Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патшалӑхна (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хусан тутарӗсене ма хула тулашне хӑваласа кӑлартӑн, княҫсемпе мӑрсасене ма хӑвӑн патшалӑхна куҫарса кайрӑн терӗм.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп патшалӑхна мар, хам ухмах упӑшкана вӑрҫатӑп.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫара ылтӑнран тимӗрҫӗ лаҫҫи лартса пама хушӑп, вара эс кӗмӗл мӑлатуксемпе ӗҫлӗн» тесен, эп ӑна хирӗҫ: «Ылтӑн лаҫ та, хаклӑ йышши чулсем те, мӗнпур патшалӑхна парсан та кирлӗ мар мана. Луччӗ эс мана хамӑн Оксанӑна пар!» тенӗ пулӑттӑм.

Прикажу тебе сделать золотую кузницу, и станешь ты ковать серебряными молотами». — «Не хочу, — сказал бы я царю, — ни каменьев дорогих, ни золотой кузницы, ни всего твоего царства: дай мне лучше мою Оксану!»

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Эй, Турӑҫӑм, Хӑвӑн патшалӑхна кӗртмесӗр ан хӑварсам пире!

О, Господь, не оставляй нас за пределами твоего царства!

Кил пуҫӗн кӗлли (9) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 13-14 с.

Хӑвӑн Патшалӑхна кӗрсен асна илсем мана, тенӗ.

когда приидешь в Царствие Твое!

Лк 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

37. Патша Илиодортан: тепӗр хут Иерусалима яма юрӑхли кам пулма пултарӗ тесе ыйтсассӑн, вӑл ҫапла хуравланӑ: 38. санӑн мӗнле те пулин тӑшман е санӑн патшалӑхна хирӗҫ тӑраканӗ пур пулсассӑн, ӑна ҫавӑнта яр; эхер те чӗрӗ юлайсассӑн, вӑл унтан асап курса таврӑнӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫав вырӑнта чӑнах та Турӑ хӑвачӗ тӑрать: 39. Хӑй тӳпере пулин те, Вӑл — ҫав вырӑнӑн хуралҫи, ӑна хӳтӗлекенӗ, Вӑл усал шухӑшпа пыракансене вӗлере-вӗлере пӑрахать, тенӗ.

37. Когда же царь спросил Илиодора, кто был бы способен, чтобы еще раз послать в Иерусалим, он отвечал: 38. если ты имеешь какого-нибудь врага и противника твоему правлению, то пошли его туда, и встретишь его наказанным, если только останется он в живых, ибо на месте сем истинно пребывает сила Божия: 39. Он Сам, обитающий на небе, есть страж и заступник того места, и приходящих с злым намерением поражает и умерщвляет.

2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Акӑ сӑмахӗсен пӗлтерӗшӗ: Мене — «Турӑ санӑн патшалӑхна шутласа тухнӑ та ӑна пӗтернӗ».

26. Вот и значение слов: мене - исчислил Бог царство твое и положил конец ему;

Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3-5. Ҫапла калатӑп: эй Турӑҫӑм, Эсӗ: «Хам суйласа илнӗ ҫыннӑмпа халал хыврӑм, Хамӑн Давид чурама тупа туса, санӑн вӑрлӑхна ӗмӗрлӗх тӑвӑп, санӑн патшалӑхна сыпӑкран сыпӑка тӑсса пырӑп» тенӗ чухне Эсӗ ырӑлӑхна ӗмӗрлӗхе никӗсленӗ, Хӑвӑн тӳрӗлӗхне тӳпере ҫирӗплетнӗ.

3-5. Ибо говорю: навек основана милость, на небесах утвердил Ты истину Твою, когда сказал: "Я поставил завет с избранным Моим, клялся Давиду, рабу Моему: навек утвержу семя твое, в род и род устрою престол твой".

Пс 88 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

43. Вара яш ача патшана каланӑ: хӑвӑн патшалӑхна йышӑннӑ кунхине панӑ сӑмахна — Иерусалим хулине ҫӗнӗрен туса лартма, 44. Иерусалимран илсе кайнӑ савӑтсене каялла тавӑрма пулнине — асна илсемччӗ, тата Кир мӗнле сӑмах панине те асна илсемччӗ: вӑл Вавилона тустарса тухнӑ хыҫҫӑн ҫав суйласа илнӗ савӑтсене ҫавӑнтах ӑсатма пулнӑччӗ.

43. Тогда сказал он царю: вспомни обещание, данное тобою в тот день, в который ты принял царство твое, что ты построишь Иерусалим 44. и отошлешь все сосуды, взятые из Иерусалима, которые отобрал Кир, когда дал обеты разорить Вавилон, и обещался выслать их туда.

2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Соломона каланӑ: ҫапла тунӑшӑн, Манӑн халалӑмпа Манӑн йӗркемсене уяманшӑн, хӑвна мӗн хушнине астуса тӑманшӑн санран патшалӑха туртса илетӗп те хӑвӑн чуруна паратӑп; 12. анчах Давидшӑн, санӑн аҫушӑн, ҫакна Эпӗ сан ӗмӗрӳнте тумӑп, патшалӑхна сан ывӑлу аллинчен туртса илӗп; 13. пӗтӗм патшалӑхнех туртса илмӗп: Давид чурамшӑн, Хам суйласа илнӗ Иерусалимшӑн пӗр йӑхне сан ывӑлна парӑп, тенӗ.

11. И сказал Господь Соломону: за то, что так у тебя делается, и ты не сохранил завета Моего и уставов Моих, которые Я заповедал тебе, Я отторгну от тебя царство и отдам его рабу твоему; 12. но во дни твои Я не сделаю сего ради Давида, отца твоего; из руки сына твоего исторгну его; 13. и не все царство исторгну; одно колено дам сыну твоему ради Давида, раба Моего, и ради Иерусалима, который Я избрал.

3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех