Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑшӗ укҫа панӑ, хӑшӗ аллегри вӑййи туса ирттерме япала парнеленӗ.
IV // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Ленька Василий пиччерен хӑйне час-часах дозора яма ыйтать, вара, разведкӑпа пӗрле, йӑшнӑ ҫул тӑрӑх хӑйӗн складра парнеленӗ пысӑк аттисемпе шаплаттарса утать.
XIX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Арӑслан хур каланипе брахмана икӗ хутаҫ укҫа парнеленӗ, икӗ хутаҫҫинче те пиншер рупий пулнӑ иккен.Выслушал лев гуся и пожаловал брахману две сумы с деньгами — в каждой было по тысяче рупий.
Брахман, арӑслан хур тата ҫӑхан ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Вӑл пире хӑшпӗр сӗтел-пукансем, вӑл шутра, аннене прилавка хыҫӗнче ларма лайӑх пултӑр тесе, питӗ лайӑх кресло парса парнеленӗ.
VII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Вӑл хӑйӗн ывӑлне лайӑх вӗреннӗшӗн кӗнеке парса парнеленӗ.
Иван Франко // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 24–28 с.
Чжао тӑлӑх арӑм чӑпта парнеленӗ, кӗтӳ ачи У Цзя-фу таҫтан кантӑк шыраса тупнӑ, ӑна кантӑк рамине вырнаҫтарса, хутпа ҫыпӑҫтарса ҫаврӑннӑ.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫав пӳрте ӑна ҫӗнӗ председатель парнеленӗ.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Килте Фомана хаваслӑн кӗтсе илнӗ: ашшӗ ачана мыскараллӑ вензелле сулмаклӑ кӗмӗл кашӑк парнеленӗ, аппӑшӗ — хӑй аллипе ҫыхнӑ шарф панӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗр совет командирӗ, Чжао Юй-линь ҫав тери асапланса пурӑнни ҫинчен пӗлсен, ӑна икӗ мӑшӑр военнӑй тумтир парнеленӗ.
IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Хань Лао-лю ӑна хутран-ситрен япаласем парнеленӗ.
II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Сылтӑм аллипе ҫаратса пухнӑ пуянлӑхне Сулла, ҫапла, сулахай аллипе римлянсене парнеленӗ; вара Рим гражданӗсем, диктатора курайманнине пытарса, вӑл хӑна тунине те, мыскарасем кӑтартнине те хавасланса йышӑннӑ.
I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Тав сана, чирлешке ҫынна та туххӑмрах чӗрӗлӗх вӗрсе кӗртме нимӗскерне те чӗптӗм хӗрхенмен хӑватлӑ уй-хир, тав сана, ачам-пӑчама хӗвел хӗлхемӗ парнеленӗ ен!
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Чӑлхуна хӗр парнеленӗ пулмалла сана; венчете кайнӑ пекех, — унӑн ответне кӑмӑлласа, малалла калаҫрӗ Павӑл.
27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Видов кунӗ иртсен, выльӑхсем хыҫҫӑн утса пынӑ чухне, хӑйне парнеленӗ кӗнекене пурте курма пултарччӑр тесе, ӑна вӑл хул айне хӗстерсе ҫӳретчӗ.
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Кӗтуҫ ачи хӑйӗн тантӑшӗ, учитель ывӑлӗ, тӑхӑнса ҫӳренӗ пушмак пек сарӑ пушмака тӗлӗкре куратчӗ, вӑл вара ҫапла шутлатчӗ: хӑйне пӗрремӗш класран пит лайӑх вӗренсе тухнӑшӑн тата хӑйне йӗркеллӗ тытнӑшӑн парнеленӗ сборникри сӑвва пӗр йӑнӑшсӑр вунӑ хут ҫине-ҫине каласан, кирек епле пулсан та, унӑн ҫара урисенче сарӑ пушмак пулмаллах, тесе шутлатчӗ.
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Чича ӑна хура ӑйӑр хӑй парнеленӗ.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Кунашкал юратакан ҫынсем хӑйсене те савассине нихҫан та ӗненмеҫҫӗ (мӗншӗн тесен мана ӑнланман ҫыншӑн хама хам шеллемесӗр пӗтересси пушшех чыслӑрах), яланах нишлӗ пулаҫҫӗ, асапсен пӗлтерӗшне ҫакӑ та ӳстерет; нумайӑшӗ яланлӑхах юратса пӑрахаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсене юратнӑ ҫынна парнеленӗ асапсен ырӑ ятне ҫухатма йывӑр пулӗччӗ; хӑйсем чунтан парӑнса тӑнине ӑна ӗнентерессишӗн вилме яланах хатӗр, анчах юратнине куллен вак-тӗвексемпе кӑтартассинчен йӗрӗнеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вак-тӗвексемпе кӗрмешни кӑмӑла вӑйлӑн ҫӗклентерме пултараймасть.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ҫапла вӑт, Николай Петрович, — тет мана старик, эпӗ тумланнӑ хушӑра пӳлӗм тарӑх ман хыҫҫӑн ҫӳренӗ май хӑйӗн хулӑн пӳрнисем хушшинче кукамай парнеленӗ кӗмӗл табакеркӑна хисепе хунӑн хуллен ҫавӑркаласа, — эсир экзамена ҫавӑн пек питӗ лайӑх пама пултарни ҫинчен ывӑлран пӗлсенех, — эсир ӑслӑ пулни пурне те паллӑ-ҫке, — улпутӑм, сире саламлама васкасах чупса килтӗм; эпӗ вӗт сире хулпуҫҫи ҫине лартса ҫӳренӗ, тата, тур курать, сире пурне те тӑвансене юратнӑ пек юрататӑп, Илинька та сирӗн пата питӗ килесшӗн пулчӗ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ хамӑн ҫӗнӗ жилета фабрика хуҫи парнеленӗ лайӑх сюртука тӑхӑнтӑм, ҫӳҫе тирпейлӗн тураса якатрӑм та аттен ликер лавккине кайрӑм.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл улпут арчисенче мӗн пуррине пӑхса тухнӑ, унти япаласене хут ҫине ҫав тери тӗплӗн ҫырса палӑртнӑ та ӑна приказчик арӑмӗн аллине панӑ; унтан хӑйне кукамай тахҫанах парнеленӗ икӗ пурҫӑн кӗпепе авалхи мӑн тутӑра, асаттен ылтӑнпа капӑрлатса ҫӗленӗ ҫар мундирне, ӑна хӑйне панӑскере, туртса кӑларнӑ.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.