Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

параймастӑп (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗнтӗ кун-ҫулӑма мухтавлӑн параймастӑп пулсан, чӑнлӑхшӑн парас эппин…

Если я не могу отдать свою жизнь со славой, то могу пожертвовать ею честно…

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эпӗ хам пӗччен каласа параймастӑп сана ун ҫинчен, ҫакна тума мана сана маларах курӑннӑ аппан пулӑшӑвӗ кирлӗ.

— Я одна не могу рассказать тебе этого, для этого мне нужна помощь моей старшей сестры, — той, которая давно являлась тебе.

8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ачасем мӗнле кайнине аса илсен, халӗ те ман ӑшӑм вӑркать, ун ҫинчен пӗтӗмпех каласа та параймастӑп.

До сих пор я волнуюсь, вспоминая, как уезжали дети, — между прочим, ещё потому, что не в силах рассказать об этом со всей полнотой.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пур, терӗм эпӗ, анчах вӗсене Александр Иванович хушмасӑр параймастӑп терӗм, Саньӑна эп чи малтанхи хут: ячӗпе пӗрле ашшӗ ятне те каларӑм.

Я сказала, что есть, но без разрешения Александра Ивановича — первый раз в жизни я назвала Саню по имени-отчеству — я, к сожалению, не могу ими распоряжаться.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл Марья Васильевна ҫине мӗнле пӑхнине каласа параймастӑп эпӗ.

Я не могу объяснить, с каким выражением он смотрел на Марью Васильевну.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

5. Тата каланӑ вӗсене: калӑпӑр, сирӗн хушшӑрта камӑн та пулсан тусӗ пултӑр; вӑл тусӗ патне ҫур ҫӗр тӗлӗнче пырса: «тусӑм! мана кивҫен виҫӗ ҫӑкӑр парса яр-ха: 6. ман патӑма ҫула май тусӑм кӗчӗ те, манӑн ӑна ҫитерме нимӗн те ҫук» тетӗр; 7. лешӗ шалтан ӑна ҫапла хуравлатӑр: «ан чӑрмантар мана, алӑксене те питӗрнӗ, ачамсем те хампа пӗрле вырӑн ҫинче; тӑраймастӑп, сана нимӗн те параймастӑп» тетӗр.

5. И сказал им: положим, что кто-нибудь из вас, имея друга, придет к нему в полночь и скажет ему: друг! дай мне взаймы три хлеба, 6. ибо друг мой с дороги зашел ко мне, и мне нечего предложить ему; 7. а тот изнутри скажет ему в ответ: не беспокой меня, двери уже заперты, и дети мои со мною на постели; не могу встать и дать тебе.

Лк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех