Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пайӗ (тĕпĕ: пай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунне 3 хут апат умӗн кирлӗ чухне пӗр хут е яланах стаканӑн виҫҫӗмӗш пайӗ ӗҫмелле.

Куҫарса пулӑш

Хутаҫӗ уйрӑмах паха // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.22. 24№

Пӗлтерӳсен пайӗ сире самай пулӑшу кӳрессе шанса тӑратпӑр.

Мы надеемся, что раздел объявлений вам окажет не малую помощь.

Сайтра пӗлтерӳсем пама май пур // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12702.html

Ҫӗнӗлӗхе сайта кӗртнӗ май эпир «Паллашу» уйрӑмне те ылмаштартӑмӑр — ку пай малашне пӗлтерӳсен пер пайӗ пулӗ.

После ввода нововведения мы изменили и раздел «Знакомства» — в дальнейшем этот раздел станет частью объявлений.

Сайтра пӗлтерӳсем пама май пур // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12702.html

«Ҫӗршывӑн промышленноҫ комплексӗн пысӑк пайӗ пирӗн округра вырнаҫнӑ, ҫапла майпа 2,5 млрд тонна каяш пухӑнать. Вӗсен 27% ҫеҫ сиенсӗрлетме тата тепӗр хут усӑ курма май килет. Чи анлӑ сарӑлнӑ меслет — хытӑ каяша ятарлӑ полигонра мар, свалкӑра чавса чикеҫҫӗ. Вӗсем вара ҫӗре, сывлӑша, шыва варалаҫҫӗ», — тенӗ Михаил Бабич ку ӗҫре субъектсем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулни ҫинче чарӑнса тӑнӑ май.

"Большая часть производственного комплекса страны расположена в нашем округе, таким образом накапливается 2,5 млрд тонны отхода. Из них всего лишь 27% удается обезвреживать и переработать. Самый распространенный способ - твердые отходы закапывают не в полигонах, а на свалках. Они в свою очередь загрязняют почву, воздух, воду", - сказал Михаил Бабич, акцентируя на те трудности, с какими приходится сталкиваться субъектам в этом деле.

Информаци тӗлӗшӗнчен хӳтӗленме // Алина ТИМОФЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Пӗри - социаллӑ хӳтлӗх пайӗ йӗркелени, иккӗшӗ вара сывлӑха ҫирӗплетмеллисем, «Улыбка» тата «Чародеи» ятлӑ лагерьсем.

Одна из них отдела социальной защиты, две - оздоровительные: лагеря «Улыбка» и «Чародеи».

Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // З.ГРИГОРЬЕВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Пасара сысна какайӗн виҫҫӗмӗш пайӗ Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчен килет.

Одна третья часть свинины поступает на рынок из Цивильска.

Хамӑра тӑрантарма пултаратпӑр // Григорий ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Вӗсенчен виҫҫӗмӗш пайӗ унчченхи ҫыравсене хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫырава хатӗр-и? // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Ҫак виҫен тӗп пайӗ — конкурс производствинчи Шупашкарти 1-мӗш типографин.

Куҫарса пулӑш

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Диплом илсен пысӑкрах пайӗ пурнӑҫа ялпа ҫыхӑнтармасть.

После получения диплома большинство не связывает свою жизнь с селом.

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Культура пайӗ, йышӗпе обкомра чи пӗчӗкки шутлансан та, ӗҫӗпе ыттисенчен хавшак пулман.

Отдел культуры, хотя по количеству работников был самым маленьким в обкоме, по работе не уступал другим.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Малашне ҫак картинӑсен пӗр пайӗ художество галерейинче, тепӗр пайӗ Константин Иванов музейӗнче вырӑн тупӗҫ.

В дальнейшем часть этих картин найдет место в художественной галереи, часть в музее Константина Иванова.

Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Пӗтӗмпе унӑн 100-е яхӑн ӗҫне тӑратнӑ, ҫак хутри вырӑнӑн виҫҫӗмӗш пайӗ чухлӗ.

Куҫарса пулӑш

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

— Арҫын ӗҫне хамӑр ҫине тиес марччӗ, хӗр пулса ҫуралнӑ тӑк этемлӗхӗн илемлӗ пайӗ пекех пурӑнасчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Унӑн пысӑк пайӗ ҫинче хуҫалӑх пӗрремӗш ҫул мар чылай ҫул ӳсекен курӑксем акать, 159 га вара кӑҫалтан вир валли пулӗ – ҫӗре сухаласа рекультивациленӗ.

Куҫарса пулӑш

Лаптӑксем «манӑҫнӑ-и»? // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Укҫа ҫаврӑнӑшне йӗркелейменрен тата производство чарӑннӑран кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен коллективӑн пысӑк пайӗ ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене тӗпчекен 2-мӗш пайӗ тӗпчесе пӗтернӗ уголовлӑ ӗҫпе вӗсене саккуна пӑсса астармӑш вӑйӑсем йӗркеленӗшӗн, каварлашнӑ ушкӑнпа уйрӑмах пысӑк виҫепе услам илнӗшӗн айӑплаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккунсӑр услам — ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Анчах эпир паянах ҫак ӳкерчӗке куратпӑр: нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансенчен ытларах та ытларах пайӗ хӑйсен харпӑрлӑхӗ ҫине яваплӑн пӑхни палӑрать.

Но уже сегодня мы видим хорошую динамику: становится все больше жителей многоквартирных домов, которые ответственно относятся к своей собственности.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Райадминистрацин вӗренӳ пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх — Канаш тӑрӑхӗнчи шкулсенче вӗренекен шучӗ ҫуллен вӑтамран 150 таран чакса пырать.

Куҫарса пулӑш

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Хӑшпӗр хула-районти ҫемьесен ыйтӑвне халичченех татса паманшӑн вырӑнти влаҫа ӳпкелесе пӗр сӑмах та калаймӑн, мӗншӗн тесен черетрисен пӗрремӗш пайӗ муниципалитет сӗннӗ лаптӑка инженери инфратытӑмӗ хывман пирки харпӑрлӑха илме килӗшмест, иккӗмӗшӗ пурӑнакан тӗлтен ҫывӑхра ҫӗр касса пама ыйтать.

Куҫарса пулӑш

Чылайӑшӗ никӗс те яман // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Республикӑра ҫӗнӗ шкулсем хӑтлассипе ҫӗнӗ программа хута кайнӑ май вӗренӳ тытӑмне куҫарса паракан укҫан пысӑк пайӗ — 583,6 млн тенкӗ — шӑпах пӗрремӗш объект строительстви валли.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксене ҫыхӑнтаракан юхӑм кирлех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех