Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

намӑса (тĕпĕ: намӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Намӑса пӗл.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Намӑса та пӗлместӗн, ӳсӗр те мар-ҫке эсӗ.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

…Ҫавна пула чӑтса ирттернӗ намӑса Янтул виличчен те манас ҫук.

…Чувство стыда, какое он тогда испытал, Яндул, кажется, не забудет до конца своих дней.

Каллех ҫул ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шӑнкӑравлӑ ҫунасемпе халь, выҫлӑх ҫул, кам намӑса пӗлмесӗр ҫӗмӗрттерсе ҫӳреме пултарать?

Кому же взбрело в такую голодную пору кататься с колокольцами?

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Намӑса пӗлес пулать кӑштах…»

Усовестился бы немного…

Утарта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мултиер каланипе Ухтиван килӗшнӗ, ҫав вӑхӑтрах пӗчӗк Ухтиван тӗрӗссине каласан е йӑнӑшне кӑтартсан унпа «пысӑк» Мултиер пӗр сӑмахсӑрах килӗшнӗ, хӑйне те пӗртте намӑса юлнӑ ҫын пек туйман.

Ухтиван во всем слушался Мульдиера, в то же время тот безропотно соглашался с подростком, если друг замечал его промах или какую-нибудь его оплошность, и вовсе не чувствовал себя уязвленным.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫак намӑса кӑтартрӑн, — Ялти ҫынсем мӗн калӗҫ?

Куҫарса пулӑш

Атте-анне // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ӗмӗр курман намӑса Ват пуҫӑма кӑтартрӑн?..

Куҫарса пулӑш

Атте-анне // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Епле ҫынсем умӗнче Ҫак намӑса кӑтартрӑн?

Куҫарса пулӑш

Атте-анне // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Намӑса туймастӑн та-и?

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Атӑлкассисем умӗнче хамӑр председателе намӑса хӑвармастпӑрах ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑҫта кайса чикес вара намӑса?

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Ав, Укахви, Анушка мӗнле ӗҫлеҫҫӗ, ҫавсенчен те пулин кӑшт намӑса пӗлӗр», тенӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗнле тӳссе ирттерӗ Гирейсен йӑхӗ вӑл намӑса?

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Фрося намӑса тӳсеймесӗр ҫакӑнса вилнӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑйне намӑса кӗртни килӗшмерӗ-тӗр ӗнтӗ, тата кунта вӗсем пӑлхар ачипе айкашса вӑхӑт ирттермелле мар.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Ял-йыш умӗнче намӑса кӗртен аҫуна.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

— Ял-йыш умӗнче намӑса кӗртен аҫуна!

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Майра агроном намӑса кӗрессе кӗтни ахалех пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Юлташӗ патӗнчен хӑналанса килнӗ хыҫҫӑн Павӑл шухӑша кайрӗ: «Никама та шанма ҫук иккен — куҫ умӗнчех улталаҫҫӗ намӑса пӗлмен ҫынсем. Санврача сӑпайлӑх килӗшмест, малашне ҫирӗп характерлӑ пулмалла. Ҫынна мар, хӑвна та ан шан», — терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче, облисполком складӗнче пулса иртнӗ ултавлӑ «мыскарана» асран кӑлараймасӑр.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех