Шырав
Шырав ĕçĕ:
1854 ҫулхи январӗн 14-мӗшӗнче Ливингстон балунда йӑхӗнчи патшасенчен чи вӑйлӑ патша резиденцине Шинтене пырса кӗнӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Муана патша паллӑ панипе Казондо палачӗ патша ури вӗҫӗнче выртакан тӑваттӑмӗш арӑмӗн пырне касса татрӗ, ун юнӗ шӑтӑка юхса анчӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Вилмеллисенчен иккӗмӗш арӑм шутланнӑ пӗр хӗрарӑма ак чӗркуҫлентерчӗҫ те аллисемпе ҫӗре тӗрентерчӗҫ, вӑл вилнӗ патшашӑн, чӗрӗ чухнехи пекех, лармалли вырӑн пулса тӑчӗ; виҫҫӗмӗш арӑмӗ патша кӗлеткине тытса тӑчӗ, тӑваттӑмӗшӗ ун ури вӗҫне минтер вырӑнне выртрӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ҫӗнӗ хӗрарӑм патша хушнине Муани-Лунга патшан ҫывӑх ҫыннисем те, халӑх та хирӗҫлемерӗ.Приказ новой королевы не вызывал возражений ни со стороны двора, ни со стороны народа.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ку патша Муани-Лунгӑран ҫамрӑкрах та хӗрӳллӗрех, вӑл Казонде патшин темиҫе ялне туртса илнӗ те ӗнтӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Часах патша Российи Австрипе Венгри ҫарне хирӗҫ наступлени турӗ те, Владимир Ильич умне патша ҫарӗн тыткӑнҫи пулас хӑрушлӑх тухса тӑчӗ.
«Уйӑхлӑ каҫ» соната // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Петӗр патша вӑхӑтӗнче ҫакӑнта хамӑрӑн мӑн асаттесем лашманта ҫӳренӗ иккен; таҫта инҫете кӗрсе, вӗсем патша валли карапсем тума ал вӗҫҫӗн юман кӗрешсем касса лашмансемпе турттарнӑ.Говорят, при царе Петре наши прадеды лашманили здесь, вывозили для царского флота корабельный лес.
XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Асанӗ таҫти патша вӑрманӗнче, таҫти патша хирӗнче ыр курса ҫӳренӗ-ха, такам куҫне курӑнса хапсӑнтарнӑ пуль, тахӑш ӑста сунарҫӑ тытса килнӗ ӑна кунта — акӑ халь шӑп кӑна Шерккее пулчӗ.
V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пӗр-пӗр ҫуртран хӑваласа кӑларнӑ хыҫҫӑн Велюш хӗрӗнкӗ кӗнӗ халпала урам варринчех ҫиле хирӗҫ тӑрать те, тӑсмака та ырхан урине ҫил-тӗр янӑ ӗне пек чаркаласа, хулӑн шӑнӑрлӑ аллипе кӑмӑлӗ туличчен сулкалашать: «Эпӗр-и? — тет вара, кӑкӑрне ҫапкаласа, — энӗр салтак пулккисем! Микул патша хуралҫисем!.. Эсӗр камсем? Хӑртӑксем-ҫке эсӗр! Ҫӑпата пуҫне йӗпетекенсем!.. Эп тесен, Микул патшан пирвӑй кӑрнатирӗ!..» — тесе пырӗ тытаничтен кӑшкӑрашать.
I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Патша пуҫне ҫиекенсем Вунулттӑмӗш Людовикӗн пуҫне касрӗҫ, эпир патшана вӗлерекенсене татӑкӑн-татӑкӑн касса ваклатпӑр.Цареубийцы отрубили голову Людовику Шестнадцатому, мы будем рубить ноги и руки цареубийцам.
III. Чаплӑ ҫынсемпе ахаль ҫынсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Петӗм патша ушкӑнӗ, ҫав мӗнпур нимӗҫсем, нимӗҫ патша майри, ҫав мӗнпур Мясоедовсемпе Вырубов полковниксем, Сухомлинов министрсем вырӑс ҫарне ваккӑн та, курттӑм та сутнӑ вӗт.
6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Вӑл патша вӑхӑтӗнчи ҫар сучӗ хӑйне вӗлермелле приговор йышӑннӑ чухне те, патша тӗрминчен тарнӑ чухне те вилӗмрен хӑраман.
7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Хӑйсене патша влаҫӗ аллинче пурӑнма йывӑр пулсан, вӗсем хура халӑха патша влаҫӗ ҫине вӑскӑртаҫҫӗ, халӑх ҫӗкленсе тӑрса ҫав влаҫа король аллинчен туртса илсен, ҫав пӗчӗк этемсем влаҫа ултавпа хӑйсен аллине илеҫҫӗ те халӑха йытӑ йӑви пек шӑтӑксене хӑваласа салатаҫҫӗ, халӑх вӗсемпе тавлашсан — ӑна ҫӗршерӗн те пиншерӗн тытса хӗнеҫҫӗ.
XXIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ун чухне ҫапла каланӑ: патша хресченсене ирӗке кӑларнӑшӑн ҫӗр улпучӗсем тарӑхнӑ, ӑна тавӑрас тесе, вӗсем патшана вӗлериччен те хӑйсен ҫӳҫӗсене касмастпӑр тесе сӑмах панӑ пулать, ҫавӑншӑн вӗсене социалистсем тесе ят панӑ.
VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Патша тронӗ ҫинчи пек лартӑм, пӗтӗм Раҫҫей патши пек.
Аполлон Стышной // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Соломон патша ҫинчен ҫеҫ пӗлетӗп тата картсем ҫинче корольсене курнӑ — вӗсем те патша шутланаҫҫӗ пулсан.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Ҫитӗ мана пӗр-пӗр патша туйӗ ячӗпе ун ҫемйинче ҫуралнӑ е патшана ларнӑ ятпа пулма пултаракан шанчӑксӑр амнистие кӗтсе, ал-урари сӑнчӑрсене чӑнкӑртаттарса, тӗрмере пурӑнма!»
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Хӗрарӑм патша ҫапла каланӑ: монарх пуҫ пулса тӑнӑ ҫӗрте чӗрери пархатарлӑ шухӑшсене пусмӑрламаҫҫӗ, этем ӑсӗпе тунӑ чаплӑ ӗҫсене, поэзине тата художествӑна кураймасӑр тӑмаҫҫӗ; пачах урӑхла, уйрӑм монархсем вӗсене хӳтӗлекенсем пулнӑ, Шекспирсемпе Мольерсем монархсен хӳттинче ӗҫлесе чапа тухнӑ, ҫав вӑхӑтрах Дант хӑйӗн республикӑлла тӑван ҫӗршывӗнче кӗтес тупайман; чӑн-чӑн генисем республикӑлла террорпа политикӑлла ирсӗр ӗҫсем пулса иртнӗ вӑхӑтра мар, патшасемпе патшалӑх хӑватлӑ пулнӑ вӑхӑтра ҫуралса тухаҫҫӗ, республика ку тарана ҫитсе те тӗнчене пӗр поэта та парнелемен-ха; поэт-художниксене уйӑрса илме пӗлмелле, мӗншӗн тесен вӗсем никама та пӑлхатмаҫҫӗ, никама та хирӗҫтермеҫҫӗ, чӗрене килӗшӳпе канлӗх кӑна парса тӑраҫҫӗ; ученӑйсем, поэтсем, искусство ҫыннисем вӗсем — императорсен коронинчи бриллиантсем; вӗсем аслӑ государь ӗмӗрне илемлетсе кӑна тӑраҫҫӗ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Вӑл ним хайласӑр та ансат сӑмахсемпе казаксен ӗлӗк-авал патша ҫарӗсене харсӑррӑн тустарнӑ, вӑрӑ-хурахсен киммисемпе Донпа Атӑл тӑрӑх ҫӗмӗрттерсе ҫӳренӗ, тӑмхаллӑ патша карапӗсене ҫаратнӑ, купцасене, боярсемпе воеводӑсене унтан-кунтан пайтах «хыпашласа пӑхнӑ», инҫетри Ҫӗпӗре пӑхӑнтарнӑ ватӑ аслашшӗсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ…
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Чылай каярахран та, патшан хурҫӑ шӑнӑрлӑ алли пӑркӑчласа хӗстернине пула пӗтӗм Ҫар облаҫӗ шӑппӑн пӑлханнӑ вӑхӑтра, тури казаксем, хӑйсен атаманӗсем ертсе пынипе, кӗрешӗве уҫҫӑнах ҫӗкленнӗ, патша тытӑмӗн тӗккисене лӑкакаласа пӑхнӑ: корона ҫарӗсемпе ҫапӑҫнӑ, Дон ҫинчи каравансене тустарнӑ, Атӑл ҫине ҫитсе ӳкнӗ, хавшаса вӑйсӑрланнӑ Запорожье казакӗсене пӑлхава тухма хӗтӗртнӗ.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.