Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

намӑса (тĕпĕ: намӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӑх-ха ӑна, намӑссӑрскере, пирӗн ял тӑрӑх намӑса та, совеҫе те пӗлмесӗр ҫӳрет ҫак ҫын вӗлерекен.

Куҫарса пулӑш

IV // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Сана пула, Узин, мӑшкӑл тӳсетпӗр, сан Алюнуна пула ҫынсем умӗн пуҫа усса иртсе ҫӳреме тивет, намӑса ниҫта чикме ҫук, кӑвак ҫӳҫ таран пурӑнсан та, кун пек мӗскӗннӗн туйман хама ял халӑхӗ умӗнче, пӗтӗмпех сана пула! — Ҫиллессӗн куҫӗсемпе ялтӑртатса илчӗ Элине.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Пирӗн чыслӑ ҫурта намӑса кӗртрӗн эсӗ, савнашкалах — пӗтӗм несӗле, сан йышши ҫын вӗлерекен нихҫан та пулман кунта.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Намӑса туйнӑн ирттерчӗ куна Алюна хӑйӗн лавккинче.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Ах, хӗрӗм, ҫӳҫ кӑвакариччен пурӑнтӑм акӑ, халӗ ӗнтӗ юратнӑ ачамшӑн тӳсме тивет намӑса.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Тенее эп асӑрхаттарнӑ ан сӗмсӗлрен тесе, вӑл тупа турӗ никама та усал тумастӑп тесе, хӑй вара намӑса пӗлмесӗр, халӑхра ун йышшисем ҫинчен курпунлӑ ҫынна масар шӑтӑкӗ юсать теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Ку ҫамрӑкскер намӑса та пӗлмест, алӑк умӗнче сӗмсӗррӗн сарӑлса выртать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вара эпӗ эсӗ Шупашкарта пӗр заводра ӗҫлени ҫинчен те пытарса тӑмарӑм, тата, хамӑн намӑса ҫухатсах, унтан кӑштах укҫа ыйтрӑм…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Пӗтертӗн, ачасем умӗнче намӑса ятӑн!

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Кашкӑр мыскарине астусанах, ял умӗнче намӑса кӗресрен хӑраса, шуралса каять тата Петрук.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Намӑса та пӗлмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫимӗк кунӗ намӑса кӗртнӗшен май таранах тавӑрна ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑштах тӑн илсен тин Кӗтерук аван мар тунӑ пек, арлӑ-арӑмлӑх тивӗҫне пӑсса намӑса кӗнӗ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тепӗр чухне, хӑнӑхнӑ ҫынсем хушшинче пулсан, Матӗрне «Сывӑ пулӑр» тесе-и е урӑхла саламласа калӗччӗ, пӗр хут ӑнланмасӑр намӑса кӗнипе ним шарламасӑр черккене тытса тутине тивертрӗ те сӗтел ҫине лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Намӑса хӑй ҫинчен сиресшӗн пек ҫеҫ: «Ан тив, кирек мӗн шухӑшлатӑр. Маншӑн халь нимӗн те хӑрушӑ мар. Ыран пурпӗрех кунта пулас ҫук…» — тесе шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ ҫакна ҫеҫ каласшӑн: мана мӑшӑкӑллани, ман кил-ҫурта ҫаратни сахал пулнӑ сана, эсӗ ман тӳрӗ те таса кинӗме намӑса кӗртме хӑйнӑ!

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ялйыш умӗнче хӑравҫӑлла курӑнса намӑса кӗрес килмерӗ ун, сехре хӑпнине лӑплантарас шутпа сӑхсӑхрӗ те, пӳртре мӗн пуррине йӑлтах тӗрӗслеме шут тытса, юлташлӑха кам та пулин килессе кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ма суйса ҫӗр йӑтайми намӑса кӗтӗн?

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗншӗн халӑх умӗнче суйса намӑса кӗмеллеччӗ?

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ хама хам элеклесе намӑса кӗтӗм.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех