Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тавшуйлӑ савӑнӑҫ, пулас мӑшӑрсен хӗлхем тӑкан куҫсем, чӗре патӗнчи туслӑ сӑмах та таса тупа, ӗмӗтлӗ шухӑш та ӗмӗре ҫитмелли шанчӑк — юлӗҫ-шим ҫаксем кӑҫал Тимрукран?
VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Мӑшӑрсен йышӗ 583 пин те ҫичҫӗр ҫирӗм тӑватта ҫитни пирки каларӑмӑр ӗнтӗ, яланхи пекех вӗҫӗнче ытти кӑтартусене те палӑртни кирлӗ.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ӗҫӗ юпа уйӑхӗнче // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/26799.html
Унӑн ҫемье пурнӑҫӗн никӗсӗсем ҫаксем — мӑшӑрсен ҫирӗп пӗрлӗхӗ, ачасемшӗн тӑрӑшни, атте-аннене сума суни, пӗр-пӗрне шанса хисеплени, шанчӑклӑх тата иксӗлми юрату.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Килес ӑрусен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшса пӗлтӗр эпир «Ҫамрӑк мӑшӑрсен сертификачӗ» программӑна ӗҫе кӗртрӗмӗр — кашни ҫамрӑк ҫемьех паян перинаталь центрӗсен ертсе пыракан специалисчӗсем патӗнче комплекслӑ тӗпчев иртме пултарать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Эпир ӑсталанӑ хӑй тӗллӗн куҫаракан тӑлмач та, куҫару пахалӑхне лайӑхлатма мӑшӑрсен йышне пухас тӗллевпе, малалла ӗҫлӗ.
Яндекс чӑваш чӗлхине Яндекс.Тӑлмача кӗртес ӗҫ епле пулса пыни пирки каласа панӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24358.html
Палӑртса хӑварар, Google тата Яндекс хатӗрленӗ куҫаруҫӑсенчи вырӑсла-акӑлчанла мӑшӑрсен пахалӑхӗ 35 BLEU патнелле.
Машшин куҫарӑвӗн сайчӗ ӗҫлеме пуҫлани пирки пӗлтерекен пресс-релиз // Николай Плотников. Килти архив
Виҫҫӗмӗш кадриль тӗлне ташлакансен йышӗ палӑрмаллах хушӑнчӗ, ҫавна пула мӑшӑрсен залӑна урлӑ та, тӑрӑх та тӑрса тухма тиврӗ.
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Парнеленӗ ҫаплах хӑйӗн варлине патша Ливи тӑвӗсен аркинчи вӑрмансенче чи малтан ҫурӑлакан ҫурӑм ути чечекӗсем евӗр аметистсене, — ҫиле чарса лартакан, ҫилле ҫемҫетекен, ӳсӗрӗлесрен сыхлакан, тискер кайӑксене тытнӑ чух пулӑшакан тӗлӗнмелле вӑй-хӑватлӑ аметистсене; юратура телей паракан, мӑшӑрсен харкашӑвне пусӑрӑнтаракан, патша тарӑхӑвне сирсе яракан, лашана алла вӗрентнӗ вӑхӑтра тата сутнӑ чух ӑнӑҫу кӳрекен Персеноль бирюзине; кушак куҫне те — хӑй хуҫин пурлӑхне, ӑстӑнӗпе сывлӑхне сыхлаканскере; шупка, ҫыран таврашӗнчи тинӗс шывӗ евӗр кӑвакрах симӗс вериллие те — куҫа шур илесрен тата юхан-суранран хӳтӗлекен хатӗре, ҫулҫӳренсен ырӑ юлташне; нумай сӑрлӑ ахах та — ӑна хӑй ҫумӗнче тытакан тӑшмансен каварӗнчен хӑрамасть тата ҫӗр кисреннӗ чухнехи хӑрушлӑхран сыхлӑхлӑ; нефрита та — аҫа ҫапассине сирекен кӑчкӑ чулне; симӗсрех панулми тӗслӗ, тӗксӗмрех ҫутӑ онихие те — хуҫине вутран тата ухмаха тухасран хураллаканскере; тискер кайӑксене чӗтреве ертекен ясписа та; калаҫу хитрелӗхне ӳстерекен хура чӗкеҫ чулне те; йывӑрлӑ хӗрарӑмсем хисеплекен ӑмӑрткайӑк чулне те, чӗпписем тухас вӑхӑт ҫитсен, хайсен йӑвисене хураҫҫӗ ӑна ӑмӑрткайӑксем; пӗчӗк хӗвелсем евӗр ҫиҫекен, Офиртан илсе килнӗ заберзата та; ылттӑн пек сарӑ хрисолта та — сутуҫӑсемпе вӑрӑсен тусне; патшасемпе вӗсен арӑмӗсем юратакан сардоникса та; хӑмла ҫырли тӗслӗ лигирие те: пуриншӗн те паллӑ, стена витӗрех курма пултаракан ҫивӗч куҫлӑ ҫӳлевӗҫсен хырӑмӗнче тупаҫҫӗ ӑна, — ҫавӑнпа та лигирипе ҫӳрекенсем яланах ҫивӗч куҫлӑ пулаҫҫӗ, — кунсӑр пуҫне вӑл сӑмсаран юн кайнине чарать тата тӗрлӗ сурансене, вӗсене чулпа та тимӗрпе амантса туман пулсан, тӳрлетет.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Пӗри — чӑваш чӗлхин корпусне тӑвасси; тепри — чӑвашла-вырӑсла мӑшӑрсен пуххине хатӗрлесси.
Корпус пирки // Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи. http://corpus.chv.su/content/about.html
«Ҫамрӑк мӑшӑрсен» ячӗпе вальс кӗвви те вылярӗ.
Аллӑ ҫул каяллине аса илсе // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22
- 1
- 2