Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Корпус пирки

Автор: Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Ҫӑлкуҫ: http://corpus.chv.su/content/about.html

Хушнӑ: 2019.09.07 13:36

Пуплевӗш: 30; Сӑмах: 245

Текст тӗсӗ: Статья

Вырӑсла Тема: Техника

Корпус пирки

Ку корпуса тӳрех икӗ тӗллевпе йӗркеленӗ. Пӗри — чӑваш чӗлхин корпусне тӑвасси; тепри — чӑвашла-вырӑсла мӑшӑрсен пуххине хатӗрлесси.

Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи 2016 ҫулта ӗҫлесе кайнӑ. Корпус «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн» пайӗ шутланать, унӑн тӗллевӗсене пурнӑҫлать.

«Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» — уйрӑм ҫынсем пуҫарнипе, тимленипе, тӑрӑшнипе тата вӗсен укҫи-тенкипе атананакан проект. Ӑна чӑваш чӗлхине компьютер таврашне кӗртме йӗркеленӗ. Вӑл нимӗнле институт-организаци таврашне те кӗмест, патшалӑхран укҫа-тенкӗ илсе тӑмасть.

Корпус тытӑмӗ

Корпус структури: текстсем — пуплевӗшсем — сӑмахсем.

Текстсене вӗсен тӗсӗсем (хаҫат-журнал статьи, ӑслӑлӑх статьи, прозӑллӑ хайлавсем, сӑвӑллӑ хайлавсем, саккунсем т.ыт. те) тата тематики (культура, ҫар, ял хуҫалӑхӗ, техника т. ыт.те) пайланӑ. Ҫавӑн пекех текстсен авторӗсем, ҫӑлкуҫӗсем пур.

Корпус сӑмах тӗпӗсене уйӑрма пӗлет — ку ӗҫе вӑл Hunspell словарӗпе килӗшӳллӗн тӑвать.

Асӑрхаттарни: корпусри текстсенче опечатка йышши йӑнӑшсем пулма пултараҫҫӗ.

Корпуспа усӑ курасси

Хальхи вӑхӑтра эсир корпуспа ирӗклӗн усӑ курма пултаратӑр. Шырава хальлӗхе ансан мелпе кӑна йӗркеленӗ пулин те эсир вӑл е ку сӑмаха текстсенче шыраса тупма, вӗсемпе тектсенче мӗнле усӑ курнине пӗлме, ҫавӑн пекех текстсенче хӑш сӑмахсем тӑтӑшрах тӗл пулнине пӑхма пултаратӑр.

Кӑткӑсрах запроссем тӑвас кӑмӑл пур пулсан корпус йӗркелӳҫисемпе ҫыхӑнмалла (np@chuvash.org адреспа).

Корпуспа ӗҫлекенсем

• Николай (Аҫтахар) Плотников — ертӳҫӗ, корпус сайтне тытса пыракан, программӑлакан.

• Александр Антонов — программӑлакан, машшинлӑ куҫару енӗпе специалист.

Текстпа ӗҫлекенсем: Эрбина Портнова, Марина Яковлева, Светлана Трофимова, Оксана Антонова тата ыттисем.

Корпуса пуянлатма кам тата мӗн чухлӗ пулӑшнине эсир сайтӑн «Сайтҫӑсем» пайра курма пултаратӑр.

Пулӑшакансем

Корпус ӗҫне вӑл е ку енчен пулӑшакансем:

• «Хавал» ушкӑн;

• Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ;

• Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ;

• Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ;

• тата ытти уйрӑм ҫынсем.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех