Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парнеленӗ (тĕпĕ: парнеле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачапа амӑшӗн сывлӑхне упрани, садиксемпе яслисем, шкулсем ҫӗклени, ҫемьери иккӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи пепкене кун ҫути парнеленӗ е усрава илнӗ хӗрарӑма амӑшӗн ҫӗршыв пӗлтерӗшлӗ капиталӗн сертификачӗсӗр пуҫне республика Пуҫлӑхӗ ҫирӗплетнипе, пособисемпе, патшалӑх пулӑшӑвӗн ытти мелӗпе тивӗҫтерни Чӑваш хутлӑхӗнчи ҫемьесене шанӑҫ парать.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Вӗсенчен пӗрне — «Семья государя» ятлине — Илья Петровича парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ӑна тӗп хулари «Трак ен» ентешлӗх ертӳҫи, район пухӑвӗн депутачӗ Алексей Львов парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Федоровсем виҫӗ ывӑлпа пӗр хӗре пурнӑҫ парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Техника штурвалне алӑран яман // Владимир ЕГОРОВ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.18

Халӗ ҫавӑншӑн лешӗ 5 пин тенкӗлӗх тӗрлӗ тӗслӗ ҫип туянса парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Туслӑ мӑшӑр 5 ачана кун ҫути парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хресчен сассипе» - чӗрӗк ӗмӗр // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Резидапа Эмир Батановсем икӗ арҫын ачана кун ҫути парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Хӑмла тухӑҫне ӳстернӗ колхоза УАЗик те парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Пурӑннӑ чухне темшӗн чылайӑшӗ атте-аннене кирлӗ пек хаклама пӗлейместпӗр туйӑнать: Турӑран ыйтса кун ҫути парнеленӗ ҫыннӑмӑрсене тав тума манатпӑр е тепӗр чухне хал та ҫитерейместпӗр, кӑмӑлӗсене хӑваратпӑр, тимлӗх те сахал уйӑратпӑр пулӗ...

Куҫарса пулӑш

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр пире тӑнӑҫ пурнӑҫпа ирӗклӗх парнеленӗ паттӑрсем умӗнче эпир ӗмӗр-ӗмӗр парӑмра.

Мы в вечном долгу перед героями, подарившими нам мир и свободу ценою своей жизни.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех