Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Машшин куҫарӑвӗн сайчӗ ӗҫлеме пуҫлани пирки пӗлтерекен пресс-релиз

Автор: Николай Плотников

Ҫӑлкуҫ: Килти архив

Хушнӑ: 2019.12.24 03:06

Пуплевӗш: 36; Сӑмах: 484

Текст тӗсӗ: Статья

Вырӑсла Тема: Техника

Пресс-релиз

Хастарсен ушкӑнӗ чӑваш чӗлхи валли машшин куҫарӑвӗн сайтне хута ячӗ: http://translate.chv.su/. Хальхи вӑхӑтра вӑл альфа-тест шайӗнче ӗҫлет — ӑна тестлама, моделе вӗрентес ӗҫе тӗрӗслеме, ҫавӑн пекех вӗрентме кирлӗ практикӑллӑ материалсем пухма хатӗрленӗ вырӑн евӗр хаклама пулать. Машшинлӑ куҫаруҫӑ нейронлӑ алгоритмпа ӗҫлет — унпа юлашки вӑхӑтра анлӑн усӑ кураҫҫӗ. Проект туллин ӗҫлеме пуҫламан, ҫавна май проекта йӗркелекенсем ун ӗҫӗнче кӑлтӑксене тупсан ытлашши айӑпламасса шанаҫҫӗ. Аталантарнӑ май куҫаруҫӑн пахалӑхне те ӳстересшӗн, унӑн ӗҫ хӑвӑртлӑхне те.

Куҫару пахалӑхне чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсен пухмачне пуянлатса пынӑ май ӳстерме палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра ку виҫе 225 пинпе танлашать, нейронлӑ алгоритмпа чаплӑ куҫарас тесен вара пӗр миллион мӑшӑрпа усӑ курма сӗнеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне куҫару пахалӑхне ӳстерме май паракан вӗрентӳ меслечӗсене суйлас-тишкерес ӗҫ те пырать.

Куҫару хӑвӑртлӑхне ӳстерес тӗлӗшпе машшин куҫарӑвне вырнаҫнӑ серверти хатӗр-хӗтӗре ӗнӗрлеме палӑртнӑ. Сӑмахран, графика процессорӗпе усӑ курма шут тытнӑ — унпала куҫару хӑвӑртлӑхӗ темиҫе хут ӳсмелле.

Пухмач пуянах мар пулнӑран хальхи вӗренӳ моделӗ тивӗҫлӗ шайра куҫараймасть пулин те, чылай чухне вӑл мӗн ҫырнине те пулин ӑнланма май паракан куҫарупе тивӗҫтерме пултарать. Тепӗр май каласан унпа практикӑра та усӑ курма пулать: тӗслӗхрен, чӑвашла текста чӗлхене пач пӗлменнисем те ӑнланса илме пултараҫҫӗ.

Пӗлме: куҫаруҫӑн хальхи моделӗн пахалӑхӗ 24 BLEU (Bilingual Evaluation Understudy) патнелле. Ку виҫе 0-ран пуҫласа 100 таран пулма пултарать, ӑҫта 100 — пӗр-пӗрне тӳр килекен куҫару, 70 — профессиллӗ тӑлмачсем хатӗрленӗ шайри куҫару. Палӑртса хӑварар, Google тата Яндекс хатӗрленӗ куҫаруҫӑсенчи вырӑсла-акӑлчанла мӑшӑрсен пахалӑхӗ 35 BLEU патнелле.

Практикӑллӑ материалсене сайтпа усӑ куракансем ыйтнисене пуҫтарса пырса, вӗсенчен пахалӑхлисене суйласа пухма палӑртнӑ. Ку тӗлӗшпе сайтра куҫарусене пахаламалли функционал ӗҫлет, унсӑр пуҫне машшин алгоритмӗпе хатӗрленӗ куҫарусене тӳрлетме май туса панӑ. Эпир, ҫак проектпа ӗҫлекен хастарсен ушкӑнӗ, машшин куҫаруҫи хатӗрленӗ куҫарусене пахалас тата вӗсене лайӑхлатас ӗҫе хутшӑнакан кашни ҫынна тав тӑвӑпӑр!

Ушкӑн пирки

Николай Плотников — проект ертӳҫи, сайта хатӗрлекенӗ, сервер администраторӗ, текстсене сканерлаканӗ. Вӑл — «Чӑваш халӑх сайчӗн» (http://chuvash.org) тӗп редакторӗ, Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн (http://chv.su/) ертӳҫи.

Александр Антонов — нейронлӑ алгоритмпа чӑвашла-вырӑсла тата вырӑсла-чӑвашла модельсене вӗрентекен, чӑваш тата вырӑс тексчӗсене мӑшӑрлакан. Вӑл — Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ «Яндекс» компанийӗнчи шырав пайӗн ӗҫченӗ.

Сканерланӑ хыҫҫӑн чӑваш тексчӗсене тӳрлетес ӗҫе туса пыраҫҫӗ: Светлана Трофимова, Алина Иванова, Эрбина Портнова, Оксана Антонова тата ыттисем. Текстсен пӗр пайне авторсем хӑйсем пире ярса панӑ: Владислав Николаев, Галина Матвеева тата ыттисем.

Тав сӑмахӗ

Проектпа ӗҫлекен ушкӑн кашни пулӑшакана — укҫа-тенкӗ енӗпе е ыр сӑмахпа — тав сӑмахӗ калать. Унсӑр пуҫне пирӗн ушкӑн хӑйсен фондӗнчен илемлӗ литература куҫарӑвӗсемпе тивӗҫтернӗ Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗн ӗҫченӗсене; пулӑшу кӳнӗ Чӑваш Республикин вӗрентӳ институчӗн, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсене; «Хавал» чӑваш пуҫару ушкӑнне; И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ-н чӑваш тата вырӑс филологийӗн факультетне; тата апла-капла пулӑшма май тупнӑ ытти организацисене пысӑк тав сӑмахӗ калать.

Тӗрлӗрен

Пирӗн ушкӑн Информаци политикин министерстви нумай пулмасть, 2019 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗнче, йӗркеленӗ хӑй тӗллӗн чӑвашла-вырӑсла тата вырӑсла-чӑвашла куҫарма май паракан информаци технологийӗсемпе усӑ курма хатӗрлекен ӗҫ ушкӑнӗпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме палӑртать.

Ыйту тавраш пулсан

Машшинлӑ куҫару сайчӗн ӗҫӗ пирки пӗр-пӗр ыйту пур пулсан ҫак мелсемпе ҫыхӑнма пулать:

• np@chuvash.org (Николай Плотников)

• corpus@chuvash.org (Икчӗлхеллӗ корпус пирки ыйтусем пулсан)

• 8-905-027-61-37 (Николай Плотников).

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех