Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пальто сăмах пирĕн базăра пур.
пальто (тĕпĕ: пальто) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ йӗмерӗм, анчах та сӑн-питӗм тискерленсе кайнӑччӗ пулӗ манӑн, мӗншӗн тесен сӑран пальто тӑхӑннӑ ҫын ман ҫине пӑхса илчӗ те аллине пушатрӗ: эпӗ тарас ҫуккине пӗлчӗ, ахӑр.

Я не плакал, но, должно быть, у меня было отчаянное лицо, потому что человек в кожаном пальто внимательно посмотрел на меня и разжал свою руку: понял, что не убегу.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сӑран пальто тӑхӑннӑ ҫын аллипе мана ҫав тери ҫирӗп тытать, эпир таҫта каятпӑр, тӗрмене пулас.

Человек в кожаном пальто крепко держал меня за руку, мы шли куда-то, — наверное, в тюрьму.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петька хапха еннелле ыткӑнчӗ, сӑран пальто тӑхӑннӑ ҫын ун хыҫӗнчен чупрӗ.

Петька опрометью кинулся к воротам, человек в кожаном пальто побежал за ним.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Картишӗнче, пирӗн флигель кӳршӗсен картишӗ патне пырса тухнӑ тӗлте, хӗрачапа ула куракран пуҫне сӑран пальто тӑхӑннӑ ҫын тӑрать.

Кроме девочки и вороны, на дворе был еще человек в кожаном пальто. Он стоял у того места, где наш флигель примыкал к чужому двору.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл, ҫав тери ҫилленсе ҫитнӗскер, темшӗн мана пальто ҫухине тӑратса яма хушрӗ.

Очень сердитый, он зачем-то велел мне поднять воротник пальто,

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та вӑл пӗр вӗҫӗмрен (эпӗ атӑ, пальто тӑхӑниччен, кукӑльсене кутамккана чикичченех) шӑхӑрчӗ.

Но он свистал все время, пока я надевал сапоги, пальто, клал в мешок кокоры.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Аллине вӑл винтовка тытнӑ, пальто ҫинчен чӗн пиҫиххи ҫыхнӑ, пиҫиххинчен наган ҫакса янӑ.

В руках у него была винтовка, а за кожаным поясом, выглядевшим очень странно на обыкновенном пальто, торчал наган.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫынсем халатпа ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ, — пальто та, атӑ та кирлӗ мар.

а ходят в одних халатах — ни тебе сапог, ни пальто.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Хуҫи эсӗ-и? — хыпаланса ыйтрӗ унтан таса мар пальто тӑхӑннӑ ҫын.

— Ты хозяин? — вдруг быстро спросил его человек в парусиновом пальто.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӗрлӗ питлӗ, вараланчӑк пальто, шалпар атӑ тӑхӑннӑ палламан ҫын килсе кӗнӗ чухне Даша инке картишӗнче чӑлха ҫыхса ларатчӗ.

Тетя Даша сидела во дворе и вязала, когда у ворот появился незнакомый красномордый человек в грязном парусиновом пальто, в толстых сапогах.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анне, ырханланса, ҫамрӑкланса кайнӑскер, вӗр-ҫӗнӗ пальто тӑхӑннӑ, чечеклӗ ҫӗне тутӑр ҫыхнӑскер, пире лав тытсах киле илсе таврӑнать…

Мать везла нас домой – похудевшая, помолодевшая, в новом пальто и новом цветном платке…

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах вӑл малтанхи пекех утрӗ, пальто унӑн хулпуҫҫийӗ ҫинчен шуса анса ҫӗре ӳкрӗ, боецсем вара шеренгӑсене ҫурмаран сирсе пальторан пӑрӑнса иртсе кайрӗҫ.

Она продолжала идти, пальто соскользнуло с ее плеч и упало, и бойцы прошли, раскалывая шеренги пополам и обходя его.

11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Хапхаран тухнӑ чух унӑн хулпуҫҫийӗсем ҫине такам пальто уртса ячӗ.

В воротах кто-то накинул ей на плечи пальто.

11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Лешӗ шалпар ҫанӑллӑ пальто тӑхӑннӑ та кӗнеке вуласа ларать; алӑк уҫӑлсан, вӑл пуҫне кӗнеке ҫинчен илчӗ.

Он сидел в пальто с широкими рукавами и читал; поднял глаза от книги, когда отворилась дверь.

XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Верочка, пальто айӗнче аллипе темскер йӑтса пырать.

Верочка, что-то несет в руке под пальто.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех