патӗнче тӑракан хуралҫӑсем халӑхран пуҫтарнӑ кӗмӗле, шута илтӗр, 5. вара ҫав кӗмӗле Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫ тутарма уйӑрнӑ ҫынсен аллине паччӑр, лешӗсем ӑна Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче юхӑнса кайнӑ вырӑнсене юсакансене паччӑр, 6. алӑстисене, чул ӑстисене, стена купалакансене тӳлеччӗр, Ҫурта юсама йывӑҫ тата касса якатнӑ чул туянччӑр; 7. хӑйсене панӑ кӗмӗле вӗсем епле тӑкакланине ан ыйтӑр, мӗншӗн тесессӗн вӗсем тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлеҫҫӗ, тенӗ.
4 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Патшана ларнӑ чухне Иосия саккӑрта пулнӑ, Иерусалимра вӑл вӑтӑр пӗр ҫул хушши патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Иедида, вӑл Боцкафа хулинчи Адаия хӗрӗ пулнӑ.
4 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Патшана ларнӑ чухне Аммон ҫирӗм иккӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл икӗ ҫул хушши патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Мешуллемеф, вӑл Ятба теекен вырӑнти Харуц хӗрӗ пулнӑ.
4 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Патшана ларнӑ чухне Манассия вуниккӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл аллӑ ҫул патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Хефциба.
4 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Езекия вунтӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Сеннахирим, Ассири патши, Иудӑн мӗнпур ҫирӗплетнӗ хулисене хирӗҫ тапранса тухнӑ та вӗсене ярса илнӗ.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Езекия тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, Осия — Ила ывӑлӗ, Израиль патши — ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Ассири патши Салманассар Самарие тапӑннӑ, ӑна хупӑрласа илнӗ, 10. ӑна вӑл виҫӗ ҫултан ҫӗнсе илнӗ: Езекия улттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, эппин, Израиль патши Осия тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне вӑл Самарие парӑнтарнӑ.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Осия — Ила ывӑлӗ, Израиль патши — виҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иудея патшине Езекия, Ахаз ывӑлӗ, ларнӑ.1. В третий год Осии, сына Илы, царя Израильского, воцарился Езекия, сын Ахаза, царя Иудейского.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.