Шырав
Шырав ĕçĕ:
Паянхи кунчченех-ха казаксем хушшинче ак ҫакӑн пек сӑмах ҫӳрет: Хаяр Иван ӗмпӳ Терек ҫине килнӗ имӗш, Гребньӑран хӑй патне стариксене чӗнтерсе, вӗсене юханшыв ку енчи ҫӗрсене парнеленӗ, тет, туслӑ пурӑнма ӳкӗтленӗ тата хӑйне пӗтӗмпе пӑхӑнса тӑма та, тӗнне улӑштарма та ирӗксӗрлемӗп, тесе сӑмах панӑ пулать.
IV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ҫук, унӑн та кирлӗ мар япаласем пур: акӑ эпӗ ӑна пӗлтӗр парнеленӗ сигарӑсем темӗн пысӑкӑш ещӗкне, пуҫламан-ха вӑл ещӗке, хӑй вӑхӑтне кӗтсе ларать.
XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ку арчара даосск манахӗ парнеленӗ вилӗмсӗр халал пилюли упранатчӗ.
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Даосск манахӗ парнеленӗ ылтӑн пилюльӑна ҫӑтса ярӑп та, ак, тӳпенелле вӗҫсе хӑпарӑп.Приму золотую пилюлю, которую подарил даос, и вознесусь на небо.
I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Акӑ кӑна, хулӑнрах бумажникне, савнӑ аннем, эпӗ сире парнелеместӗп, мӗншӗн тесен унта хут укҫасем ҫук, унта пӗтӗмпех банк билечӗсемпе вексельсем ҫеҫ, тата кашни билечӗпе кашни вексель, савнӑ аннем, Марья Алексевна, эпӗ сире парнеленӗ бумажникрен чылай хаклӑрах тӑрать!»
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Парнеленӗ лашан шӑлӗсене шутламаҫҫӗ тенӗ те, манӑн хамӑн йӑлана пӑрахасси пулмасть — шутланине ҫырас терӗм, Эсӗ, укҫаллӑ та пултаруллӑ ҫын, кӗнекене лайӑхрах пӑхса тухса, тепӗр хут кӑларатӑнах тетӗп.
«Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра // Виталий Станьял. https://chuvash.org/blogs/comments/4943.html
Сӑмса тутри кӑларма тесе аллине кӗсьене чиксен, вӑл унта авалхи тусӗ парнеленӗ хуҫмалла ҫӗҫҫе хыпашласа тупрӗ.
XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Шалыя парнеленӗ хыҫҫӑн, тепӗр кунне, Нагульнов Лушкӑпа уйрӑлчӗ.На другой день после того, как премировали Шалого, Нагульнов развелся с Лушкой.
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Давыдов, ударник-тимӗрҫе хисеп туса парнеленӗ ятпа сухалӗсене яп-яка хырса якатнӑскер, тап-таса фуфайка тӑхӑнса пынӑскер, хӗрлӗ хӑмач тӑрӑхӗ ҫине саркаласа хунӑ инструменчӗсене сӗтел ҫинчен илсе алла тытрӗ, Андрей Разметнов хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ Ипполита ҫав вӑхӑтрах сцена ҫине тӗртсе кӑларчӗ.
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Парнеленӗ ҫаплах хӑйӗн варлине патша Ливи тӑвӗсен аркинчи вӑрмансенче чи малтан ҫурӑлакан ҫурӑм ути чечекӗсем евӗр аметистсене, — ҫиле чарса лартакан, ҫилле ҫемҫетекен, ӳсӗрӗлесрен сыхлакан, тискер кайӑксене тытнӑ чух пулӑшакан тӗлӗнмелле вӑй-хӑватлӑ аметистсене; юратура телей паракан, мӑшӑрсен харкашӑвне пусӑрӑнтаракан, патша тарӑхӑвне сирсе яракан, лашана алла вӗрентнӗ вӑхӑтра тата сутнӑ чух ӑнӑҫу кӳрекен Персеноль бирюзине; кушак куҫне те — хӑй хуҫин пурлӑхне, ӑстӑнӗпе сывлӑхне сыхлаканскере; шупка, ҫыран таврашӗнчи тинӗс шывӗ евӗр кӑвакрах симӗс вериллие те — куҫа шур илесрен тата юхан-суранран хӳтӗлекен хатӗре, ҫулҫӳренсен ырӑ юлташне; нумай сӑрлӑ ахах та — ӑна хӑй ҫумӗнче тытакан тӑшмансен каварӗнчен хӑрамасть тата ҫӗр кисреннӗ чухнехи хӑрушлӑхран сыхлӑхлӑ; нефрита та — аҫа ҫапассине сирекен кӑчкӑ чулне; симӗсрех панулми тӗслӗ, тӗксӗмрех ҫутӑ онихие те — хуҫине вутран тата ухмаха тухасран хураллаканскере; тискер кайӑксене чӗтреве ертекен ясписа та; калаҫу хитрелӗхне ӳстерекен хура чӗкеҫ чулне те; йывӑрлӑ хӗрарӑмсем хисеплекен ӑмӑрткайӑк чулне те, чӗпписем тухас вӑхӑт ҫитсен, хайсен йӑвисене хураҫҫӗ ӑна ӑмӑрткайӑксем; пӗчӗк хӗвелсем евӗр ҫиҫекен, Офиртан илсе килнӗ заберзата та; ылттӑн пек сарӑ хрисолта та — сутуҫӑсемпе вӑрӑсен тусне; патшасемпе вӗсен арӑмӗсем юратакан сардоникса та; хӑмла ҫырли тӗслӗ лигирие те: пуриншӗн те паллӑ, стена витӗрех курма пултаракан ҫивӗч куҫлӑ ҫӳлевӗҫсен хырӑмӗнче тупаҫҫӗ ӑна, — ҫавӑнпа та лигирипе ҫӳрекенсем яланах ҫивӗч куҫлӑ пулаҫҫӗ, — кунсӑр пуҫне вӑл сӑмсаран юн кайнине чарать тата тӗрлӗ сурансене, вӗсене чулпа та тимӗрпе амантса туман пулсан, тӳрлетет.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ман арӑмӑн, Астис майра-патшан, ашшӗ, Египет фараоне Суссаким, парнеленӗ мана куна, хӑйне ӑна ҫак чул тыткӑнри патшаран лекнӗ.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Асӑнмалӑх шкулта усӑ курма пысӑк юман сӗтел, доска, шкаф тата этажерка парнеленӗ.На память подарил школе большой дубовый стол, доску, шкаф и этежерку.
И.Я.Яковлев Енӗш Нӑрвашра темиҫе те пулнӑ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18
Иван Яковлевич Енӗш Нӑрваш шкулне килнӗ самантсене сӑнласа хамӑр ентеш, П.М.Меркурьев художник виҫӗ картина ҫырса хатӗрленӗ, вӗсене ялти музея парнеленӗ.
И.Я.Яковлев Енӗш Нӑрвашра темиҫе те пулнӑ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18
Ливанран кӳртернӗ кедр пӗренисемшӗн, кипариспа олива хӑмисемшӗн, певг йывӑҫӗшӗн, ситтимпа фарсисшӑн, ялтӑраса-ҫуталса тӑракан пуличчен тип-тикӗс якатнӑ тем пысӑкӑш хаклӑ чулсемшӗн, пурпурпа йӑм-хӗрлӗ сӑршӑн тата ылттӑнпа ҫӗленӗ виссоншӑн, сенкер ҫӑм материсемшӗн, пил шӑммипе хӗрлӗ така тирӗшӗн, тимӗрпе оникс тата тӗрлӗрен мраморшӑн, хаклӑ йышши чулсемшӗн, ылттӑн сӑнчӑрсем, пуҫкӑшӑлӗсем, шнурсем, хӗскӗчсем, сеткӑсем, таканасем, лампадӑсем, чечексемпе ҫутаткӑҫсемшӗн, алӑксен ылттӑн тӑпсисемпе кашниех утмӑлшар сиклӗ таякан ылттӑн пӑтасемшӗн, ылттӑнран тунӑ куркасемпе тирӗксемшӗн, шарӑҫлӑ та мозаиклӑ тӗрӗ-эрешсемшӗн, шӑратса хывнӑ тата чула касса хатӗрленӗ арӑслансен, ӗҫ вӑкӑрӗсен, пальмӑсемпе ананассен кӗлеткисемшӗн Тир патшине Хирама, зодчипе пӗр ятлӑскере, Галилей ҫӗрӗнчи ҫирӗм хулипе ялӗсене парнеленӗ Соломон, апла пулин те Хирам ҫав парнене ним вырӑнне картман, — ҫакнашкал никам илтмен капӑрчӑклӑхпа ӳссе ларнӑ турӑ храмӗпе Соломон керменӗ тата Миллори кӗҫӗн кермен — патша арӑмӗ, Египет фараонӗн Суссакимӑн хӗрӗ, хитрешке Астис валлискер.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ҫак пурнӑҫ урокӗ гениллӗ хозяйкӑна тепӗр чухне ним чухлӗ те ӑс парайман пулӗччӗҫ, нимле майпа та ӑна тавҫӑруллӑ тӑваяс ҫукчӗ, анчах халӗ вӑл, чӗри-ӑсӗпе ӑнланса, йӑлтах тавҫӑрса илчӗ те… хӑйне качча тухнӑ чухне парнеленӗ ахаха аса илчӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл шурӑ платье тӑхӑнчӗ, Обломов парнеленӗ алҫыххине чӗнтӗр айӗн пытарса ҫыхрӗ, ҫӳҫне Обломов юратнӑ пек турарӗ; малтанхи кунах фортепиано ӗнерсе хатӗрлеме хушрӗ, ирхине вара юрласа пӑхрӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вара амӑшӗ Андрюша хулана ларса ҫӳрекен урапана та, ашшӗ ӑна парнеленӗ клеенка плаща та, симӗс замш перчеткине те — ӗҫлӗ пурнӑҫра кирлӗ элле-мелле япаласене пурне те чӗререн курайман.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӑна Алексей Николаевича Балтика завочӗн рабочийӗсем парнеленӗ.
Вӑтӑр иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
— Ку турӑша мана рабочисем парнеленӗ, малашне те вӑл рабочисен класӗшӗнех ӗҫлӗ, — тет Владимир Полиевктович ун хыҫӗнчен хулӑн кӗнеке туртса кӑларнӑ май.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
— Пӗлетӗп, ӑна Сире рабочисем парнеленӗ.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.