Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

намӑса (тĕпĕ: намӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ кӑштах чарӑнса тӑтӑм, унтан, намӑса кӗрес мар тесе, алӑк патнелле утрӑм.

Я немного постоял и медленно, чтобы не потерять достоинства, направился обратно к воротам.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ним намӑса пӗлми суятӑн! — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ, урнӑ пек пулса кайса.

Ты лжешь самым бесстыдным образом, — вскричал я в бешенстве.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Карчӑка кала, — терӗ вӑл, — вилме вӑхӑт ҫитнӗ сана, те: ытлашши пурӑнать, намӑса та пӗлес пулать кӑштах, те.

А старухе скажи, что, дескать, пора умирать, зажилась, надо знать и честь.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫакӑн ҫине пӑхса утнӑ май, Мересьев хӑй тӗллӗн шухӑшласа пычӗ: нимӗҫсем те ҫавӑн пекех пирӗн уйра тымар ярасшӑн, пирӗн сӗткенсемпе туласшӑн, пирӗн пуянлӑхсемпе усӑ курса, намӑса пӗлмесӗр ӑна хӑрушла хупласа хурасшӑн, хӗвеле картласа лартасшӑн пулнӑ; ӗҫлеме юратакан хӑватлӑ халӑха тӑван уй-хирсенчен, унӑн хулисенчен хӑваласа кӑларасшӑн, унтан пурне те туртса илесшӗн, унӑн юнне ӗмсе типӗтсе лартасшӑн, ҫумкурӑкӗ ҫак ыраш пӗрчисене путлантарнӑ пек путарса лартасшӑн пулнӑ.

И думалось Мересьеву: вот так и фашисты хотели пустить корни на нашем поле, налиться нашими соками, подняться на наших богатствах нагло и страшно, заслонить солнце, а великий, трудолюбивый, могучий народ вытеснить с его полей, из его огородов, лишить всего, иссосать, заглушить, как бурьян заглушил эти чахлые колоски, уже потерявшие даже внешне форму сильного, красивого злака.

4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Эсӗ Гек вырӑнӗнче пулас пулсан, эсӗ нимӗн намӑса пӗлмесӗрех ту ҫинчен аяккалла шӑвӑнаттӑн, вӑрӑ-хурахсем ҫинчен никама та каласа кӑтартас ҫукчӗ.

Если бы ты был на месте Гека, ты бы живо скатился с горы и никому даже не пикнул про бандитов.

34-мӗш сыпӑк. Ылтӑн юхамӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӗтӗм хула манӑн намӑса курса тӑчӗ.

И весь город видел мой позор!

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Намӑса пӗлӗр, Том Сойер!

— Как вам не стыдно, Том Сойер.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӗлместӗп, Том, нимӗн намӑса пӗлмесӗрех суякан ачаран мӗн пулма пултарать-ши ӗнтӗ?

Не знаю даже, что может выйти из мальчика, который так себя ведет.

19-мӗш сыпӑк. Том ӳкӗнӗвӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Килӗсене саланнӑ чухне приход ҫыннисем пӗр-пӗрне ҫапла каларӗҫ: «Пире нимӗн намӑса пӗлмесӗр улталарӗҫ пулин те, эпир тепӗр хут та ухмаха тӑрса юлма хатӗр пулаттӑмӑр пулӗ, авалхи тав тумалли гимн ҫав тери тӗлӗнмелле лайӑх юрланине те пӗр хут та илтесчӗ», — терӗҫ.

Выходя толпой из церкви, «обманутые» прихожане говорили друг другу, что согласились бы, чтобы их провели еще раз, лишь бы опять услышать такое прочувствованное пение старого благодарственного гимна.

17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Нимӗн намӑса та пӗлмест! — терӗ тӑракансенчен пӗри.

— Дьявольская наглость! — сказал кто-то из стоявших рядом.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Намӑса ниҫта хума пӗлеймерӗм.

От стыда никуда не деться.

Епле пурӑнатӑн, Ванюкӑм? // Вера. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Сутуҫӑсем граждансем хӑйсен прависемпе пӗлсе усӑ курманнипе, пахалӑхсӑр е юсавсӑр тавара каялла тавӑрса пама шикленнипе намӑса пӗлмесӗр усӑ кураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пахалӑхсӑр тавар сутнӑшӑн явап тытма тивет // А.ТУМАЛАНОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

7. Кирек хӑҫан та санран курса ырӑ ӗҫ тума вӗренмелле пултӑр: вӗрентнӗ чухне таса кӑмӑлпа, йӗркеллӗ, тӳрӗ кала, 8. сӑмаху ӑслӑ та тӗрӗс пултӑр — хирӗҫ тӑракан пирӗн ҫинчен нимӗн усал калама тупаймасӑр намӑса юлтӑр.

7. Во всем показывай в себе образец добрых дел, в учительстве чистоту, степенность, неповрежденность, 8. слово здравое, неукоризненное, чтобы противник был посрамлен, не имея ничего сказать о нас худого.

Тит 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Епископ, ӗненекенсен ушкӑнне йӗркене кӳрсе тӑрас ҫын, пӗр айӑпсӑр пулмалла, вӑл чӑрсӑр, ҫиллемес, ӗҫкӗҫӗ, ҫапӑҫакан, мула хапсӑнакан ҫын пулмалла мар, 8. иртен-ҫӳрене хапӑллакан, ырра юратакан, таса шухӑшлӑ, тӳрӗ, Турра юрӑхлӑ пурӑнакан, чаруллӑ, 9. чӑн сӑмаха епле вӗрентнӗ, ҫапла уяса тӑракан ҫын пулмалла, унӑн тӗрӗс вӗрентсе ӳкӗтлеме те, хирӗҫ пыракансене питлеме те пултарас пулать: 10. пӑхӑнманнисем те, вырӑнсӑр калаҫакансем те, ултавҫӑсем те нумай, уйрӑмах ҫавӑн пек ҫынсем ӳт кастарнисем хушшинче нумай, 11. ун пеккисен ҫӑварне чармалла: намӑса пӗлмесӗр мулшӑн тӑрӑшнипе вӗсем кирлӗ мара вӗрентсе этеме килӗ-килӗпе пӑсса пӗтереҫҫӗ.

7. Ибо епископ должен быть непорочен, как Божий домостроитель, не дерзок, не гневлив, не пьяница, не бийца, не корыстолюбец, 8. но страннолюбив, любящий добро, целомудрен, справедлив, благочестив, воздержан, 9. держащийся истинного слова, согласного с учением, чтобы он был силен и наставлять в здравом учении и противящихся обличать. 10. Ибо есть много и непокорных, пустословов и обманщиков, особенно из обрезанных, 11. каковым должно заграждать уста: они развращают целые домы, уча, чему не должно, из постыдной корысти.

Тит 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Пӗлсех тӑр: юлашки кунсенче йывӑр самана ҫитӗ: 2. ҫынсем хӑйсене юратакан, укҫана хапсӑнакан, мӑнаҫланакан, хӑйсене пысӑка хуракан, хурласа калаҫакан пулӗҫ, ашшӗ-амӑшне пӑхӑнмӗҫ, пархатарсӑр, йӗркесӗр пулӗҫ, пӗр-пӗрне юратмӗҫ, 3. килӗштереймӗҫ, элеклӗҫ, чарусӑр, хытӑ кӑмӑллӑ, ырра юратми пулӗҫ, 4. сутӑнчӑкла хӑтланӗҫ, намӑса пӗлмӗҫ, каппайланӗҫ, Турра юратассинчен ытла киленӗҫе юратӗҫ, 5. ҫиелтен пӑхма тӳрӗ ҫынсем пек курӑнӗҫ те — хӑйсем вара тӳрӗлӗхрен хӑпӗҫ.

1. Знай же, что в последние дни наступят времена тяжкие. 2. Ибо люди будут самолюбивы, сребролюбивы, горды, надменны, злоречивы, родителям непокорны, неблагодарны, нечестивы, недружелюбны, 3. непримирительны, клеветники, невоздержны, жестоки, не любящие добра, 4. предатели, наглы, напыщенны, более сластолюбивы, нежели боголюбивы, 5. имеющие вид благочестия, силы же его отрекшиеся.

2 Тим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Сире те — ҫылӑхпа вилнӗскерсене, ӳтӗре кастарманскерсене — пирӗн пӗтӗм ҫылӑхӑмӑра каҫарса, Турӑ Христоспа пӗрле чӗртнӗ; 14. пире айӑплакан, пире хирӗҫ ҫырнӑ ҫырӑва Вӑл пирӗн хушшӑмӑртан илсе хӗрес ҫумне пӑталанӑ, пӑрахӑҫланӑ; 15. пуҫлӑхсенӗн, хӑватсенӗн вӑйне пӗтернӗ, Хӑй хӑвачӗпе ҫапла пурин умӗнче те ҫӗнтерсе вӗсене намӑса хӑварнӑ.

13. и вас, которые были мертвы во грехах и в необрезании плоти вашей, оживил вместе с Ним, простив нам все грехи, 14. истребив учением бывшее о нас рукописание, которое было против нас, и Он взял его от среды и пригвоздил ко кресту; 15. отняв силы у начальств и властей, властно подверг их позору, восторжествовав над ними Собою.

Кол 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

¦¦ Намӑса юлмасса шанса тӑратӑп, эпӗ халӗ те унчченхи пекех хӑюллӑн та уҫҫӑн вӗрентӗп, ман урлӑ — пурӑнӑҫӑмпа-и, вилӗмӗмпе-и — Христос асла тухӗ.

что я ни в чем посрамлен не буду, но при всяком дерзновении, и ныне, как и всегда, возвеличится Христос в теле моем, жизнью ли то, или смертью.

Флп 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Эпӗ хамӑра Ҫӳлхуҫа панӑ ирӗкпе — сире пӑсма мар, тӗреклӗлентерме панӑ ирӗкпе — ытларах мухтанас пулсан та намӑса юлмӑп.

8. Ибо если бы я и более стал хвалиться нашею властью, которую Господь дал нам к созиданию, а не к расстройству вашему, то не остался бы в стыде.

2 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Манӑн сирӗнпе мухтанни ҫак ӗҫре ахаль ан пултӑрччӗ, эпӗ каланӑ пек, эсир хатӗрленсе тӑрӑсӑрччӗ тесе, эпӗ сирӗн пата тӑванӑмӑрсене ятӑм: 4. хампа пӗрле Македони ҫыннисем пырсассӑн, вӗсем эсир хатӗр маррине курсан, пирӗн (сирӗн ҫинчен каламастӑп та ӗнтӗ!) ҫапла шанса мухтаннӑ хыҫҫӑн намӑса юлмалла ан пултӑрччӗ терӗм.

3. Братьев же послал я для того, чтобы похвала моя о вас не оказалась тщетною в сем случае, но чтобы вы, как я говорил, были приготовлены, 4. и чтобы, когда придут со мною Македоняне и найдут вас неготовыми, не остались в стыде мы, - не говорю «вы», - похвалившись с такою уверенностью.

2 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Кирек хӑш арҫын та кӗлтунӑ чухне е вӗрентсе каланӑ чухне пуҫне тӑхӑннӑ пулсассӑн, хӑйне хӑй намӑса кӑларать; 5. кирек хӑш арӑм та ҫара пуҫӑн кӗлтӑвать е ҫара пуҫӑн вӗрентсе калать пулсассӑн, хӑйне хӑй намӑса кӑларать: вӑл ҫапла туни ҫӳҫне хыртарса янӑпа пӗрех; 6. хӗрарӑм пуҫне ҫыхса ҫӳресшӗн пулмасассӑн, эппин, ҫӳҫне те кастарса ятӑр; ҫӳҫне кастарни е хыртарни ӑна намӑслантарать пулсан, эппин, пуҫне ҫыхса ҫӳретӗр.

4. Всякий муж, молящийся или пророчествующий с покрытою головою, постыжает свою голову. 5. И всякая жена, молящаяся или пророчествующая с открытою головою, постыжает свою голову, ибо это то же, как если бы она была обритая. 6. Ибо если жена не хочет покрываться, то пусть и стрижется; а если жене стыдно быть остриженной или обритой, пусть покрывается.

1 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех